Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текенсем малаллах пăхаççĕ

30 октября 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун, октябрĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн районти Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕнче пулчĕ. Кăçал иккĕмĕш хут. Пĕрремĕш хут кунта вăл реконструкципе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн асăннă культура центрне хута янипе çыхăннă церемоние хутшăннăччĕ. Ку хутĕнче те республика Пуçлăхĕн визичĕ ыт ахальтен мар – районти «Сеспель» предприяти 25 çул тултарнине шăпах Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕнче уявларĕç. Кунти мал туртăмлă ĕçченсене Михаил Васильевич та предприяти юбилейĕ ячĕпе саламласа хастар ĕçшĕн тав сăмахĕ калама кăмăл турĕ. Республикăшăн та, районшăн та асăннă предприяти пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн салам сăмахĕнче çавна палăртрĕ. «Сеспель» – умри йывăрлăхсене пăхмасăр тăнăç аталанакан, инновацисемпе анлă усă куракан, тĕнче шайне тухнă предприяти. Кунта туса кăларакан тĕнче стандартне тивĕçтерекен продукцие чикĕ леш енче те хаваспах туянаççĕ.

Пĕтĕм ăнăçу – коллективра, кунти производство хутшăнăвĕсене пĕлсе йĕркелесе пынинче. Кунта кашниех хăйĕн ĕçне пĕлет. Ĕçне кура ĕç укçи шайĕ те пĕлтерĕшлĕ. Вăл вара республикăри экономика отраслĕнчи вăтам виçерен 1,8 хут пысăкрах. Çулталăкне пĕр рабочи пуçне 3,3 млн. тенкĕлĕх, пĕтĕмĕшле 1 млрд. ытла тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ.

Михаил Васильевич «Сеспель» предприяти ĕçченĕсене вĕсен çăмăл мар, çав вăхăтрах ответлă ĕçĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ, тĕнче рынокĕнче малашне татах çирĕпрех позицисем çĕнсе илме сĕнчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе «Сеспель» предприяти Чăваш Республикин Хисеп грамотине, предприятин тĕп конструкторĕ Владимир Елисеев тата пурлăхпа техника снабженийĕн пай пуçлăхĕ Николай Индубаев республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнисем хушшинче «Сеспель» предприяти директорĕ Владимир Бакшаев, тимĕр сăрлакан Людмила Апроськина, производство маçтăрĕ Иван Архипов, Виталий Васильев электрогазосварщик, механосборка ĕçĕсен слесарĕ Сергей Шишкин, механика участокĕн маçтăрĕ Владимир Шолков.

Предприятин 25 çулхи çул-йĕрне унăн директорĕ Владимир Бакшаев сăнласа пачĕ. 1988 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕ – предприятин çуралнă кунĕ. Ун чухне вăл ВЛКСМ Чăваш обкомĕ çумĕнчи хуçалăх предприятийĕ шутланнă. Комсомол обкомĕн секретарĕн çумĕ пулса тăрăшакан Владимир Александрович предприяти умĕнче тăракан задача çăмăл пулманнине аван ăнланнă. Кунта пуçласа компьютерсем туса кăларассине йĕркелесе ямалла пулнă. Задачăна пурнăçлама пултарнă – 1989 çулта предприятире 1000 ытла компьютер туса кăларнă.

Утса тухнă çул тумхахсăр та тикĕс пулнă темелле мар. 1990-мĕш çулсенчи йывăр вăхăт «Сеспелĕн» пурăнаслăхне те çирĕппĕнех тĕрĕсленĕ. Çапла вара кунта 1998 çулта пĕрчĕллĕ тата шĕвĕ тиев турттармалли çурма прицепсем туса кăларассине йĕркелеме шутланă. Çĕнĕ ĕç, çĕнĕ производство, çĕнĕ кадрсем... Утăм хыççăн утăм – предприяти аталансах пынă. Çĕнĕ производство мелĕсене алла илнĕ, кадрсем хатĕрленĕ, ыттисен опычĕпе паллашнă. 1998 çулта çăнăх турттармалли çурма прицепсем, 1998 – 1999 çулсенче пĕрчĕллĕ тиев турттармалли малтанхи çурма прицепсем туса кăларма пуçланă, 2004 çулта Раççейре пĕрремĕш хут çурма прицепсем çине WABCO фирмăн электрон EBS тормоз системине вырнаçтарнă. 2009 çулта бензин тата битум турттармалли çурма прицепсем хатĕрлеме пуçланă.

Паян кунта 152 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Çурма прицепсемсĕр пуçне контейнер прицепсем кăна мар, танк контейнерсем те ăсталаççĕ. Инновациллĕ çĕнĕ технологи мелĕсемпе анлă усă кураççĕ, тĕнче стандартне тивĕçтерекен пахалăх нормисене çирĕп тытса пыраççĕ. Кăçал кăна çĕнĕ цех-корпус хута янă, тимĕре лазерпа касассине тата лазерпа сварка тăвассине, цистернăсене сăрланă çĕрте роботсемпе усă курассине пурнăçа кĕртнĕ. Акă 2010 çулта предприятире 412 издели туса кăларнă пулсан, иртнĕ çул ку хисеп 865-пе танлашнă.

Кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç-хĕл те курăмлă. Çулталăк пуçланнăранпа çĕр-шывĕпе тата чикĕ леш енче саланакан продукци тĕсĕсене 754 реализациленĕ. Потребительсем патне 1,2 млрд. тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Производство индексĕ 110,5 процентпа танлашнă.

Анчах ку вăл чикĕ мар. Владимир Александрович шантарнă тăрăх «Сеспель» предприяти çулталăкне 2500 ытла издели пĕтĕмпе 4 млрд. тенкĕлĕх туса кăларма хăват çитерет. Малашне танк контейнерсем туса кăларассине 3 пин, цистернăсем туса кăларассине 3,5 пин единицăна çитерме май пур. Çакă татах 210 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

Çапла вара кун йышши продукципе хамăр çĕр-шыври шалти рынока ытлă-çитлĕ тивĕçтерме май пулĕччĕ. Шел пулин те ытти çĕр-шывсенчен усă курнă кивĕ техника кÿрсе килме чăрмав пулманни ура хурать. Çав вăхăтрах Китайра, Бразилире чикĕ леш енчен кун йышши кивĕ техникăна кÿрсе килме пачах чарнă, Индире чикĕ леш енче регистрациленĕ техникăна хăйсем патне илсе килнĕшĕн 200 процент таран пошлина хураççĕ.

«Сеспель» предприяти ĕçченĕсене юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район пуçлăхĕ – депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев та саламласа тав сăмахĕ каларĕç. Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх кунта вăй хуракансенчен 50 проценчĕ – 30 çула çитмен яш-кĕрĕм. Вĕсем ответлăха туйса тивĕçлипе ĕçлеççĕ, тивĕçлĕ ĕç укçи илеççĕ, ыранхи куна шанчăкпа пăхаççĕ.

Муркаш районĕн экономикине тата социаллă пурнăçне аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Ростислав Николаевичпа Игорь Васильевич «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» акционерсен хупă обществине район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕç. Çавăн пекех хăйсен хастар ĕçĕпе район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем хушшинче предприяти директорĕ Владимир Бакшаев, механосборка ĕçĕсен слесарĕсем Сергей Андреевпа Михаил Козицын тата Алексей Матвеевпа Михаил Симень, Андрей Васильевпа Николай Мородин тата Иван Музыков электрогазосварщиксем, газпа тимĕр касакан Сергей Козин, Герард Майков бригадир, ертсе пыракан инженер-технолог Максим Сарандеев, гараж механикĕ Александр Сальников, ЧПУ станокĕсен операторĕ Эдуард Семенов, Татьяна Тябукова маляр.

«Сеспель» историне пуçласа «çыракансем» хушшинче – Валентина Любимовăпа Александр Кузнецов ĕç ветеранĕсем. Вĕсем предприятин малтанхи утăмĕсене аса илчĕç, хальхи коллектива юбилейпа саламласа ăнăçу сунчĕç.

Муркашри вăтам шкулăн «Вдохновение» ташă ушкăнĕ, эстрада юррисен «Расна» халăх ансамблĕ, Мăн Сĕнтĕрти вокалпа инструментсен «Картина» ансамблĕ пухăннисене хавас кăмăл-туйăм парнелерĕç.

«Сеспель» предприяти утса тухнă 25 çул пысăк тапхăр мар. Коллективăн ÿсĕмĕсем вара курăмлă та сулмаклă. Малашне те аталанăвăн çăмăл мар çулĕпе ăнăçлă утма вăй-хал сунар ăна.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика