26 марта 2008 г.
Ял хуçалăхĕнчи паянхи лару-тăру çăмăллисенчен мар. Çурхи уй-хир ĕçĕсем çитсе килеççĕ. Ял хуçалăх предприятиĕсенче вара ытларахăшĕнче техникăна вăхăтра юсаса çитересси шухăшлаттарать. Çунтармалли -сĕрмелли материалсем, удобренисем,пахалăхлă вăрлăх çитмест. Кадăрсем енĕпе те татса паман ыйтусем çук мар. Чапаев яч. хис., «Чемеево», К.Иванов яч.хис.хуçалăхсенче çурхи ĕçсем тытăниччен татса памалли ыйтусем уйрăмах калăпăшлă. Пĕр сăмахпа, ĕçлемелле те ĕçлемелле.
Çак ответлă тапхăрта район администрациĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи пулса Владислав Кириллович Ананьев ĕçлеме тытăнчĕ. Унччен вара вăл «ДААН» предприятире вăй хунăччĕ. Ăнăçу сунатпăр ăна йывăр лава туртма.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"