14 сентября 2013 г.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура пирĕн районти уйрăм çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан пулăшу свидетельствисене тивĕçрĕç. Субсиди уйăрасси ятарлă программăпа тата хушма программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать.
Патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламларĕ:
– Туятăр пулĕ, патшалăх пулăшăвĕ вырăнлă тата курăмлă. Çакă çамрăк çемьесене тата ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене хăтлă çурт-йĕрлĕ пулма май парать, апла пулсан патшалăх сирĕнтен те тухăçлă ĕç-хĕл кĕтет, – терĕ Ростислав Николаевич свидетельство илме пухăннисене саламланă май.
Иртнĕ çул çак пулăшупа вун икĕ çемье усă курма пултарнă. Кăçал вара вĕсен йышĕ тепĕр хут ÿсрĕ. Çак ĕçре район администрацийĕн ырă витĕмне те палăртса хăвармалла, çемьесене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси тĕрлĕ бюджетран, вăл шутра район бюджетĕнчен те пулса пырать. Республикăри хăш-пĕр район хушма укçа-тенкĕ уйăрассипе çителĕксĕртерех тимлет пулсан, Муркашсем ку енĕпе – ăнăçлисем. Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕпе хăшĕсем çурт-йĕр лартма палăртаççĕ, теприсем хваттер туянасшăн.
«Ударник» хуçалăхра вăтăр çул ытла вăй хуракан Л. Николаева специалист та асăннă пулăшăва тивĕçрĕ, ку субсидие уйăрасси – урăх программа шайĕнче. Вăл ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем те тимлĕхре пулнишĕн питĕ кăмăллă пулчĕ. Çавна май чи малтан район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева тата ытти ĕçченсене тав турĕ. Паллах, çемьесем пулăшупа усă курма пултарнинче вĕсен тивлечĕ пысăк.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ В. Никитин патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курма сĕнчĕ. Асăннă управлени специалисчĕ О.Тимофеева свидетельство тивĕçнĕ çемьесене малашнехи ĕç-хĕл пирки ăнлантарчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"