07 марта 2008 г.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарса килет. Пурте çак кунсече хайсен чи çывăх çыннисене саламлаççĕ. Хĕрарăмсем ача амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех ĕçре те çитĕнÿсем тăваççĕ:обществăлла ĕçе хутшăнма та вăхăт тупаççĕ. Вĕсен маттурлăхĕпе пултаруллăхĕ çинчен уяв умĕн калаçмасăр тăма та май çук. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ– культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи: районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи А.Е.Андреева акă мĕн шутлать кун пирки:
-ут çанталăк хĕрарăма чи таса та пархатарлă тивĕç панă: вĕсем – ача амăшĕсем. Вĕсем хăйсем кун - çул панă ывăл – хĕрĕсене ырă – сывă çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшаçç.? Паян районта 18 çулчченхи ача пур çемьесем пурĕ 4277 (7028 ача çитĕнет). Вĕсенчен 454–шĕ нумай ачаллă çемьесем. Вĕсенче 1480 ача ÿсет. Амăшĕшĕн ачи пĕчĕк чухне те: ÿссе çитĕнсе хăйсем =емьеллĕ пулсан та вĕсем ачасемех юлĕç. Амăшĕн чĕринче пурин валли те çитет юратупа ырă кăмăл. Пирĕн çĕршывра ача пур çемьесене пысăк тимлĕх уйăрĕç. Юлашки çулсенче пулса иртнĕ ырă улшăнусем çакна çирĕплетсе параççĕ те: ача пособийĕсен виçисем ÿсрĕç: амăшĕн капиталне туса хучĕç тата ытти те? Иртнĕ çул ача çулталăкĕ пулчĕ: кăçал вара - Çемье тата Ырă ĕçсен =улталăкĕ? Ку пире: хĕрарăмсене: хамăр тивĕç çине татах та яваплăрах пăхма хистет? Мĕншĕн тесен хĕрарăмран нумай килет çемьере лару – тăру мĕнле пуласси? Ахальтен каламаççĕ вĕт хĕрарăм çемье тыткăчи:кил ăшши тесе?
Кунта манăн ют ачасене усрама илнĕ çемьесене уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет? Паян районта 6 çемьере 7 ачана пурăнма илнĕ? 14 ачана усрава илнĕ çавăн пекех 62 çемье 80 ачана опекăна илнĕ? Чĕререн тав вĕсене çак пархатарлă утăмшăн?
---Алевтина Евстафьевна: паян ача амăшĕсем ĕçре пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ? Кун пирки мĕн шутлатăр?
-- Чĕннипех те: паян хĕрарăмсем ĕçлемен вырён çук та пулĕ? Кашни отрасльтех вăй хураççĕ вĕсем? Вĕсен çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех. Акă «Герой» хуçалăх доярки О.В.Петрова тата А.В. Филиппова: С.Л.Яковлева( Суворов яч. хис.) сысна пăхакансем: Н.А.Захарова: С.В. Вершкова (Оринино) мăйракаллă шултра выльăх пăхакансем: Муркашри кирпĕч заводĕнче ĕçлекен И.В. Зайцевпа Э.Б.Павлова тата ыттисем ырă сăмаха тивĕç? Кун пек маттур ĕçченсем кашни предприятипе организацинчех пур.
Яваплăха хытă туйса вăй хунăран хĕрарăмсене коллектива ертсе пыма шанаççĕ? Хĕрарăм – ертÿçĕсенчен Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн заведующине В.Н.Любимована: Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлёхне Л.Г. Ковалевана: Нискасси шкул директорне А.А.Калинкинана: район сучĕн председательне Э.Л.Тарасована: Мăн Сĕнтĕр райпо председательне Л.П. Майкована: «Визит» магазин директорне Л.В. Николаевана ниепле те ырăпа асăнмасăр çук. Вĕсем ертсе пыракан коллективсем чăннипех те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраĕççĕ
---- Хĕрарăмсен канашне ертсе пынă май хĕрарăмсен обществăлла ĕçри вырăнне мĕнле хак панă пулăттăр?
--- Чун – чĕре ăшши пурин валли те çитет – акă мĕн калас килет вĕсем пирки. Килте те пĕтĕм ĕçе тума ĕлкĕреççĕ вĕсем: ĕçре ĕшентĕм тесе те лармаççĕ: ялти пурнăçа илем кÿрес тесе хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшаççĕ? Вырăнсенче мĕн тĕрлĕ мероприятии иртермеççĕ пулĕ? Хĕрарăмсем пултарулăх ушкăнĕсене те çÿреççĕ тĕрлĕ куравсем йĕркелççĕ: уявсенче те пуçаруллисем - хĕрарăмсем. Ку çеç - и? Ялта кам мĕнле пурăнни куç умĕнчех. Х.рарăмсен канашĕсен ертçÿисен çемьесемпе ĕçлекен комиссии пуçлăхĕсемпе пĕрле ăнăçсăр çемьесемпе те ĕçлеме тивет. ынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни те кирлĕ кунта. Ку тĕлĕшпе манён Ярославка тата Чуманкасси ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ертçÿисене Л.Н.Хозикована: З.И.Иванована тата ыттисене уйрăмах ырăпа палăртса хăварас килет.
Пĕр – пĕрне лайăх пĕлекен çыннăн сĕнĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ - çке. Паян вара пăшăрхантаракан ыйтусем çук мар. Хĕрарăмсенчен те эрех енне туртăнакансем çук мар? Хĕрарăмсен канашĕсен ку енĕпе тата та çине тăрарах ĕçлесен аван пулмалла. Кашни амăшĕ хăйĕн ачишĕн: унăн пуласлăхĕшĕн яваплине туйса тăтăр. Сăмаха вĕçленĕ май манăн аннесемпе асаннесен ячĕпе уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем пире çакăн пек мирлĕ пурнăç парнеленĕ? Вĕсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхĕнчен эпир яланах вĕренсе пыратпăр: вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Кăçал Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕнче пирĕн хамăрăн çемьесем çирĕп пулччăр тесе ытларах тăрăшасчĕ? Ырă çĕсем тума ÿркенес марччĕ: хамăр çемьешĕн те: пĕр ялта пурăнакансемшĕн те.
Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп: ырлх – сывлăх сунатёп. Кашни çемьерех телей йăл – йăл çиçтĕр:ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. -- Тавах: Алевтина Евстафьевна: калаçушăн.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"