12 апреля 2008 г.
Мартăн 26-мĕшĕнче Муркаш шкулĕнче ют çĕршыв чĕлхипе юрлассипе «Кĕмĕл саслă шăнкăравсем» ятпа иккĕмĕш фестиваль иртрĕ. Унта 18 шкултан 4 – 11 классенче вĕренекен 67 пултаруллă çамрăк юрăç хутшăнчĕ. Ăмăрту программипе килĕшÿллĕн çĕнтерÿçĕсене 3 дипломпа тата ятарлă 2 парнепе хавхалантарма палăртнăччĕ. Анчах та ăмăртăва хутшăнакансем йышлă пулнине шута илсе вĕсене кĕçĕн (4 – 6 классенче вĕренекенсем), вăтам (7 -9кл.) тата аслă (10 – 11кл.) ушкăнĕсене пайласа çĕнтерÿçĕсене уйрăмшар пайлама тиврĕ.
Çапла майпа ачасем 9 диплома тивĕçрĕç, унсăр пуçне «Чи лайăх юрлакан» тата «Куракансене уйрăмах килĕшекен» ятсене тивĕçекенсем пулчĕç. Кĕçĕн усĕмри ушкăнра М.Цветковапа Е.Николоева (Мăн Сĕнтĕр), А.Курбановпа Т.Волкова (Оринин), Д.Данилов, Е.Данилов тата И.Зайцев (Кашмаш), вăтам ÿсĕмрисем хушшинче Н.Бряндинская (Нискасси), Н.Крючкова (Муркаш), Н.Семенова (Сатракасси), ăсла ушкăнрисем хушшинче О.Уховапа К.Кузьмина (Мăн Сĕнтĕр), А.Волковапа Т.Соломина (Калайкасси), Ж.Антонова (Муркаш) пултаруллă пулчĕс. «Чи лайăх юрлакан» ята вара Шомик шкулĕнчи 7 класра вĕренекен А.Поляков тивĕç пулчĕ. Куракансем çавăн пекех Юнкăран килнĕ А.Золоторубов гитарăпа каласа юрланине, Тойкилтери Т.Сабитова, Муркашри М.Ершовапа Т.Купцова, Йуçкассинчи Н.Тимофеевапа А.Кузьмина килĕшÿллĕ хусанусем туса лайăх юрланине тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Ачасен репертуарĕнче тĕрлĕ юрăсем пулчĕç: вырăс чĕлхинчен акăлчанла куçарнисем, тĕнчипе паллă ансамбльсемпе уйрăм юрăçсен хайлавĕсем. Ăмăртăва хутшăнакансем уйрăмшарăн та, икшерĕн те, виçшерĕн те юрларĕç, юрăсен кĕввисем вара ытларах чухне караоке евĕрлĕ пулчĕç.
Ăмăртăва йĕркелесе ирттереç ĕçре районти ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ пуçаруллă пулчĕ, уйрăмах Муркаш шкулĕнчи акăлчан чĕлхине вĕрентекен Н.В.Толстова. Сăмах май вара сак ăмăрту пĕрремĕш хут икĕ сул маларах вăл пусарнипех иртнĕччĕ. Фестивале ертсе пыракансем те Надежда Валерьевнапа унăн вĕренекенĕ Надежда Краснова пулчĕç.
Ют çершыв чĕлхине вĕренесси çăмăл ĕç мар. Çак ĕçре пур майсемпе те усă курма тăрăшмалла. Юрăсен сăмахĕсем вара ачасен ăсенче яланлăхах юлаççĕ, çавăнпа пĕрлех вĕсен культура шайĕ те ÿсет. Ахальтен мар ĕнте чавшсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çапла каланă: «Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс».
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"