21 ноября 2012 г.
Малтанах çĕр ыйтăвне хускатмалла пулĕ. Ку енĕпе пирĕн татса паман ыйтусем пур-ха. «Чемеево» хуçалăх пулнă вырăнта çĕрсемпе усă курассин ыйтăвĕ ун пекех çивĕч мар темелле. Кунта Минсефер Фасхутдинов фермер çынсен пайĕсене арендăна илсе усă курать. Çĕмертлĕх Чемейрен Сергей Ушаковпа Юрий Петров та çĕрсемпе усă кураççĕ, пĕри сурăхсем, тепри вăкăрсем ерчетессипе тимлеççĕ. Александр Афанасьев та сысна ферми тытать, çĕрсене пуса çаврăнăшне кĕртессипе тимлет. «Путь Ильича» хуçалăх та çĕр участокесене харпăрлăха илчĕ. Кунта пĕрлех Сергей Григорьев чăх-чĕп ерчетесипе ĕçлет.
Çав вăхăтрах Нискасси енче усă курман çĕр лаптăкесем çук мар. Çĕр пайĕсемпе хăшĕсем усă курмаççĕ, уншăн тулемеççĕ, çав вăхăтрах вĕсем кирле мар тесе те пелтермеççĕ. Кун пеккисемпе ытларах ĕçлеме тивет. Усă курман çĕр пайĕсене учета илес пулать, вĕсене саккун ыйтнă пек ял тăрăхен харпăрлăхне куçарма тивет.
Ял тăрăхĕн бюджетне тăкаксем енĕпе 3 миллион та 504 пин тенкĕ чухлĕ пăхса хăварнă. Тупăш енĕпе 2 миллион та 936,9 пин тенкĕ. Шайлашуллăх пер пек килменни унченхи çул усă курман суммăпа çыхăннă. Çапах та çавна каласа хăварма тивет. Çĕрпе усă курнăшăн аренда тулевĕпе илессипе мĕн палăртни пурнăçланаймасть. Анна 103 пин тенкĕ чухлĕ пăхса хунă пулсан, 20 пин тенкĕ яхăн кăна пурнăçланнă.
Культура учреждениесене хĕллехи тапхăр вали хатĕрлесе çитернĕ. Хальхи вăхăтра Чемей клубне газпа хутса ăшăтмалла тăвассипе ĕçлетпĕр. Котельнăйĕ пур, газ трассине хурассипе ĕçсем пыраççĕ. Кăçалăх ку ĕçсене вĕçлеме май çук. Сăлтавĕ укçа-текĕ çитменни.
Ярославкăри Парковая урамра 18 хуçалăх шутланать. Халĕ кунта урама çутă кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ çĕре кунти ĕçсене вĕçлеме палăртрăмăр.
Ял тăрăхĕн территориĕнче шыв уçламалли 4 башня. Вĕсене çулталăк вĕçленнĕ тĕле пурне те саккунла майпа ял тăрăхĕ çине куçарса пĕтрермелле. Унччен вара башньăсене пăхса тарассине, юсав ĕçĕсене туса иртерресине ялсенче пуранакансен шучĕпе туса ирттернĕ.
Ял тăрăхĕн территориĕнче проблемăлла объектсем те пур. Сăмах кунта 50 тата 8 хватерлĕ çуртсем пирки пырать. Хваттерсенче пурăнакансечен çуррине яхăн ăшăпа усă курнăшăн вăхăтра тулесе тăмасть. Вĕсен парăмĕсем уссех пыраççĕ. Котельнăй кивелсе çитнĕ ĕнте. Тем тусан та хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалли системапа усă курасси çине куçмах тивет.
Ял тăрăхенче 11 депутат. Вĕсемех староста тивĕçĕсене те пурнаслаççĕ. Уйрăмах Нискасинчи Наталия Яковлевăна ырăпа асăнса хăварнă пулăттăм. Вăл тăрăшнипе кăçал пĕве пуçне юсаса тухрĕç, çÿп-çап тăкнă вырăнсене тасатса тирпейлерĕç.
Çĕн Чемейри Елена Алексеева пирки те ыррине кăна каламалла. Ял çыннисене явăçтарнипе кунта урам хушшине тирпейлерĕç, шыв юхмалли пăрăх хурса хăварчĕç, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тăрăшрĕç.
Кунсăр пуçне хăйсен ĕçĕпе ырă тĕслĕх пулса тăракансенчен Нисксаинчи Константин Водянова ырă енчен палăртнă пулăттăм. Вăл пĕве те хăйĕн вăйĕпех пĕвеленĕ, йывăсем лартса хăварассипе те чылай тăрăшать. Халĕ кунта хăш-пĕр çĕрти пек çырансем ишĕлес хăрушлăх çук.
Ялсенче каçхи вăхăтра çутă çутассисене кашни ялтах йĕркелнĕ. Штатра электрик çук. Çавăнпа та çутă парса тăрассине йркелесе пыма уйрăм çынсене шанă. Çунса кайнă лампăчкăсене вĕсем хăйсемех улăштараççĕ.
Ярославка ялĕнче кăçал çул-йĕр юсассипе пысак ĕç калăпашпе пурнăçлама пултартăмăр. Пĕтĕмпе 317 пин тенкĕллĕх ĕç пурнăçланă. Асăннă суммăн 30 процентне вырăнти бюджетран, 70 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарнă.
Нумай ачаллă çемьесене туллевсĕр çĕр участокĕпе тивĕçтерессипе ĕçлетпĕр. Кун пеккисем хальлĕхе 2 çемье. Вĕсенчен пĕрне çĕр участокĕ уйăрса панă ĕнте. Тепĕр çемье çĕр участоке илме килĕшмен.
Ял тăрăхĕн территориĕнче шыв пăрăхесем хурса хăварман ялсем те пур-ха. Çавăнпа та вĕсенче çăлсем чавассипе, киввисене пăхса тăрассипе тимлерĕмĕр. Иртнĕ çул ку енĕпе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Кăçал вара Нискасинче тата Ёлшикра çăлсене капитала юсарамăр. Ял çыннисем çак ĕçрен айккинче юлмаççĕ, май пур таран тăрăшаççĕ.
Ялсенче пуханакан çÿп-çап полигона тиесе туртарассипе ыйтăва ниепле те татса пама май килмест. Çынсем уншăн тулесшĕн мар. Ял тăрăхен бюджетне вара çÿп-çап туртарасси 145 пин тенкĕне кайса ларать.
Чăнах та ĕнте выранти ыйтусене татаса парасси ытларах хамăртанах килет. Никам çине те шанмалли çук. Хамăран пуçаруллăрах та ответлăрах пулмалла, такам çине шанмалла мар.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"