11 августа 2007 г.
Кěçех çěнě вěренÿ çулě те пуçланě. Унччен вара Нискассинчи «Хунав» экологи лагěрěнче канăва усăллă ирттернě ачасен аса илмелли нумай-ха. Лагерь ěçлеме пуçланă кунран тытанса мěн смена вěçленичченхи кунсене. Июнь уйăхěнче 20 ача мěн кăна пěлмерěç пулě хамăр тавралăх пирки, мěн кăна тумарěç пулě тăван тавралăх илемěшěн «Лěпěшсемпе» «Кукша пуçсем», «Пыл хурчěсемпе» «Салтак тÿмисем». Шăп çакăн пек 4 звено çине пайланă лагерьти ачасем малтанхи кунах хайсен лагерь мěн пама пултарни пирки «Брейн-ринг» ирттерчěç. Ара, кун пек лагерь кăçал пěрремеш хут йěркеленчě-çке. Çуллахи вăхăтра шкулсем çумěнчи йěркеленекен ытти лагерьсенни пекех ăна та ачасен çуллахи канăвнě усăллă ирттерчěр тесе йěркелерěç: вěренекенсем урамра йытă хăваласа ан çÿреччěр, сывлахне çирěплетччěр, лагерьте ирттернě пěтěм воспитании, экологи, краеведении, физкультурапа спорт, культуăллă-массăллă ěçсене çак тěллевпе çыхантарчěç. 20 çамрăк эколог вара мěн кăна çěннине, усăллине пěлмерěç пулě – йăлтах пурнăçра кирлě вěсем.
Интересли вара лагерь ěçлеме пуçланă тепěр кунхинех пуçланчě. «Экологовичок» старик вěсене «шыва кěртсе» эколог ятне пачě те пурте пěрле Силтěк вăрманне кайрěç. Силтěк çăл куçěнчи шыв чирлисене те сыватать, тенине ялта калаçкалатчěç-ха. Мěн çинчен шутлать-ши çав тăра çăлкуç тесе ыйтсан, ачасем пěринчен тепри кăсăклăрах хуравсем пачěç: чи малтанхи таса туйăмсене çуратакан тăван тавралăха юратса шăнкăртатать иккен вăл. Ачасен хуравěсем килěшрěç «старике». Эппин ку ачасенчен çут çанталăк тусě пулатех. Çакна ачасем экологсен кунěнчех çирěплетрěç. Ялсенче экологи субботникне ирттерчěç: урамра йăваланса выртакан пěтěм çÿп-çапа, пластик савăтсене пуçтарчěç, «Катюша» магазин патěнчи чечек клумбисене йеркене кěртрěç. Шкулти чечек кěтесěсене шăварнипе пěрлех шăрăхра кунти чечексем пирки те манса каймарěç.
Каннă хушăра та ачасем илемлěх тěнчинчен уйрăлмарěç. Асфальт çинче те çут çанталăкпа çыхăннă сăнсене укерчěç вěсем. Еплерех ырлăх иккен тăван ялти салтак тÿмисемпе витěннě симěс кавир тăрăх çаран чупма та, унтан-кунтан чěпěтекен вěлтěрене пуçтарма та. Ку ěçе пуçличчен вěсем çак ÿсен-тăран усăллине те нумай пěлчěç. Ара, «Экологовичок» старик ун пирки каласа панипех çырлахмарěç вěсем. Мěн чуль кěнеке, справочник тăрăх тупмарěç пуль çěннине вěлтěрен çинчен. Пěр харăсах çапла майпа çамрăк экологсем пěрре персех темиçе мулкача тытрěç: вěлтěрен пуçтарса чирлисене валли эмел тума пуçтарса пачěç. Шкулти актовăй залне вырнаçманнисене коридорсене хурса тухса типетрěç. Смена тăршшěпе çак 20 ача 121 килограмм эмел курăкне пуçтарса типетсе пачě. Çак усăллă ěçе туса çавăн пекех пушă ларакан лаша витин, унсăр пусне сысна фермин территорийěсене вěлтěренсенчен тасатса хăт кěртрěç. Паян «Хунав» лагерьте каннă кашни ачах лайăх пěлет: вěлтěренпе туслă пулсан,унран пěçернě яшка-чейпе тата ыттипе туслашсан, сăнран та шуранка пулмăн, витаминсем санра сиккелесе çеç çÿрěç. Кавказра пурăнакансем вěлтěренпе туслă пулнăран вăрăм ěмěрле пулнине те каярахпа ирттернě «сиплевçě каçěнче» пěлчěç. Ав мěнле иккен. Йěри-тавра витамин, эмел – çěннине пěлме, усă курма çеç ан ÿркен. Вара çитмěлте те çиччěри пек çăмăл туйăн хăвна.
Лагерьте иртекен кашни мероприятире ачасем çут çанталăк илемне курчěç, ăна упрамаллине ăнланчěç. Епле манса кайан-ха, сăмахран, кунěпех вěлтěрен пуçтарса ураран ÿкме хатěр ачасем «Лагерьти чи лайах ташăçа» конкурса ирттернине. Ытлашши хусканусем те тăвас килмен ачасене вěсен тантăшě Анюта Иванова «хускатса» ячě. Кашни мěнле те пулин кайак, чěрчун ташшине кăтартса памалла. Куçсем пурин те çуталсах кайрěç. Эх, пуçланчě вара. Пакши те, тилли те, шапи те ташша ячě. Чи пултарулли вара шăрчак пулчě. Юлташěсем ăна Игорь Сорокин тесе чěнеççě иккен. Сип-симěс тум тăханнăскер шăрчăкла ташланине чăн шăрчăксем хăйсем курсан та савăннă пулěччěç.
Вěсем кана–и? Пушă вăхăтра тантăшěсем валли хатěрленě çемçе теттесем те хěпěртеççě ав. Шкул мастерскойěнче хěрачасем «никтошкăсемпе» «капитошкăсене», ытти теттесене ăсталарěç тантăшěсем валли. М.Н.Пушкарева вěсене вěренÿ çулě тăршшěпех илеме алла илме хăнăхтарать – çке. Халě те вăл ачасемпе пěрле вěсен воспитатěлě. Пěр кунхине тата вěсем пěрле (лагерь ертÿçи С.С.Димитриева та вěсемпе пычě) Шупашкарти юхан шыв портне кайрěç. Юринари Шереметьев замокне кайма пуçтарăннă кун çанталак уçăрахчě çав. Каютана ăшăнма кěрсех унтан палумба çине чупса тухса, каллě-маллě хутланă хушăра вырăна çитнине те сисмерěç. Хавасланса калаçакан ачасем шăпланчěç. Темěскер, çěнни, сăмахпа каласа ăнлантармалла марри вырнаçрě вěсен чěрине. Мăнастирте те вěсемшěн интереслě пулчě.
Çамрăк «Хунавсем» лагерьте аслисене хăйсем чăннипех çут çанталăк тусěсем пулнине çирěплетсе пачěç. Çак темăпа Ярославка, Елшик, Чемей тата Яргейкин ялěсенче пурăнакансемпе пуху ирттерчěç. Калаçмалли вара вěсен тупăнсах пычě: шыва, ял урамěсене вараламалла мар тата ытти те. Ачасемпе çитěннисен пěр тěллев пулмалла вěт. Таса ялта пурăнасси кашнинченех килет. Тěл пулу ачасен юрри-ташшипе вěçленчě. Ял тăрăхěн пуçлăхě Г.В.Пайгусов хăй те пулчě ку тěлпулура. Вл ял, район ěçě-хěлěпе паллаштарнине ачасем те кăсăклансах итлерěç.
Мěнле манса кайан-ха тата ачасем ватăсем патне кайса вěсене пулăшнине. «Лěпěшсемпе» «Пыл хурчěсем» Ю.М.Палтанкин патěнче пулчěç. «Кукша пуçсемпе» «Салтак тÿмисене» вара 80 çулхи вěрентекен хаваспах кěтсе илчě. Феофил Филиппович Яранский хай вăхăтěнче çут çанталака хÿтěлемелли ěçсемпе палăрса тăнă. Хăйěн пахчинче ÿсекен кăвак чăрăшсемпе ытти йывăссем чăннипех те тăван тăрăх илеме пулса тăраççě. Мучи пыл хурчěсем те тытать иккен. Пěрле ěçлене хыççăн ачасем аслă вěрентекенпе ларса пылпа чей ěçрěç.
