26 марта 2008 г.
1959-1977 çулсенче эпĕ «Чемеево» колхозра председательте ĕçлерĕм. Тăван çершывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче колхоз самаях хавшанă. Вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратма сахал мар вăй хума тиврĕ. Колхозниксемпе пĕрле эпир сурансене турлететтĕмĕр. Колхоз малалла аталанчĕ, тĕрекленсе пычĕ. Тĕш тырă туса илесси гектар пуçне – 30 центнера, çĕр улми – 200 центнера, кашни 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси – 150 центнера, сĕт туса илесси – 300 центнера, çăмарта илесси – 25000 штука çитрĕ. Кашни кил пуçне 4 тонна тĕш тыра, 8 тонна çĕр улми, 650 -700 килограмм аш-какай, 1300-1500 литр сĕт, 5 пин çăмарта (килти хуçалăхри тупăшсене шутламасăр) туса илеттĕмĕр. Çавăн чухле ял хуçалăх продукцийĕ кашни çемьене усă курма ытлă-çитлĕ çитнĕ. Ытлашшине патшалăха е пасарта сутаттăмăр.
Ялта кирĕч-бетонран фермăсем, комплекссем, мастерскойсем, армансем, 8 çул вĕренмелли шкул, библиотека, фельдшер пункчĕ, мунча, прачечнăй, столовăй хамăр вăйпах турăмăр. Производствăна электромеханизацилерĕмĕр, ялсенче водопровод хута кайрĕ, фермасенче тата колхозниксен килесенче газпа уса курма пуçларăмăр. Мунча кĕнĕ чухне çиĕнчех колхозниксен кĕпе-тумтирне çуса, типĕтсе, якатса параттăмăр. Механизаторсене столовăйсенче йунĕ хакпа апат çитереттĕмĕр. Ĕç укçине уйăхра 2 хутчен параттăмăр. Ялта кил хуçалăхĕ валли тырă, выльăх апачĕ çителĕклĕ илетчĕç. Колхозниксем кăмăллăччĕ.
Эпир малалла тата пысăкрах çитĕнÿсем тума ĕмĕтленеттĕмĕр. Анчах пирĕн пурнăç пĕр самантрах тепĕр майлă çаврăнса ларчĕ.
Халĕ çав ырлăхсем çук. 8 çул вĕренмелли шкул, библиотека, ача сачĕ, мунча, прачечнăй хупăнчĕç. Чемей колхозĕ панкрута тухрĕ, путланса ларчĕ.
Юсав мастерскойĕн çĕмрĕк кантăкĕсем, хупăнман алăкĕсем витĕр çил-тăман алхасать, станоксемпе оборудовани юрăхсăра тухнă. Гаражсем çук, вĕсене сутнă е вутă вырăнне çунтарнă. Ферма çурчĕсем арканса пыраççĕ. Комбайнсене, тракторсене, прицепсене, сеялкасене, цистернасене газосваркапа касса-вакласа такамсене сутса пĕтерчĕç. Икĕ хутлă клуба темĕнле фирмăна сутнă. Унăн кирпĕч стенисене, тимĕр-бетон плитасене пăсса, никĕс блокесене кăларса тасталла туртарса кайрĕç. Спорт залĕ те çăварне карса ларать.
Колхоза çирĕплетсе панă çĕре вун-вун гектар сухаламаççĕ, акмаççĕ. «Ĕçлекен çын çук», - теççĕ. Ман шутпа, колхозăн хуçи çук. Никам та нимĕн те шарламасть.
Çакăн пек киревсĕр, вăрă-хурахла сиенлĕх ман куç умĕнче пулса иртет. Эпĕ халĕ 83 çулта, çав шутран 20 çулне яхăн пĕр кун сиктермесĕр колхоза малалла аталантарас тесе ĕçлерĕм. Кун пек ĕç-пуç пулса тухасса тĕлĕкре те курман.
Манпа пĕрле ырми-канми ĕçленĕ çынсем халĕ çак киревсĕр ĕçсем çине пуçĕсене усса мĕскĕнĕн пăхса тăраççĕ. Чылайĕшĕн куçĕ шывланать, чĕри ыратать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"