21 апреля 2007 г.
Çурхи –кĕрхи тапхăр хамăр тавралăх илемĕшĕн кĕрешсе йывăç лартмалли вăхăт пулнине пире атте-анне тата шкулти учительсем ачаранах вĕрентеççĕ те çак ĕçе хăнăхтараççĕ. Сулсем иртнĕ май аслисен вĕрентĕвне алла илсе эпир те хамăр ума пурнăç виçĕ тĕллев лартнине пурнăçлама тăрăшатпăр : пÿрт лартса ача ÿстернипе пĕрлех йывăç лартатпăр .Йывăç лартса курнă кашни çынах вара вăл епле чĕрĕлсе вăй илсе пынине сăнанине астăвать-тăр , хăй лартнă йывăçа çулсем иртсен те юратса пăхать-тăр .Çак çул çинче пĕр утăм тунă çын тăван тавралăха вараласси пирки шутламастех , ыттисене те çак çултан пăрăнтарать . Ку ĕçе чунĕпе парăннă çын ĕçне хаклама пĕлекенсем пĕр-ик çул иртсенех тăван тавралăх илемленнине хăйсен куçĕпе курайраççĕ , çĕр ишĕлекен , çум курăк ашкăрса усекен вырăн илемленнишĕн çакна çул паракана ăшшăн тав тăвайраççĕ. Анчах çакă вăл вăхăт иртсен …Паян вара … Паян та пирĕн хушăмăрта тăван тавралăхăмăр илемĕшĕн чунне парса ĕçлекенсем çук мар . Акă йывăç лартмалли тепĕр тапхăр та ума çитрĕ .Туллин усă куратпăр-и –ха эпир унпа ? Çак ыйту çине тулли хурав шыраса иртнĕ юн кун , апрелĕн 18-мĕшĕнче , район администрациĕн çут çанталăк сыхлавĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕпе Г.Симаковпа хамăр районăн Мăн Сĕнтĕр зонинче пултăмăр .
- Çĕр кирлĕ мар , ун çинче ĕçлесе пуяймастăн , теççĕ . Пĕтĕм чунăмпа хирĕçлетĕп çакна. Çĕр вăл хăй пуянлăх ,унăн хакĕ ылтăнран пысăк : вăл çынна тăрантарать те , тумлантарать те , инкек –синкекрен те хÿтĕлет. Ăна валли унпа ĕçлеме пĕлмелле .Çакна пирĕн çамрăксене ăнлантармалла , вĕрентмелле , - чăн çĕр çыннин сăмахĕсемпе хăпартланса ура çине çĕкленчĕ улмуççи сыпма çĕр çине выртнă асатте .
Константин Лукич совет саманинче çуралса ÿснĕ çын .Ашшĕ- амăшĕ пысăк пуçлăх мар , колхозниксем пулнă пулсан та , хăйсен ĕçĕнче тепĕр пуçлăхран та ирттернĕ : çĕр ĕçне юратнă , вăл тăрантаракан пулнине пĕлнĕ , ачисене те çавна хăнăхтарнă , йăх-несĕл пурнăçĕпе паллаштарнă .
- Хам çинчен каличчен йăх-несĕл тымарĕпе паллаштарам-ха .Унта – çке пирĕн йывăç лартма юратман çын пулман . Çак юрату пирĕн юнра ĕнтĕ , нимĕн те тăвайрас çук .Атте ашшĕнчен 8 çулта юлнă та 12 çулта суха пуç тытнă .Тырă акса ÿстернипе пĕрлех йывăçсем лартассипе хăйĕн ватă аслашшĕн –пĕчĕк Петĕрĕн –ĕçне малалла тăснă .Унăн çĕрĕ çинче ÿснĕ вăрмана паян ял çыннисем Пĕчĕк Петĕрĕн вăрманĕ тесе хисеплеççĕ , пушă вăхăтра çырлана-кăмпана çÿреççĕ .Çакă мана та йывăç лартма хавхалантарчĕ ,-каласа парать йывăç лартас юрату ăçтан пуçланни пирки ыйтсан Кĕçтенкке мучи амăшĕ енчен те кукашшĕ йывăç лартма сатурскер пулнине тата вăл хăйне йывăçа юратма вĕрентнине , ачалла çуралнă юратупа иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсем варринче Горбачевпа пĕрле çĕршыва çĕн йĕркелу варкăшĕ килсе кĕрсен хăйĕн ячĕпе сад тума шухăш çуралнине палăртса .
