18 ноября 2013 г.
Полицин участокри аслă уполномоченнăйĕ, Григорий Терентьев полици капитанĕ, сакăр сехете ĕçе çитрĕ. Полици пуçлăхĕ кашни кунах сотрудниксемпе инструктаж ирттерет. Ку хутĕнче те участковăй инструктажра пулчĕ, кайран районти иртнĕ талăкри оперативлă лару-тăрупа паллашрĕ. Çакăн хыççăн вăл шурă «Нивăпа» хăйĕн территорине вĕçтерчĕ. Паян валли палăртса хунă ĕçсене пурне те пурнăçлама ĕлкĕрмелле унăн.
РФ Шалти ĕçсен министерствин пирĕн районти пайĕнче участковăйсем валли ятарлă машинăсем уйăрнă. Çавăнпа та вырăна хăвăрт çитме пулать...
- Ачасен кĕркуннехи каникулĕ иртсе кайрĕ, вĕсем ку эрнере шкула çÿреме пуçларĕç. Манăн вĕсемпе тĕл пулса калаçмалли темăсем вара яланах пур, - тесе участковăй Нискассинчи вăтам шкула кĕчĕ.
Ку хутĕнче Григорий Геннадьевич 4-6 класра вĕренекенсемпе асăрхаттару калаçăвĕ ирттерчĕ. Çак шкулти пĕр вĕренекен шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăрать - унпа уйрăм калаçу: кăшт çирĕпрех, анчах та ачан прависене чикĕлемесĕр, унăн кăмăл-туйăмĕсене амантмасăр.
Çул çитменнисемпе çыхăннă тепĕр ыйту - лавккасенче вĕсене пирус е сăра сутма пултарни, çавăнпах участковăй кунти самообслуживани мелĕпе ĕçлекен лавккана та «сиктерсе хăвармарĕ».
Кĕçех çынсене йышăнмалли вăхăт та çитрĕ. Пĕри ялта хуçасăр йытăсем чупса çÿренĕшĕн пăшăрханать, мĕн тумаллине ыйтать, тепри - çынсем эрех ăшне путнăран йĕркелĕх кирлĕ шайра маррипе кăмăлсăр, эрех ĕçсе ашкăнакансем валли саккунпа мĕнле яваплăх палăртнипе интересленет, виççĕмĕшĕпе çĕрлехи вăхăтра çул çитменнисен обществăлла вырăнта аслисемсĕр пулмалла марри пирки сăмах пулчĕ.
Ярославка ял тăрăхĕнчен участковăй Юнкă енне çул тытрĕ. Ку ял тăрăхĕнче паян учетра тăракан çынсемпе тĕл пулса асăрхаттару калаçăвĕсем ирттерме палăртнă вăл.
Акă пĕри çемьере тăтăшах харкашма «кăмăллать-мĕн». Çакăн пек лару-тăру темĕнле инкек патне те илсе çитерме пултарассине, çакăншăн саккунпа мĕнле явап çирĕплетнине тепĕр хут аса илтерчĕ Григорий Геннадьевич. Тепĕр арçынна вара ку таранччен пĕрре мар судпа айăпланă, халĕ ăна административлă надзор йĕркипе тĕрĕс-леççĕ. Унпа сăмах преступленисене асăрхаттарасси пирки пулчĕ.
Сехет йĕпписем кăнтăрла иртни тăватă сехет çывхарнине кăтартаççĕ. Участковăйăн вара шалти ĕçсен пайне çитсе маларах илнĕ хыпарсемпе, заявленисемпе ĕçлемелле, саккунлă йышăнусем тумалла. «Хучĕ» вара сахал мар. Хыççăн тата машинăна та ырана валли хатĕрлесе лартмалла. Апла ĕç кунĕ 17 сехетрех вĕçленмĕ...
Н. Николаева.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"