Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕннине алла илмесĕр аталану ик телейлĕ

30 мая 2007 г.

  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ  В. Путин палăртнă«Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проекчĕ  юлашки пĕр-икĕ çулта ял  хуçалăх предприятийĕсене, ялта  пурăнакансене çĕнĕ аталану вăйĕ пачĕ, хăйсем ку таранччен  пурнăçланă  ĕçсем  çине вĕсене çĕнĕлле пăхма хистерчĕ,кашнин умнех çĕнĕ тĕллевсем  лартса, çакна  валли çĕнĕ  ĕç мелĕсем алла илме, производствăна çĕнĕ технологисем  кĕртме хавхалантарчĕ. Мĕн тетĕр эсир? Пăр тапранчĕ, продуктивлĕх ÿсрĕ . Анчах кун йеркинче темĕнле проект-программа пулсан та, конкретлă ĕçлекен ăсталăхĕ  малти вырăнта тăрать.Вăл çапла пулнă, пур,пулĕ те. Çакна  асра тытса  тата обществăллă выльăх-чĕрлĕх  патĕнче  чунне парса ĕçлекенсен  маттур тамлăхне аталану çулĕ çинче пурнăçпа тан  илсе  пырас тĕллевпе район администрацийĕ  çулленрех пĕрлешуллĕ хуçалăхсене машинăпа  ĕне сăвакан операторсемпе  ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентерессишĕн яваплă  пулса тăракан техник-осеменаторсен конкурсне ирттерет. Кăçал та çак ырă пуçару кун йĕркинчен тухса ÿкмерĕ.

Ăмăртăва район администрацийĕн  пуçлăхĕн  пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи А.Н.Иванов уçрĕ.

- Ырă йăлана кĕнĕ çак  лайăх конкурса кун йĕркинчен кăларманни эпир пурсăмăр та малалла пăхнине çирĕплетет. Пирĕн вара умри тĕллевсем пысăк.Вĕсене пурнăçлама çĕннине алла илмелле.Паянхи конкурсра хутшăнса пирĕн хамăран çав çĕнĕлĕхсене алла илме хатĕр пулнине кăтартмалла- терĕ конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунса Альберт Николаевич пĕлтĕрхи çĕнтерусĕсене Чăваш ялавне çĕклеме чĕнсе.

Хыççăн районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕпе паллаштарса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов сăмах каларĕ .Вăл паян фермăра ĕçлекенсене район экономикишĕн питĕ сăвапла ĕç тунине, çак тытăмра «Оринино» тĕреклĕхĕпе палăрса тăнине тĕслехсемпе уçса çирĕплетсе пачĕ.

Район пуçлăхĕ сĕннине алла илмесĕр малашлăх аталану ик телейлĕ пулнине палăртрĕ.Çĕннине алла илесси конкурсра  курăнать  та ĕнтĕ.

Арçын доярсем хушшинче «Чемеево» хуçалăхри Александр Михайлович Ефремов уйрăм парнене тивĕçрĕ.

«Ěне  сунă  çĕрте  арçынсем те маххă памастпăр»- , тет  «Чемеево» хуçалăхри Александр Михайлович Ефремов.

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика