Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявě кашниншěн савăнаç пулчě

30 июня 2007 г.

Ярославка ял тăрахěнчи Чемей енре пилěк ял пěр-пěринчен инçех те мар вырнаçнă. Çаванпах кунти çынсем пěр-пěринпе тачă çыхăнура-хутшăнура пулнинчен тěлěнме кирлех те мар. Еçлě туслăх тарăн тымар янă кунта. Юлашки вунă çулта вěсем уйрăм пěрлешÿллě хуçалăхра – «Чемеево» ял хуçалăх производство кооперативěнче – малашлăх çулне такăрлатаççě. Пилěк ял терěм те кашнине асăнсассăн выранлăрах та пулě. Вěсем:Елшик, Чемей, Варпуç Чемей, Тăмкасси, Çěмěртлěх Чемей. Пěлтěртенпе иккěмеш хут вěсенчен пěринче – Елшикре – ял уяве ирттерчěç. Маларахах систернěрен кăçал вăл кашниншěнех кěтнě кун пулчě. Çавăнпа унăн савăнăçě те таврана анлă сарăлчě.

            Елшик илемлě вырăнта вырнаçнă. Ял патне пыракан асфальт сарнă çул Елшик витěр  тухса кайса ăна  çывăхри ытти ялсемпе çыхăнтарать, яла хайне евěр хăт кěртет, ял çыннисен пурнăç условийěсене лайăхлатать, тăван ен пуянлăхне ÿстерет. Ялти 96 кил-хуçалăхра паян 200 яхан çын пурăнать. Кашниех ял малашлăхне пăхать, унăн аталанăвне хăйěн тупине хывать…

            Июнěн 2-мěшě. Ялти клуб çумěнчи лаптакра паян  ял уявне ирттерме палăртнăран ялта ирлесех савăнăç тăрать, пиçекен кукăльпе какай шÿрпин техěмлě шăрши таврара хуçаланать. Ирхи ěçсене пуçтарса тата уява хатěрленсе кăнтăр иртнě тěле клуб çумěнчи симěс çерем çине вырнаçтарнă саксем çине ял халăхе вырнаçса ларсан, вěсем умне тухса Елшикри клуб заведеющийě Раиса Иштонова уяв пуçланни çинчен пěлтерчě, ял историйěпе пурнăçě çинчен кěскен каласа панипе пěрлех ентешсене ял уявěпе саламласа кунта килнě хăнасемпе паллаштарчě.

Малатан пухăннисем умне Ярославка ял тăрăхěн пуçлăхě Г.Пайгусов тухса сăмах каларě,тěслěхсем илсе кăтартса ял тăрăхен ěçě-хěлěпе паллаштарчě,умри тěллевсене уçса пачě, 2000 çултанпа паянччен Елшикри демографии мěнле пулса пыни çинчен тата ку ěçе лайăхлатасси пěрлехи ěç пулнине, патшалах ача çуратакансене паракан пулашу пирки пěлтерчě.

-- Елшик çыннин ěçченлěхě таврипех паллă. Ěçлейрет те вăл, савăнайрать те. Хěллехи вăрăм каçсенче кăçатă йăваласа çывăхри пасрсенче сутнине кÿршě ялсем кана мар, юнашар районсем те пěлеççě. Çапла вара çак   çăмăл мар ěçе пахалăха  пурнăçлакан Елшик ăстаçи самантлăх та ěçсер юлмасть, -- тере Григорий Валентинович алă ăстисем паянхи  уяв илемě пулнине палăртса.

Елшик çыннисен ěçченлěхне уйрăмман палăртса ăстаçемпе паллă çынсем çинче тěплěнрех чарăнса тăни те уявшăн выранлă пулмалла.