Çĕнни вăл пурнăçа çăмăллăн кĕмест çав. Нискасси тăрăхне те çĕн йĕркелÿ тапхăрĕ тăруках килсе тымар яраймасть.90-мĕш çулсем пуçламăшĕнче ял çыннисен хушма хуçалăхĕсене аталантарма 60-шар сотка çĕр пама пуçласан та ку çĕнĕлĕх тикĕссĕн пурнăçа кĕнĕ тесе калама çук. Çак çĕнĕлĕхе малтан алла илме тăнисен уншăн пĕр уйăх çеç мар кабинетсем тăрăх чупма тивнĕ .Вĕçне çитсен те çĕрсем килтен катара , вăрмансем çывăхне вырнаçнă , каярах сăрт çамкисенче « вырăн уçăлнă ».Çак юлашки «çĕнĕлĕх »Кĕçтенкке мучире хăйĕн тĕллевне пурнăçланмалла мар пулăм текен шухăша сирсе ярать .Сăртăн аял енче вăрман чĕртĕп , çÿлерех сад тăвăп , вар хушшинче пĕве туса пулă ĕрчетĕп тесе Константин Лукич 1998 çулта хăй пăхса хунă çĕре виçтерет, тепĕр çулхине пĕрремĕш йывăçсем лартать .Ун чухне вырăн тупнă хырсемпе чăрăшсем , юман та каврăç , вĕрене паян çынран çÿлле ÿссе кайнă ĕнтĕ . Çут çанталăк тусĕн паян кунта 2,56 гектар çĕр. Çамрăк вăрмантан çÿл еннерех никĕсленнĕ сад кунта тепĕр 5-6 çултан ял ачисем валли пĕрремĕш пан улмисем , грушăсем , сливăсемпе чиесем парасси пирки иккĕленÿ çук. Выльăхсене кĕртсе ярса хуçса тăкас марччĕ çеç.
Хайĕн малтанхи тĕллевне пурнăçласа 2002 çулхине Константин Лукич хăйĕн вăйĕпе Потап варĕнче икĕ пĕве пĕвелет, Куславкка районĕнчи Карамышевăра пулă ĕрчетекен хуçалăхран хăйĕн укçипе 3-4 тĕрлĕ пула туянса килсе пĕвесене ярать .Анчах яматтине хапсанма юратакансем –и е çынна кĕвĕçекенсем –ши , пĕррехинче ( мĕнле совеç çитерсе-ши ) пĕр плотинине наркамăш яраççĕ , тепринчен пулă сĕрекепе сĕрсе кăлараççĕ –калама чĕлхе çавранмасть .Çапах та Кĕçтенкке мучи аллине усмасть , çынсем хăйсен шухăшне улăштарасса ĕненет .Çак шухăш-ĕмĕтпех вăл кăçал кунта татах ăратла пулă килсе яма ĕмĕтленет. Кÿлĕ тăвасси пирки 9 сул шутланă хыççăн ĕмĕте пурнăçа кĕртни ăна алă усма памасть : ара , çулсем иртнĕ май пирĕн хамăр çинчен çеç мар, ачамăрсем пирки те шутламалла , хамăр хыççăн вĕсем валли мĕн хăваратпăр ? Паян вара кÿлĕсем хыçĕнче К.Водянов хăй шутласа тунă пăрăхпа тухакан шыв пысăк çăл куç пек тапса тăрать .Ку та хăйне евĕр илем . Çак тăрăхри пĕтĕмĕшле илеме йĕркелеме тата ăна пулас ăрусем валли сыхласа хăварма Кĕçтенкке мучи паян хăйне панă 2,56 гектар çĕре 49 çуллăха арендăна илессипе ĕçлет.
Константин Лукича хут вĕренмен çын теейместĕн .Нискассинчи шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ Кĕçтук Сĕнтĕрварринчи вăрман техникумне вĕренме кайма шухăш тытать , анчах экзамен тытайманнипе Нискасси каччи яла таврăнать , çĕр ĕçне кÿлĕнет. « Атте мана питĕ вĕрентесшĕнччĕ , анчах ку çул мана валли пулаймарĕ пулас .Ара , çĕр çинче ĕçлеме çурална çын вăл пĕлĕтре вĕçеймест вĕт » ,-ăшшăн кулса калаçать паян иртни пирки пĕртте кулянмасăр , ыррине çеç шанса йывăç лартакан Константин Лукич Водянов ĕç ĕмĕрĕнче пĕр çул мар çур аки , вырма ирттерни çинчен каласа пана май. Çак калаçу вăхатĕнче çĕр ĕçне чунĕпе параннă хресченĕн куçĕсем юнашарти хиртен каймарĕç. Ара, кунпа мар, сехетпе çур аки çывхарать –çке .
Кĕçтенкке мучи çарта пулнă , 1953 çулта çемье çавăрнă , мăшăрĕпе тăватă ача çуратса ÿстернĕ , ĕç ĕмĕрĕнче тракторпа тата « хир карапĕпе » чылай эталон –гектар ĕç пурнăçланă . Çĕр çинче çакнашкал çынсем пурришĕн епле чун саванмĕ-ха. Ырă вăрлăх çимĕçĕ те ырă пуласси пирки вара никамăн та иккĕленÿ çук .Кунта К.Водяновăн « Çĕр çине юратса пăхмалла.Вăл пурришĕн савăнмалла , ăна хисеплемелле » тенĕ каларăшне мала кăларас килет манăн .Çапла пултăрчче те.
Паллашрăмăр .Манăн çĕнĕ пĕлĕш Нискассинче 1934 çулта çуралса ÿсне Константин Лукич Водянов пулчĕ. Ман умра 73 çулхи асатте тăрать тесе калама ниепле те сăмах çаврăнмасть .Хăйĕн пурнăçне çут çанталăка юратса ирттернĕренех-тăр вăр-варлăхĕпе тепĕр ачаран та сатуртарах Константин Лукича çавăн чухлĕ çул пама çуках. Çулсем иртнине пăхмасарах , умри йывăрлăхсене çĕнтерсех вăл пурнăç улшăнăвĕпе тан пыма тăрăшни сисĕнет. Пĕрле пулса йĕркипе йĕрлер-и-ха Константин Лукичăн пурнăçне , унăн шкулне ? Нискасси тăрăхĕнчи 99 сăртран ( сăртлă вырăна ялта çапла калаççĕ ) пĕрне хăй харпăрлăхне илсе ун çинче вăрман , сад никĕслесе юнашар Потап варĕнче хăй аллипе икĕ пĕчĕк кулĕ туса пулă ĕрчетме пуçласа ку ене çĕнĕ сăн кĕртнĕ çын пирки камăн тĕплĕнрех пĕлес килмĕ-ха ? Кашни ялта кун пеккисем пилĕк çын пулсан , çырма –çатраллă Муркаш ен тахçанах кÿлĕсен ытамĕнче выртмаллаччĕ , шыв эрозийĕ вара асра çеç юлмаллаччĕ .Анчах … Çĕр ишĕлĕвĕнчен паян пирĕн тăрăхри пĕр ял та пĕтĕмпех хÿтĕленеймен-ха. Апла пулсан йывăçсем лартасси , çырма-çатрара пĕве –плотинăсем тăвасси паян кашнин кун йĕркинчех тăрать .Вăхăт çухатас марччĕ çеç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"