30 января 2008 г.
Юлашки çулсенче районти шкулсенче вăй хуракансем информаципе коммуникаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе , вĕсемпе вĕрентÿ ĕçĕ–хĕлĕнче анлăрах усă курассипе çине тăрса ĕçлеççĕ .
Вĕрентÿ ĕçе модернизациленĕ тапхăрта учительсем çĕнĕрен те çĕнĕ педагогика технологийĕсемпе методикăсене алла илеççĕ. Кусем вĕсем проектлă методика, цифрăсемпе вĕрентÿ ресурсĕсем, педагогика ĕçĕ-хĕлĕн мониторингĕ, портфолио туса пырасси, çĕнĕ педагогика методикисене туса хатĕрлесси. Информаци технологийĕсене алла илнипе пĕрлех Интернетпа усă курма пултараслăх та учительсемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать .
Кăçал педагогика ĕçченĕсем аттестаци вăхăтĕнче педагогика,психологи тата валеологи ыйтавĕсем çине хуравланипе пĕрлĕх информаципе коммуникаци технологийĕсем енĕпе те экзамен тытнă. Методика ĕçĕсене хÿтĕленĕ чухне тата портфолио енĕпе учительсем компьютер технологине, мониторинг мелĕсене, диаграммăсем тумалли технологийě, материалсене графикăпа саплаштарассине, слайдсем туса хатĕрлесе вĕсене кăтартассине, даннăйсен базине туса пырассине, публикацисемпе, цифрăллă электронлă учебниксемпе усă курассине лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç .
Хăш-пĕр учительсем хăйсен ĕçěсем тĕлěшпе сайтсем хатерлерĕç. Вĕсем хушшинче Нискасси шкулĕн информатика учителĕ Ольга Олеговна Сапожникова, Шатракасси шкулĕн пуçламăш классĕн учителĕ Светлана Алексеевна Терентьева, ачасен районти пултарулăх çурчĕн методисчĕ Светлана Васильевна Егорова .
Учительсем информаципе коммуникации технологийĕсемпе вĕрентÿ ĕçĕнче питĕ активлă тата тухăçлă усă кураççĕ. Çакна педагогика ĕçченĕсем аттестацие те лайăх кăтартса пачĕ. Информации технологийĕсене алла илни хальхи педагогика конкурсенче çĕнтерме май паракан тĕп условисенчен пĕери пулса тăрать .
Çак кунсенче районта класс ертÿçисем хушшинче « Самый классный классный » конкурс иртет. Конкурса хутшăнакансем хăйсен конкурс ĕçĕсене сайт мелĕпе тăратмалла . Шкулсенчи учительсем пултарулăх сайчĕсене туса хатĕрлессин технологине алла илесси .
Çĕнĕрен вара вĕсем хăйсем класс ертÿçин ĕçĕ-хĕлĕнче информации технологийĕсемпе усă курма пĕлнине кăтартса параççĕ.
2007 çулта « Вĕрентÿ ĕçĕн системине информатизацилесси» Федераллă проэктпа килĕшÿллĕн районти 80 учитель ресурс базисенче квалификацие ÿстермелли курсенче пулнă .Ку курсенче Йуçкасси шкулĕн информатика учителĕ Ольга Валерьевна Тихонова тата çак йĕркесен авторĕ ирттернĕ .Унта хутшăннă май учительсем уроксене информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курса йĕркелеме, ачасемпе ĕçлессипе проект методикипе усă курма, сайт тĕлĕшпе электронлă портфолио йĕркелеме, электронлă почтăпа усă курма тата Интернет ресурсăсемпе усă курма пултарнă .
Курссене тĕрлĕ енлĕ виçĕ программăпа ирттернĕ .Кусем вĕсем « Учительĕ-хĕлĕнче информации тата телекоммуникации технологийĕсемпе усă курасси » (база хатĕрленĕвĕ çук учительсем валли ), « Учитель ĕçĕ-хĕлĕн практикинчи информации технологийĕсем » тата «Ачасене информаципе коммуникаци технологийĕсемпе анлăрах усă курма хăнăхтарасси». Унта çÿрекенсем пурте курссенче пулнă пирки документсем илчĕç , хăйсен пултарулăх ĕçĕсене хÿтĕлеме пултарчĕç .Муркаш шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин учителĕн Елена Николаевна Ефановăн, Сосновка шкулĕн математикăпа информатика учителĕн Зинаида Андреевна Антоновăн, Очакасси шкулĕн истори учителĕн Наталия Григорьевна Романовăн, Калайкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин учителĕн Эльвира Владимировна Портновăн, Шомик шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн Татьяна Михайловна Майоровăн, Мăн Сĕнтĕр шкулĕн физикăпа технологи учителĕн Юрий Алексеевич Максимовăн, Москакасси шкулĕн социаллă педагогика Елена Владиславовна Поркинăн, Сосновка шкулĕн пусламăш классен учителĕн Ангелина Иосифовна Беловăн, Сосновка шкулĕн обществознанипе геогрфи учителĕн Ольга Ивановна Рылинăн, Муркаш шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин учителĕн Эмма Александровна Федоровăн, Турай шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитании енĕпе ĕçлекен çумĕн Ирина Николаевна Ивановăн, Йуçкасси шкулĕн музыка учителĕн Александр Витальевич Аникинăн, Йуçкасси шкулĕн историпе обществознании учителĕн Владислав Иванович Тихановăн ĕçĕсене уйрăмах лайăх енчен палăртмалла .
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"