Малтанхи сăмахсем уявăн тěп спонсорě Иван Алексеевич Алексеев пирки. Елшикра çуралса ÿснěскер, шкул пěтерсе инженер специальноçне алла илсен, Чувашгидроводхоз предприятире инженертан директора çити уссе çитрě, анчах хăйне пурнăç çулě çине кăларна тăван ене самантлăха та манмарě. Вăл тăрăшнипе тата тимленипе 20 çула яхăн каялла Штранка юханшывне пěвелерěç, Елшикпа Турай хушшине бетон плитасем сарса çул турěç. Чемей ялě урлă Елшике çитиччен асфальт çул сарчěç. Ку тăрăхри плотинан шыв сийě халě 34 гектарпа танлашать. Вăл ял çыннисене пулă тытса канма питех те меллě вырăн. Çут çанталăк палăкě теме те пулать ăна паян. Çакнашкал илемлě вырăн пěр çын тăрăшнипе пулманран паян Елшикре пурăнакан кашни çын пиркиех ыррине нумай калама пулать. Çапах та ял уявне пынисем пěр саслă пулса тенě пекех  çав кун пěлтěрпе кăçал ылтан туй ирттернисене ăша сăмахсемпе саламларěç, вěсен пурнăçě хайсемшěн тěслěх пулнине уçăмлăн пěлтерчěç. Ылтăн туй паллă тунисене уяв спонсоре И.Алексеев уйрам парнесем парса чысларě. Ана Зойăпа Геннадий Румянцевсем, Елизаветăпа Евстафий Романовсем, Клавдипе Николай Петровсем тивěçрěç. Спонсор парнисем ялти чи ватă Вера Николаевапа Мария Лазарева, анчахрах кил-çурт çавăрса çěнě пÿрте пурăнма кěне Марийăпа Николай Ильинсем валли те пулчěç. Кăçал вăтам шкултан вěренсе тухакан виçě яш алла çыхмалли сехетлě пулни те аслă ăру çамрăксем çине тимлěх уйарнине кăтартрě.

Уявра «Чемеево» ял хуçалах производство кооперативěн ертÿçи Н.Петров та пулчě, хуçалăхăн экономика тÿпине Елшиксем мěнле вырăн йышăнни пирки каларě. Н.Севастьянова врач,Р.Иштонова, Н.Семенов ěçченсем те ял пурнăçěн аталанăвě пěрлехи вăйран тăни пирки каларěç, ытларах тăрăшакансене ятран асăнсах саламларěç.

Çапла, пур-ха Елшикре ял-йыш умěнче хисплě те паллă çынсем. Ака, Елшикрен пурнăç çулě çине тухнă С.Борисов полковник Çар академийěнчен вěренсе тухнă хыççăн нумай вăхăт Çар училищинче курсантсене Çар ěçне вěрентнě. А.Максимов полковник службăна Атăлпа Урал тăрăхěнчи округěн финанс пайěн ертÿçин çумě пулса вěçленěскер, халě тивеçлě канура, В.Леонтьев подполковник хальхи вахатра Шупашкарти Çар чаçěн штаб пуçлăхěнче вăй хурать, милиции полковникě Н.Тимофеев халě тивěçлě канура. Пур-ха, пур кунта çуралса ÿснě тата халě çěршывăн тěрлě кěтесěсенче ăста вăй хуракан врачсем, инженерсем, учительсем. Чи маттурисем, паллах, çěр ěçченěсем. Вěсен вайěпе-çке çěршер гектар тырă-пулă ÿсет, пиншер пуç выльăх-чěрлěх ерчет.

Ял уявне Елшикри ял клубě çумěнчи художество пултаруллăх коллективěпе Муркашри «Расна» фольклор ушканě савăк ташă-юрăпа илем кÿчěç, уява пынисене чылай вăхăт савăнтарчěç.

Ял çыннисем кěрекере те савăнчěç.Пěрлехи вăйпа пěçернě какай шÿрпипе ăшă кукаль-икерчě уява пынă кашни çыншăнах  паха пулчě.

Хěвел анса каç сěмě çěр çине ÿкичченех клуб çумěнчи çерем çинчен ял халăхě саланмарě: ташларě, юрларě, тулли кăмăлпа шÿтлерě.

Ял çыннисем спонсорсен пулăшăвěпе уяв программине çитес çул та татах та анлăлатма, ял илемěпе тирпейлěхшěн тăрăшакансене парнесем парса хавхалантарма йышанчěç.

                                                        

                                                                                                            

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика