04 июля 2007 г.
Кăçал Муркашри куç курманнисен обществин вырăнти организацийĕшĕн паллă çул. Архиври документсем тăрăх çак 1 паллă пулчĕ – пирĕн районтан 1-мĕш хут Чăваш Республикинчи ВОС съездне 1947 çулта (çулла ) Константин Щеглов делегат хутшăннă. Малалла вара пирĕн районта куç курман инвалидсемпе анлăн ĕçлеме пуçлани курăнать. Пирĕн районтан 60 çул каяллах Нискасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Ильинична Чернова ( 1915-2001 ç.ç.), Муркаш территоринчи пуçламăш организацине кĕрекен 1-мĕш ВОС членĕ пулнă.
« Ирина 5-6 çулта чухнех куç япăх курнипе асапланма пуçланă . Ăна ашшĕпе амăшĕ Етĕрне больничине илсе кайнă , унта операци тунă , анчах та йывăр ĕç ĕçленĕ хыççăн вăл сĕм суккăр пулса ларнă»-каласа пачĕ пире И.И.Чернован çывăх тăванĕ Зоя Ксенофонтовна.
1930 çулсенче Етĕрне хулинче куç курманнисем валли профессии шкулĕ уçнă, çырма –вулама куç курман инвалидсене Брайль системипе вĕрентнĕ, çав хушăрах вĕсене ĕçе хăнăхтарнă. Уйрăм артельсенче вĕрен явнă, щеткăсем тунă, карçинккасем çыхнă, пÿрт çивиттисем витме дранкă тунă.Килте пурăнакан инвалидсем çетка çыхнă, килти тăванĕсем те Иринăна пулăшнă.
«Эпĕ Иринăна çетка хĕррисене крючокпа çирĕплетсе туса параттăм, 100 çетка хĕрри тунăшăн Ирина мана 5 тенкĕ укçа паратчĕ»,-аса илет З.К.Чернова . «Вăл укçапа эпĕ ачасем валли 2 кг сахăр, эмельсем илеттĕм. Тепĕр 100 çетка хатĕрлене çĕре укçа –тенкĕ çитсе пыратчĕ».
«1960-70 çулсенче ял хуçалăх ĕçĕнче ĕçленĕшĕн колхозсем укçа-тенкĕ парайман, кунĕпех ĕçленĕ пулин те çемйипех çетка çыхнă. Ачасем вакăччĕ манăн, çеткине çыхма çиппине тĕветтĕм (сăрлаттăм) та кăмакана çатмасем çине хурса çĕрĕпе типĕтеттĕм. Çиппине хамăннех пĕтĕрмеллеччĕ, хуттăрне те тумалла малтан,- каласа парать хурлансах Зоя Ксенофонтовна. Ларнă çĕртех кăштах тĕлĕрсе илеттĕм те каллех çип пĕтĕреттĕм. Кăнтăрла каллех ĕçе колхоза чупаттăм, ачасем вара питĕ пулăшатчĕç. Асли, Эльвира -1961 çулта çуралнийĕ, Райăпа Сашине ( пĕчĕккисене ) вĕрентетчĕ. Ачасем пулăшнипе 500 çетка таран çыхаттăмăр уйăхне, Ирина ячĕпе кайса параттăмăр та 150 тенкĕ таран ĕç укçи илеттĕмĕр. Çав укçапах ĕнтĕ эпир ялта ытти çынсенчен малтан холодильник та, комод та, телевизор та, тĕрлĕрен сĕтел пукан, хитре савăт-сапа илме пултарнă ун чухне. Çемьере эпир хитре пурăннă, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтереттĕмĕр. Çеткине те манпа пĕрле юнашар ларса, манпа тупăшсах çыхатчĕç. Ачасем валли çетка çыхса илнĕ укçапах тутлă апат-çимĕç, çыххи- çыххипех сушкă йăтса килеттĕм, хитре тумлантараттăм ачасене. Ялта : «Сан ачасем ĕçчен те «шикарнă» çÿреççĕ» , - тесе ăмсанатчĕç.Халĕ ĕнтĕ ачасем пурте çитĕнсе çитсен университет-институтсем пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тухрĕç. 10 çулта яхăн ĕнтĕ хам та куç курман инвалид:йывăр ĕçлени тата çĕрĕ-çĕрĕпех çип пĕтĕрнисем, тăраниччен çывăрманнисем сывлăха хавшатрĕç пулĕ »-хаш сывласах пĕтерчĕ сăмахне З.К.Чернова .
Çапла, ВОС организацийĕ çынсене пурнăçра нумай пулăшнă,çемье тупăшне пысăклатма майсем тупса панă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"