19 января 2008 г.
Ярославка ял тăрăхĕнчи Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче пурăнакан хаклăран та хаклă çыннăмăра, юратнă аннене тата хунямана, ырă кăмăллă асаннене – Александра Васильевна Васильевăна 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр. Вăл пирĕншĕн тунă ырă ĕçсемшĕн ăна çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Пире татах савăнтарса пурăнма вăрăм кун-çул, иксĕлми телей, çирĕп сывлăх, такăр çул сунатпăр. Санăн питÿ çинчен савăк кулă ан кайтăр, вак-тĕвекшĕнех кăмăлу ан хуçăлтăр.
Юратнă çыннăмăр! Тавах сана эсĕ пурришĕн, пире яланах вăхăтра ăс панишĕн.
Саламлаканĕсем: 2 хĕрĕ,2 кĕрушĕ, ывалĕпе кинĕ,7 мăнукĕ,1 прамăнукĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"