09 апреля 2008 г.
Кăçал культура ĕçченĕсемшĕн чăннипех те палă çул пулса юлать. РФ Президенчĕн Указĕпе киллĕшÿллĕн пĕрремĕш хут Культура ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Ăна районта та уявларĕç.
Районти пултаруллăх коллективĕсен смотарĕнче акă халăх ятне илнĕ юрăпа ташă ансамблĕсенчен Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ çĕнтерчĕ. 2 тата 3 вырăнсене Мăн Снтĕрти «Янашпа» Москакассинчи «Шуçăм» пайларĕç. «Халăх коллективĕ» ята илеймен çакăн пек ушкăнсенчен вара Сыпайĕнчи «Акуча» ушкăна çитекенни пулмарĕ. 2 вырăна Калайкассисемпе Шетмĕпуçсем пайларĕç. 3 вырăнта - Юнкăри тата Тренккăри Культура çурчĕсем çумĕнчи ушкăнсем. Весем пурте дипломсемпе укçан парнесене тивĕçрĕç.
Çакнашкал чыса тивĕçнисем халах фольклор ушканĕсенчен те пулчĕç. Вĕсенчен малти вырăна Мăн Токшикри «Тăвнлăх», Ярапйкассинчи «Екрĕм», Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи «Муркаш» тухрĕç. Ёлшикри, Вăрманкассинчи, Якаткассинчи фольклор ушкăнĕсем те халăх умне питĕ интереслĕ программăпа тухрĕç. Çавăнпах ĕнтĕ малти виçĕ вырăна шăпах вĕсем пайларĕç.
Драма ушкăнĕсенчен вара Вăрманкассинчи, Панклири, Апчарти артистсем пултаруллине палăртмалла. Ĕçне кура чысĕ те вĕсенех тивнĕ.
Вокалпа инструментсен халăх ансамблĕсенчен Мăн Сĕнтĕрти «Картина» тата Муркашри «Расна» ушкăнсем 1 степень дипломпа укçан парне тивĕçрĕç.
Эстрада ансамбелĕсенчен Тойкитери Культура çурчĕ çумĕнчи «Хĕлхем» çĕнтерчĕ. Çурлатринчи «Çеспĕлпе» Катькасри «Ăраскал» ушкăнсем хыççăнхи парнеллĕ вырăнсенче.
Кунта çакна палăртса хăвармалла. Пирĕн районта сцена çинче халăха савăнтаракан çемьесем сахал мар. Вĕсенчен çаккăрашĕ нумаях пулмасть Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи Культура çурчĕн сцени çине тухрĕç. Турай ял тăрăхĕнчи Егоровсем-Федоровсем, Хорной ял тăрăхĕнчи Васильевсем, Михеевсем, Юнкă ял тăрăхĕнчи Яргуновсем, Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Степановсем, Муркаш ял тăрăхĕнчи Григорьевсем, Оринин ял тăрăхĕнчи Каликовсем, Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Никитин-Петровсем чăннипех те юрра-ташша ăста иккенне курса ĕнентĕмĕр. Районти культура ĕçченĕсен форумĕнче асăннă конкурс çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Малти виçĕ вырăна йышăннă Федоровсен, Яргуновсен, Михеевсен çемйисем дипломсемпе укçан парнесене тивĕçрĕç.
Ял çынни ĕçпе кăна пурăнмасть. Юрă-ташă ăна тăрăшуллă вăй хума пулăшса пырать. Апла пулсан районти культура ĕçченĕсен тупи те пирĕн ÿсĕмĕсенче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"