29 ноября 2006 г.
«Пирĕн класс ертÿçи чи пултарулли». Çапла каларĕ Нискасси шкулĕнчи кашни вĕренекенех çав каç. Нумаях пулмасть кунта шкулти класс ертÿçисен конкурсĕ иртрĕ. Хăйсен класс ертÿçĕсен пултарулăхне курса хаклама тата хавхалантарма кунта шкул ачисем, ветеран-педагогсем те чылай пухăнчĕç .
Малтанах концерт программи пулчĕ. Конкурсра вĕренекенсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, сăвăсем вуларĕç. Çаксене вĕсем пĕтĕмпех педагогсене халалланă. Хыççăн вара педагогсем конкурссенче вăй виçрĕс. Пурте вĕсем интереслĕ те хаваслă иртрĕç.
Шкул директорĕ А.А. Калинкина пурне те саламларĕ. Хыççăн пĕтĕм педагогсен коллективě юрă юрласа пачĕ. Вăл пурин кăмăлне те кайрĕ. 11-мĕш класра вĕренекенсем класс ертÿçин гимне юрларĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"