Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул çулĕсем манăçмаççĕ

06 февраля 2008 г.

            Нискасси шкулĕнче çулленех февральте шкултан вĕренсе тухнисемпе тĕл пулу ирттереççĕ. Çак ырă йăлана кăçал та манăçа кăлармарăмăр.

           Шкултан вĕренсе тухнисене 11-мĕш класра вĕренекенсем кĕтсе илчĕç. Хăнасем тенисла вылярĕç. Унтан вĕсене шкул пурнăçĕпе паллаштартăмăр. О.О.Сапожникова вĕрентекен иртнĕ çулсене куç умне кăларчĕ. Фотосенчен йĕркеленĕ хаçатсем вĕсене шкул çулĕсене аса илме пулăшрĕç.

            Уяв программине вунпĕрмĕшсем «Куда уходит детство…»юрăпа уçрĕç. Галя Софроновăпа Андрей Кожевников вĕренекенсем шкул пĕтернисем хушшинче конкурс ирттерессине пĕлтерчĕç. Вăл «Крестики» команда çĕнтернипе вĕçленчĕ.

            - Шкула эпир хумханса килтĕмĕр,- терĕ тав туса кунтан вĕренсе тухнă Татьяна Яковлева. – Эсир пире çырма, вулама вĕрентнĕ. Пурнăçа хăнăхтарнă.

            -Ĕнер кăна сирĕншĕн юлашки шăнкăрав янăранă пек туйăнать, - терĕ шкул директорĕ А.А.Калинкина. – Анчах шкул çакăнпа вĕçленмест. Мĕншен тесен çын ĕмĕр тăршшĕпе вĕренет. Пурнăçра та сире отличниксем пулма сунатăп. Сирĕнпе эпир мухтанатпăр.

              Шкултан вĕренсе тухнисем класс ертÿçисемпе те тĕл пулчĕç. Уяв дискотекăпа вĕçленчĕ. З.Н.Мигушова вĕрентекен, шкул директорĕн çумĕ Р.В.Семеновна тата вунпĕрмĕшсем чăннипех уяв туса панăшăн тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика