28 ноября 2013 г.
Ыранхи куна шанчăклăн пăхакан пĕр ĕçпе кăна çырлахса ларманни, вăл тăтăшах шыравра пулни, хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене çул парсах пыни пуриншĕн те паллă. Тĕрлĕ енлĕ ĕçлесен çеç йĕпе-сапара та, шăрăхра та çухатусем курăмлах пулмаççĕ. Çакна çĕр ĕçне чунĕпе парăннă хресчен аван пĕлет. Çавăнпа та вăл пусă çаврăнăшне тырă-пулăсăр пуçне çĕр улми, выльăх-кăшманĕ, пахча çимĕç, курăк туса илессине кĕртет. Çак ĕçсемпе пĕрлех вăл нумай культурăсене искусствăлла майпа шăварса тăрса тухăçа ÿстерессине те алла илет. Çак хаклав юлашки çулсенче çĕнĕ технологисемпе туслăн аталанса пыракан «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество пирки. Асăннă организаци тăрăшнипех юлашки çулсенче Юнкă ял тăрăхĕнче хуçасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем пусă çаврăнăшне кĕчĕç, хресчене тупăш пама пуçларĕç.
- Пĕр енлĕ ĕç иккĕленÿлĕх çуратать. Çавăнпа та хресченĕн ĕлĕкхи йăлана пăхăнса, çĕнĕ технологисемпе вăй хурса тĕрлĕ культурăсем туса илесси çине тимлĕх уйăрмалла. Çакна юлашки çулсенчи шăрăх çу кунĕсем те, кăçалхи пек йĕпе-сапаллă кĕркунне те çирĕплетсе параççĕ. Тĕрлĕ культурăпа ĕçлесси тата çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнасси - хресченшĕн тĕп аталану çулĕ, - терĕ уй-хир ĕçченĕсем купăста тасатнă хранилищĕне пырса пăхма чĕнсе «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи В. Кондратьев.
Сăмах май. «ВаСем» общество кăçал тырă-пулă туса илнипе пĕрлех 80 гектар çинче çĕр улми ÿстерчĕ. Пахча çимĕçе те иккĕмĕш вырăна хăвармарĕç кунта: пурĕ 12 гектар йышăнчĕç вĕсем. Çак кăтартусем общество ертÿçин сăмахне çирĕплетни кăна. Халĕ калани тата ытти хуçалăхсенче те ĕçсене çакăн евĕр йĕркелеме тăрăшни Муркашсем пахча çимĕç еннелле ытларах çаврăннине çирĕплетет.
«ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи В. Кондратьев пахча çимĕçпе ĕçлени тупăш панине те пытармасть. «Пахча çимĕçе акни-лартнипе кăна тухăç пулмасть. Çакна шута илсе эпир хамăр патăмăрта юлашки çулсенче пахча çимĕçе тумлам меслечĕпе шăварас технологие ĕçе кĕртрĕмĕр, маркетинг службине ĕçлеттерме пуçларăмăр. Тăкакне кура - тупăшĕ. Тăрăшни харама кайманни малашлăх плансене уçăмлатать», - терĕ Валерий Семенович пахча çимĕç туса илессипе ĕçсем епле пынипе паллаштарма ыйтсан.
Кĕр кунĕсем çитнĕ май Юнкăсем купăстана килĕшÿллĕ хакпа сутма та пуçланă. Пахча çимĕç туянакансем - Мускав таранах.
А. БЕЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"