20 октября 2007 г.
Чěпěсене кěркунне шутлаççě, тесе те халăхра, çав тапхăр пирěн ума та çитрě. Апла пулсан шкул ачисен ĕçĕсене те пĕтĕмлетепĕр. Никамшăн та вăртăнлăх мар ĕнте, ялхуçалăх аталанăвĕнче, шкул ĕçĕ – хĕлĕнче çамрăк ăрăвăн тÿпи те самай пысăк. Пĕрремĕш шăнкăрав шкула йыхравларĕ те ав темиçе кунтанах вĕсем уй – хире тухрĕç.Çуллахи каникул кунĕсене усăсăр ирттермерĕç: лагерьсенче сывлăхесене çиреплетреç, канăва тĕрĕс йĕркелерĕç,çав хушăрах пÿлме çÿлěксене те самай пуянлатрĕç. Вĕсен ĕçĕ – хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарма эпĕ район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайне ертсе пыракан специалистĕнчен Т.В.Егоровран ыйтрăм.
-Чăн та çамрăк ăрăвăн пурнăçне интереслĕрех,тавракурăмне анлăрах тăвас,весене усăллă ĕçе явăçтарас тесе чылай тăрăшатпăр. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн 143номерле постановленийепе килешÿллен çу кунесенче шкулсенче ěçпе кану лагересене ĕçлеттерсе ярассипе тимлерĕмĕр, ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче 21 шкулта ĕçпе - кану лагерĕ ĕçлерě, унта 605 ача çÿрерĕ. 26 шкулта шкул çумĕнчи сывлăха çиреплетмелли лагерь йĕркеленчĕ, унта 700 ача явăçрĕ. Профиллĕ лагерьсем 13 шкулта ĕçлерĕç, 225 вĕренекен тавракурăмне анлăлатрĕ.
Муркашри социаллă пулăшу паракан центр урлă 210 вĕренекен Москакассипе Чуманкасси шкулĕсен лагерĕсенче хăйсен канăвне йĕркелерĕç.
Ачасен канăвĕсене туллин йĕркелеме социаллă страховани фондчĕ 558500 тенкĕ, вырăнти бюджет 200000 тенкĕ, Муркашри социаллă пулăшу паракан центр 167580 тенкĕ укçа уйăрчě. Вĕсене икĕ хутчен вĕри яшка çитерчĕç.
Июнĕн 15-мешĕнче Муркаш шкулĕн стадионĕнче ĕçпе - кану лагерĕсен тата çамрăксен ĕç ушкăнĕсен районти 3 спартакиади пулса иртрĕ. Унта 18 ушкан хутшăнчĕ, Чуманкассипе Нискассисем малти вырăна тухрĕç.
Шкул ачисем тăрăшнипе калча, улма – çырла, пахча çимĕç ÿстернĕ. Вĕсене сутса 104571 тенкĕлех тупăш курнă. Устернĕ,пухса илнĕ продукцирен тунă тупăш вара петĕмешле 1043990 тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех çĕре арендăна панăран 102720 тенкĕ тупăш илнĕ.
Вĕсем пÿлмĕсене самай пуянлатни куранать. Çăкăр пĕçерме 7750 килограмм тĕш тырă хатĕрленĕ, 167142 килограмм çĕр улми, 298 килограмм ыхра, 2808 килограмм помидор, 14300 килограмм кишĕр, 6544 килограмм хăяр, 22520 килограмм купăста, 12957 килограмм хĕрлĕ кашман, 144 килограмм симĕс сухан, 19610 килограмм пан улми, 820 килограмм çырла янтăланă. Унсăр пуçне 4532 килограмм хăяр тăврланă,50 килограмм хăяр маринадланă, 654 килограмм помидор тăварланă, 395 килограмм яшка приправи, 610 килограмм пан улми типĕтнĕ, 1716 килограмм повидлăпа варени, 120 килограмм соус хатерленĕ. 46 тонна утă çулса типĕтнĕ. Куратăр ĕнтĕ, еплерех маттурсем пирĕн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем.
Лагерьсенчи ĕç – хĕлĕ хаçатра туллин çутатса тăрас енĕпе вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче ятарлă конкурс йĕркелерĕмĕр. Москакасси шкулĕ çĕнтерÿçĕ пулчĕ, конкурсан «Ылтăн калем – 2007» кубăкне çĕнсе илчĕ.
Чи малтанах лагере сахал тупăшлă, тулли мар çемьесенчи ачасене, тăлăх ачасене явăçтарма, вĕсене вали кирлĕ условисем туса пама тăрăшнă.
Паллах, лагерь пурнăçĕ кунпа кăна иртмест. Унта çÿрекенсем ял хуçалахĕнче пулашрĕç, шкул пахчинче тăрăшрĕç, эмел курăкĕсем пухрĕç тата ытти усăллă ĕç пурнăçларĕç. Çапла вара вĕсем вăхăтпа туллин усă курчĕç.
Лагерьсен ĕç – хĕлне йĕркелеме тата пĕтемлетме ятарлă комисси ĕçлерĕ. Унăн ертуçи район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е.Андреева пулчĕ. Комисси хăйĕн ĕçлĕ ларăвĕсене тăватă хут ирттерчĕ, сутсе явмалли сахал мар пулчĕ. Палăртса хăвармалла, лагерь ертÿçисем пурте яваплăха туйса ĕçлерĕç, ачасене тĕрлĕ енлĕ интереслентерме, хавхалантарма пултарчĕç. Вĕсен ĕçне вара комисси пĕтĕмлетрĕ, тĕрлĕ номинацисенче мала тухакансене палăртрĕ. Манăн çĕнтерÿçĕсене ятранах асăнса хăварас килет. Ĕçпе кану лагерĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Юнкăсем тивĕçрĕç. Профиллĕ лагерсем хушшинче Нискасси лагерĕ палăрчĕ. Шкул çумĕнчи сывлăха çиреплетмелли лагерьсем хушшинче Тойкилтĕсем маттуртарах пулчĕç. Вĕрентупе ĕç бригадисен хушшинче Москакасси шкулĕ малти вырăна тивĕçрĕ. Юсав бригадисем тĕлĕшпе Орининсем палăрчĕç. Çатракасси шкулĕ те вăрман хуçалăхĕн ĕçне аван йĕркеленĕ курăнать. Чăн-чăн çут çанталăк тусĕсем вара Панклисем пулчĕç. Лагерьсен ĕç-хĕлне ятарлă альбомра çутатас енĕпе Шомиксем палăрчĕç. Лагерь ĕçне йĕркелессинче вара Москакасси шкулĕн ертÿçи маттуртарах пулчĕ.
Паллах, пурин ятне те палăртма çук. Çапах та эпĕ вĕрентÿпе çамрăксен политикин физкультурапа спорт пайĕ ячĕпе пур вĕренекенсемпе вĕрентекенсене те тыр-пул уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Ял хуçалăхĕсен, шкулсĕн пулмисем туллии пулнинчĕ сирĕн тупе те питĕ пысăк.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"