Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре ÿсĕмсем тунăшăн

26 марта 2008 г.

        Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурапа спорт пайĕпе халăх вĕренĕвĕн ĕçченĕсен прфсоюзен Муркаш районĕнчи организацийĕн канашĕ, Чуманкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ, районти шалти ĕçсен пайĕ, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕн ĕç коллективĕ, Е.Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ыйтнисене тивĕçтерсе, район администрациĕн пуçлăхĕн февралĕн 28-мĕшĕнчи 120 № йышăнăвĕпе çаксене район администрациĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

    1.Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитании парассипе тунă çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Елена Петровна Федотована, Оринин шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин учительне.

    2.Вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса вăй хунăшăн Светлана Васильевна Тарасовăна, район администрациен вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурапа спорт пайĕн хуçалăх ушкăнĕн инженерне.

   3.Оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕнче тунă çитĕнÿсемшĕн:

-- Марина Анатольевна Конузинăна, милиции капитане, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксем енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн инспекторне;

-- Михаил Александрович Пугачева, милиции старшинине, районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнай часĕн оперативла дежурнăйĕн пулăшаканне.

   4.Çамрăксене патриотизăмла воспитании парассипе нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн:

-- Вениамин Ермолаевич Андреева, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕн пĕрремĕш уйрăмĕн пуçлăхĕн аслă пулăшаканне;

-- Игорь Васильевич Ермолаева, Муркаш тата Элк районесĕн çар комиссариачĕн иккĕмĕш уйрамĕн пуçлăхĕн аслă пулăшаканне.

   5.Ял хуçалăх призводствинче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн:

-- Юрий Сергеевич Захарова, Чапаев яч.хис. хуçалăх рабочине;

--Иван Петрович Столярова, Е.Андреев яч.хис. хуçалăхăн склад заведующине.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика