17 октября 2007 г.
Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Алина Михайловнăпа Александр Михайлович Ефремовсем Чемей тăрăхĕнче пĕлмен ятсем мар. Çынпа калаçма та, ĕслеме те пĕлессе самрăксем, çына пулăшас ĕçре те айкинче юлмаççĕ. Çавăнпах хисеплет вĕсенне ял-йыш. Акă Алина вуннăмĕш çул йывăр чирлĕ пиччĕшне опекун пулса пăхса пурăнать, пĕр ача ÿстерет. Унăн мăшăрĕ чăн-чăн ял хуçалăх ĕçчене. Малтанхи çулсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче кочегарта, тислĕк кăларнă çĕрте вăй хунăскер, халĕ авă 9-мĕш çул Çĕмĕртлĕх Чемейри сĕт ферминче машинăпа ĕне сăвать, япăх мар кăтартусем тăвать. Виçем çул арçын-операторсем хушшинчи республикăри ăмăртура пĕремĕш вырăна тухни те Саша тĕрĕс çул суйласа илни пирки калать.Тĕп хаклав вара-ял хушшинче ырă ят хăварни.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"