Кашни уява ачасем лагерьте паянхи пурнăçпа çыхăнтарчěç. Раççей суверенитечě çинчен калакан Декларацие йышанна кун акă тепěр интереслě япала пěлчěç. Раççей Гимнěн авторěпе Сергей Михалковпа вěсен воспитателě М.Н. Пушкарева «Чувашия» санаторинче пěрле каннă иккен. Халě ав вěсем патěнче тепěр паллă çын ЧР, РФ культурин тава тивěçле ěçчене Клара Чекушкина юрласа хăнара пулчě. Вăл парнеленě дискри юрăсем пурнăç илеме йăлтах хамăртан килнине аса илтерсе, тавралăх илемне курма-упрама, пурнаçа юратма вăй-хал парса тăрать.
Тавралăх илемě тенěрен, Муркаш тăрахě ытла та илěртÿллě-çке вăл. Ачасем Çуткÿле те çитсе килчěç. Кунта тем тěрлě пулă пурăнни пирки илтнěччě-ха вěсем. Хальхинче хăйсем тытса пăхсах ěненчěç. «Лагерьти вăр-вар пулăçă» ята М.Матвеев тивěçрě. 15 минут хушшинче 7 пулă тытрě. Пěри те каялла çырмана тармарě. Маргарита Николаевна ав пěчěк чух ашшěпе пула тытса ларнă чух пули каялла шыва сикне те – Маргарита та ăна тытас тесе ун хыççăн шываллах вирхěннě.
Тата тем те пěр аса илеççě паян «Хунав» лагерьте пулнă арçын ачасемпе хěрачасем.Ара, мěн тěрлě конкурс иртмерě те-ха. Йăран çинче ěçленě, эмел курăкě пухнă,тавралăха тирпей-илем кÿнě хыççăн пěрле савăннине мěн çиттěр. И.Сорокин, Н.Мигушов, Н.Бряндинская тата ыттисем тěрле номинци çěнтерÿçисем пулса тăчěç.Мěн тěрлě спорт ăмăртăвěсем иртмерěç пулě тата. Лагерьте дежурнай пулнисем, ял хуçалăх ěçěнче тăрăшнисем, паркпа палăк умěнче тирпей-илем кÿнисем, лагерьте пурнăçланă канши ěç – йăлтах ачасене хăйтěллěнлěхе хăнăхтарать. Паян мěн тунисем пурте пурнăçра кирлě пулаççě. Ачасем ěçре пиçěхрěç çеç мар, ăс-хакăл енчен те аталанчěç, мěн чуль çěннине пěлмерěç пулě. Мěн тěрлě диспут иртмерě пулě, ăçта кăна походра пулмарěç пулě. Ачасем пěр-пěринпе татах та ытларах çывăхланчěç. Вěсенче пěрлěх туйăме вăйлăрах палăрма пуçларě. Çамрăк «хунавсем» пурнăçра кирлě мěн пур ырă сěткенě илчěç «Хунав» экологи лагерěнче. Кашни çынна астивмелěх те пур вăл вěсен. Çакна районта та тÿрех курчěç: çулла йеркеленнě лагерьсем хушшинче Нискассинчи «Хунав» экологи лагерě пěрремěш вырăн йышăнчě. Халě ěнте вěсем республикара район чысне хутěлеме хатěрленеççě. Хайсен ырă опытне ытти районсенчи ачасене паллаштарчěç. Çамрăк «Хунавěн» ырă сěткенě тăван тавралăх юратас-упрас туртăм çапла майпа ытти районсенчи тантăшěсене валли те çитě. Чěрě хунавăн сěткенě тавралăха чěрěлěх кÿтěр. Çапла майпа тăван Нискасси, Муркаш тăрăхě çеç мар, республика, Раççей, пěтěм çěр чăмăрě пин-пин чечеклěн ешěртěр. Мирлě таса тÿпе айěнче ачасен хаваслă сасси янăратăр. Çакăнта-çке пурнăç пěлтерěшě. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"