Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми уçрĕç

18 сентября 2013 г.

Пултаруллă ертÿçĕ, ял хуçалăх производствин анлă тавра курăмлă йĕркелÿçи, «Хисеп палли» орден кавалерĕ, Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă Раççейри ял хуçалăх наукисен академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн «Ударник» федераци патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Платон Павлович Давыдов йывăр чирленĕ хыççăн пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа ĕнер, сентябрĕн 17-мĕшĕнче, пĕр çулталăк çитрĕ.

Çак кун асăннă хуçалăх администрацийĕн çурчĕ çинче асăну хăми уçрĕç. Çавна май хисеплĕ çыннăмăра асра тытса тата ăна сума суса кунта хурлăхлă митинг пулчĕ. Ăна Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин уçрĕ. Платон Павлович Давыдовăн çывăх çыннисем, ĕçтешĕсем, юлташĕсем, ăна хисеплекенсем, район тата республика представителĕсем йышлăн пухăнчĕç.

– Эпир хамăр вĕрентекене нихăçан та манмăпăр, унăн ырă сĕнĕвĕсем пирĕншĕн яланах вырăнлă пулĕç, – терĕ унăн вĕренекенĕ, район пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ, Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Игорь Николаев.

Ял çыннин пурнăçне, нушине питĕ лайăх пĕлекен, ăнланакан ертÿçĕ ял сăн-сăпатне тĕпрен улăштарчĕ. Унăн тивлечĕпе асфальт çулпа çÿретпĕр, «кăвак çулăмпа» тата ытти çăмăллăхпа усă куратпăр.

– Йÿçкасси тăрăхĕн, районăн, Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Платон Павлович Давыдовăн ĕçĕ нихăçан та манăçмĕ, ырă сăнарĕ яланах чĕресенче упранĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.

Пултаруллă ертÿçĕ, юратнă мăшăр, ашшĕ, аслашшĕ пурнăçран уйрăлни уйрăмах унăн çывăх çыннисемшĕн пысăк хуйхă пулнă.

– Пирĕн аттене, унăн ĕçĕсене асра тытнăшăн хамăр çемьерен пысăк тав сăмахĕ калатăп, – терĕ Платон Павловичăн хĕрĕ Людмила

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика