18 февраля 2015 г.
Мĕнле кǎна амǎшĕ çук - ши çак тĕнчере? Пĕрисемшĕн тǎван тĕпренчĕкĕсем те ытлашши. Теприсем ют пепкене хǎйсен çунатти айне илсе юрату, ǎшǎлǎх парнелеме , ǎна телейлĕ тǎвассишĕн темĕн те тума хатĕр.
Канаш районĕнчи Уçырмара пурǎнакан 16 çулти Саша çак тĕнчене сусǎр пулса килнĕ. Ашшĕ Виталий Михайлович каласа кǎтартнǎ тǎрǎх , ача чирлĕ çураласси пирки хырǎмра чухне сǎмах та пулман. Анализсем те, УЗИ те пепке 9 уйǎх тǎршшĕпех йĕркеллех аталаннине кǎтартнǎ. Ача çуралма вǎхǎт çитсен çамрǎк тухтǎр пулас амǎшне укол тунǎ, кайран пепкене пуçĕнчен туртса кǎларнǎ – мĕн. Çулталǎк хушшинче пĕчĕкскерĕн темиçе операйци витĕр тухма тивнĕ. 2 çулччен вǎл выртнǎ çеç, вǎйсǎрскер çурǎм çинчен хырǎм çине те çаврǎнайман. Йывǎр чире çĕнтерме пĕртте çǎмǎл мар, анчах та çывǎх çыннисем ырринех шаннǎ. Ача çитĕннĕ май аталанма тытǎнни ашшĕ – амǎшĕн пысǎк савǎнǎç пулнǎ.Упаленсе çÿрет паян каччǎ, сывǎ мар ал – ури вǎйсǎртарах пулин те вырǎн е тенкел çине хǎй тĕллĕнех хǎпарать, сылтǎм аллипе хитре çырать, хǎй тĕллĕн çиме тǎрǎшать. Ăс – тǎн енчен вара урамра чупакан ытти сывǎ ачаран нимĕнпе те уйрǎлса тǎмасть.
Пĕчĕк ачашǎн амǎшĕнчен хакли тата кам пур –ши? Вǎл ялан çумра пулнине , ачаш сǎмахсемпе йǎпатнине , юратса пуçран шǎлнине нимĕн те çитмест. Сусǎр пепкешĕн пушшех пĕлтерĕшлĕ çакǎ. Анчах та ДЦПпа нушаланакан Саша 8 çула çитсен амǎшĕ килтен пǎрахса кайнǎ. Канаша ĕçе вырнаçнǎ çǎмǎлттай хĕрарǎм ачи , упǎшки пирки мансах çухалса çÿреме тытǎннǎ. Виталий Михайлович арǎмне урǎх арçынсемпе çапкпланса çÿренишĕн каçарайман. Сашǎна пǎхма пĕччен йывǎр пулсан та , арǎмне вǎл текех киле кĕртмен.
Виталий Михайлович мǎшǎрĕнчен уйрǎлсан Маринǎна тĕл пулнǎ. Сакǎр çул ĕнтĕ вĕсем пĕр – пĕрне çур сǎмахран ǎнланса , килĕштерсе пурǎнаççĕ.
-Ачашǎн вǎл тǎван амǎшĕ вырǎнĕнчех,тарǎхнипе сасǎ хǎпартнине халиччен илтмен , - каласа кǎтартать Сашǎн ашшĕ. Арçын ача та хĕрарǎма юратса «анне», - тесе чĕнет.
Пĕр шухǎшлǎ, çирĕп çемье пирки ĕмĕтленекен икĕ чун пĕрлешсе хитре çурт – йĕр çавǎрнǎ. Пÿрте кĕрсе тĕпелелле иртсен Серафимовсем хитре пурǎнма юратни кил хуçи ылтǎн алǎллǎ пулни сисĕнчĕ.
Дистанции мелĕпе.
Эпир çитнĕ чухне мĕнпур кĕнекине сĕтел çине купаласа хунǎ Саша урок пуçланасса кĕтсе ларатчĕ. 4 – мĕш класа çитиччен кĕçĕн классен учителĕ Елена Митрофановна киле пырса çÿренĕ. Алли сусǎр пулсан та шǎрçа пекех çырнǎ арçын ача ун чухне. Сашǎн типтерлĕ тетрачĕсене тĕслĕх вырǎнне шкул ачисене те пĕрре маар йкайса кǎтартнǎ учитель. 5 класран пуçласа Саша Шупашкарти психологипе педагогика тата социаллǎ пулǎшу вĕренÿ учрежденийĕнче дистанции мелĕпе вĕренме тытǎннǎ. Компьютер умне кашни кун хаваспах вырнаçать вǎл. Дневникне те уçса кǎтартрĕ. Киле панǎ ĕçсене тĕплĕн, тирпейлĕ çырса пынинченех вǎл чǎннипех те тарǎн пĕлÿ илме тǎрǎшни палǎрать.Сашǎн юратнǎ предмечĕ – тǎван чĕлхе. К.В.Ивановǎн « Нарспине», А.С. Пушкинǎн «Евгений Онегин» романне юратса вуланǎ вǎл. А.П.Чехов произведенийĕсем те кǎсǎклǎ унǎн.
Дипломсемпе хисеп хучĕсем пĕр папкǎна та вырнаçмаççĕ. Саша Серафимов – вун – вун конкурс çĕнтерÿçи. Олимпиадǎсенче те кашни çулах хастар хутшǎннишĕн тав хучĕсемпе нумай чысланǎ. Çемьене те пĕрре мар хисеп хучĕпе хавхалантарнǎ.
Пĕрре те кичем мар.
Пушǎ вǎхǎтра Саша шашка – шахмат , домино вылять. Ытти çамрǎкпа социаллǎ сетьре хутшǎнать.
Шкул ачисем те хǎнана килсе çÿреççĕ ун патне. Калаçма юратаканскер пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. Пĕрле хитрее юрǎсем юрланǎ, пылак çимĕçпе чей ĕçнĕ хыççǎн Сашǎн та кǎмǎлĕ çĕкленеть.
Çулталǎкра пĕрре
Аякра пурǎнакан амǎшĕ çулталǎкра пĕрре Саша патне парнепе килсе каятех. Иккĕшĕ хушǎран телефонпа та калаçаççĕ. Ăна аса илсен çамрǎкǎн сǎнĕ те çуталчĕ. Мĕн тǎвǎн, кирек мĕнле пулсан та тǎван амǎшĕ – çке. Ăшǎ та ырǎ чунлǎ каччǎ амǎшне ытлашши сивлемест. Килтен тухсах çÿременнипе пурнǎçра усаллине курман Саша. Çемьере те лǎпкǎлǎх хуçаланать. Ашшĕ ялан çумра пулнǎран чи çывǎх çынни тĕрĕс мар çул –йĕр суйланса илнине вǎл ун чухне лайǎх ǎнланайман та. Çуралнǎ кунне кĕтет Саша.Ун чухне амǎшĕ те çитĕ, парнепе савǎнтарса хǎварĕ.Килте мар, кашнинчех çырма айккинчи йывǎçсем айĕнче тĕл пулаçççĕ вĕсем. Тахçан кил – çурта пǎрахса тухса кайнǎскерне картишне ура ярса пусма та намǎс.Виталий Михайлович малтанхи арǎмне паянхи кун та каçарманнине лайǎх пĕлет.
Сашǎн тǎван амǎшне Ольǎна кураймарǎмǎр палах. Пĕртен – пĕр ывǎлне хĕрхенет – ши хǎть хĕрарǎм? Е çулталǎкра пĕрре ячĕшĕн çитсе килнипех чунне лǎплантарать – ши?
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"