Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Света - маттур херача

20 мая 2009 г.

Çиччĕмĕш класс пÿлĕмĕ - Светăшăн ку чи юратнă кĕтес шкулта. Çиччĕмĕш çул вĕренет вăл Кĕлкешри вăтам шкулта. Пултаруллă вĕренекенсем нумай ку класра. Света «5» паллăсемпе кăна çав тери тăрăшса вĕренет. Тăрăшулăх тени мĕн пĕчĕкрен çирĕпленсе юлнинчен килет пулĕ. Ку тĕлĕшпе Даниловсен кил-йышĕнче ĕçрен пăрăнакан çук. Света мĕн пĕчĕкрен пÿрт-çурт тирпейлеме, апат пĕçерме юратать. Илемлĕ литературă вулама та, сенкер экран çинчи ятарласа ачасем валли хатĕрлекен передачăсене тишкерме те вăхăт тупать вăл. Шкулта, районта, республикăра иртекен конкурссене, олимпиадăсене те Света Данилова активлă хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.

Пушă вăхăтра Света спортпа та тачă çыхăну тытать. Спорт ăна вăй хушма, вăхăта кирлĕ пек йĕркелеме, сывлăхлă пулма пулăшнине лайăх ăнланать. Вăл ытларах йĕлтĕрпе чупассине килĕштерет.

Ăçтан пуçланнă-ха хастар хĕр ачан йĕлтĕр çине тăрасси; Света пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех йĕлтĕрпе чупассине кăмăллама пуçлать. Сенкер экран çинчи йĕлтĕр ăмăртăвĕсене пăхма юратать. Унăн та çавăн пек ăмăртусене хутшăнас ĕмĕт çуралать. Çулсерен çак ырă ĕмĕтсене Света пурнăçа кĕртсе пырать. Хĕл ларнă-ларман йĕлтĕр çине тăрать, çуллахи вăхăтра ир-ирех стадиона тренировкăсене чупать. Ăсталăх та хĕр ачан самаях пухăнса пуянланса пырать. Темиçешер çухрăм çăмăллăнах чупма пултарать.

Ăмăртусенче Света яланах малта, пĕрремĕш вырăн йышăнса хаклă парнесене тивĕçет.

Республика тата Раççей чемпионĕ пуласса эпир шансах тăратпăр. Ăнăçу сунатпăр.

Кĕлкеш шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика