Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыслă тивĕçе пурнăçламаллах

29 июля 2011 г.

Чыслă тивĕçе пурнăçламаллах.( « Çĕнтеру ялавĕ» № 57(7911) от.27.07.2011)

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15- мĕшĕччен çул çитнĕ яшсене çара ăсатас ĕçсем пычĕç. Унăн итогĕсем пирки çавна каласа хăварасшăн.Чăваш Республикин Çар комиссариачĕ пире панă плана эпир 100 процĕнчĕпех пурнăçлама пултартăмăр.Çар ретне ăсатнă çамрăксенчен 64 проценчĕ çирĕп сывлăхлисем, 12 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, 22 проценчĕн ятарлă вăтам профессии  пĕлĕвĕ пур, 24 проценчĕ пуçламăш профессии пĕлĕвĕ илнĕ.

Çавна каласа хăвармалла.Муркаш районĕпе илсен çул çитнĕ çамрăксенчен 22 проценчĕн сывлăхĕ япăххипе çар ретне тăма юрăхсăр пулчĕ. Вĕсене пурне те запаса куçарнă.

Çамрăксене çар ретне хатĕрлес ĕçсене районти призыв комиссийĕ вăхăтра туса пычĕ.Çар комиссариачĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Юнкă, Мăн Сĕнтĕр, Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, специалисчĕсем те çак ответлă ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшрĕç.Çав вăхăтрах салтака каймалли çамрăксене учета илесси, вăхăтра повесткăсем парасси Оринин, Москакасси ял тăрăхĕсенче тивĕçлĕ  шайра мар.

Çавна та палăртмалла.Салтака каяс мар тесе тĕрлĕ сăлтав шыраса пăрăнса çÿрекен яшсен хисепĕ чакмасть-ха. 2010 çулхи кĕрхи призыв вăхăтĕнче кун пеккисен шучĕ 35 çын пулнăччĕ. Ку çурхи призывра 15 çамрăк çар ретне тăрас мар тесе тарса- пытанса çÿрерĕ. Вĕсем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Акă кун пеккисем Йÿçкассинче 1, Ильинкăра 2, Москакассинче 2, Çатракассинче 3 пулнă.Çамрăксен ашшĕ- амăшĕсемпе калаçнинчен те усси сахал. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ачисене салтака ярас шутлă мар.

Кунта çакна та каласа хăвармалла. Çак тарса çÿрекен çамрăксен пĕрин те сывлăхĕ çар ретне тăма юрахлă мар. Тĕрессипе вĕсене тахçанах запаса куçарса çар билечĕ памалла. Ашшĕ- амăшĕсем , яшсем хăйсем те çакна ăнланмаççĕ, вăйпа çар ретне илсе каясран хăраççĕ. 2010 çулта 35 ачаран

20-шне запаса куçартăмăр.

2011 çулхи октябĕрĕн 1-мĕшĕччен кĕрхи призыв пуçланмалла. Кĕркуннехи призыв тĕлне салтака кайма вăхăт çитнĕ çамрăксене пурне те саккуна пăхса Çар комиссариатне вăхăтра килсе хăйсен сывлăхсене тĕрĕслеттерме, кирлĕ документсене тăратма сĕннