Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпĕ те тĕпчев ĕçне кÿлĕнтĕм

29 марта 2008 г.

    Эпĕ Нискасси шкулĕнче 4–мĕш класра вĕренетĕп. Нарăс уйĕхĕн 29–мĕшĕнче Шупашкар хулинче 4–мĕш гимназире пусламăш тата шкул çулне çитмен ачасем хушшинче тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕ иртрĕ. Мана çак конкурсра ачасем йышлă пулни тĕлĕнтерчĕ. 7 -11 çулхи ачасем валли те интересленмелли, тĕпчемелли нумай иккен. Эпĕ чёваш чĕлхипе литературин секцине « Манăн несĕл йĕркин тымарне тĕпчес шухăш мĕнле çуралчĕ-ха?

    Пирĕн класра « Эпир кам тымарĕнчен?» ятлă несĕл йывăçĕ пур. Манăн та класри пек хамăрăн çемье йывăçне тăвас шухăш çуралчĕ. « Миçе тăван хушшинче пурăнатăп-ши эпĕ паянхи кун? Пурне те ятран пĕлетĕп-ши? Пирĕн йăх мĕнле пуçланса кайнă? Çак ыйтусем хумхантарчĕç мана. Манăн анне çемьере 7-мĕш ача пулнă пулсан, атте вара 8-мĕш ача пулнă пулсан, тен эпĕ паянхи кун тăвансемпе чи пуянни пулăп.

    Хамăн  тĕпчев ĕçĕнче эпĕ Çемен кукаçи, асаттепе асанне, кукамайпа кукаçи çинчен те çырса кăтартрăм. Манăн асаттене  Никандр Васильевич Григорьев тесе чĕннĕ. Пирĕн тăрăхра ăна палламан çын çук та пулĕ. Никандр асатте варçă çулĕсенче Берлина çити çитнĕ, паттăр салтак кăкăр тулли наградăпа киле таврăннă. Мирлĕ вăхăтра та Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме пултарнă. 38 сул Суворов ячĕпе хисепленекен колхозра уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. 1981 =улта Чăваш Республикин « Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕнĕ. Асаттепе асанне 8 ача пăхса žстернĕ. Манăн атте, Анатолий, çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Асанне, Зоя Семёновна Григорьева, ĕçчен те сăпайлă, йăваш та ырă кăмăллă çын. Эпĕ асанне пирĕнпе пурăннишĕн савăнатап, татах та нумай пурăнтăрччĕ.                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                           Анне енчен тымарсене тĕпчесе Муркаш районĕнчи Тойкилтĕ ялне çитрĕм. Çакăнта пурăннă та ĕнтĕ манăн юратнă кукамайпа кукаçи. Кукаçи Петр Саватеевич Саватеев ятлă пулнă. Вĕсем те 7 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ĕçченлĕхĕпе,ырă кăмăлĕпе паллăрса тăнă. Кукаçи Аслă Отечественнăй варçă ветеранĕ пулнă, унан наградисем халĕ те чи чыслă вырăнта упранаççĕ. Кукамайпа кукаçи килне час-часах кукка патне хăнана кайса çÿретпĕр.

   Юлашкинчен хамăн пурнăç йывăççи çине 103 тăвана пĕр çĕре чăмăртаса пĕрлештертĕм. 2007 çулта пирĕн тата 7 пĕчĕк тăван çуралнă. « Мĕншĕн çак йывăç çине  туратсем тухсах тăраççĕ-ха?» - шухăшлатăп эпĕ. Йывăçĕ патмар пулнăран, тымарĕсем çирĕп тытнăран!

    Асанне пулăшнипе çак несĕл йывăçĕн тымарне 4 сыпăк таран тĕпчесе пĕлесчĕ, малалла çитĕнекен туратсем çине тин çеç çуралнă тавансене кĕртсех пырасчĕ.

    Пĕчĕк тĕпчевçĕсен конкурсĕнче эпĕ çĕнтертĕм. Мана медаль тата диплом парса чысларĕç. Паллах, конкурсра çĕнтерни мана тата малалла тĕпчеме вăй-хал парать.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика