14 сентября 2013 г.
Йăлана кĕнĕ пекех тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ, Олимп чемпионки Валентина Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăн республикăри уçă ăмăртăвне тата Наци кросне кăçал та пĕр кун – сентябрĕн 22-мĕшĕнче, вырсарни кун ирттерме палăртнă. Çапла вара çав кун Муркашри стадион чăн-чăн спорт тусĕсене пухать.
В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика кросĕнче мала тухассишĕн 1997 –1998 çулсенче çуралнă яшсем 3 километрлă, хĕрсем 2 километрлă дистанцире ăмăртаççĕ. 1999 – 2000 çулсенче çуралнисен 2 тата 1 километр, 2001 çулта çуралнисен тата кĕçĕнреххисен 1 километр чупмалла пулать. Вăтам шкулсенче 11-мĕш класра вĕренекен 1996 çулта çуралнă яшсемпе хĕрсем маларах пĕрремĕш аслă ушкăнпа (1997 – 1998 çулсенче çуралнисем) ăмăртĕç.
2007 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех арçын ачасемпе хĕр ачасен дистанцийĕ 250 метрпа танлашать. 2004 – 2006 çулсенче çуралнисен вара 300 метра чупмалла пулать.
1996 çулта çуралнă е аслăрах арçынсем 2 километра, çав ÿсĕмри хĕрарăмсем 1 километра чупса ăмăртаççĕ.
55 çул тултарнă е аслăрах хĕрарăмсем тата 60 çул тултарнă е аслăрах арçынсем хăйсен ушкăнĕсенче вăй виçĕç, дистанци – 300 метр.
Ертÿçĕсен хăйсен чупăвĕ те пулать. Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем е вĕсен çумĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем 1 километра чупса ăмăртаççĕ.
Командăсенче кирек миçе çын та пулма пултарать.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен командисем хушшинче çĕнтерÿçĕсене кашни ушкăнпа ăмăртăва хутшăнакансен ÿсĕмне кура уйрăмшар палăртаççĕ. Шкулсен командисем йышăннă вырăна участниксем йышăннă вырăнсен чи пĕчĕк виçипе палăртаççĕ, чи лайăх виçĕ кăтарту зачета каять. Çĕнтерÿçĕ-команда куçса çÿрекен кубока, призлă вырăн йышăннă командăсем Чăваш Ен Спорт министерствин дипломĕсемпе хаклă парнисене тивĕçеççĕ. Ушкăнсенче 1 – 3-мĕш вырăн йышăннисем Чăваш Ен Спорт министерствин дипломĕсемпе медалĕсене, В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн хаклă парнисене илеççĕ. Çĕнтерÿçĕ-команда хатĕрленĕ тренера е преподавателе Чăваш Ен Спорт министерствин дипломне парса хавхалантараççĕ.
Предприятисен, организацисен, учрежденисен тата ял тăрăхĕсен командисем йышăннă вырăна участниксем пухнă вырăнсене хушса палăртаççĕ. Зачета чи лайăх 4 кăтарту каять. Арçынсемпе хĕрарăмсен кăтартăвĕсене уйрăмшар шута илеççĕ. Ветерансен кăтартăвĕсене команда зачетне шутламаççĕ. Мала тухнă командăна диплом, куçса çÿрекен кубок тата хаклă парне параççĕ, призлă вырăн йышăннă участниксем дипломсемпе хаклă пернесене илме тивĕçеççĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене çав кун 8 сехетрен тытăнса 10 сехет çурăччен регистрацилеççĕ. 11 сехетре ăмăртусене савăнăçлă лару-тăрура уçĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"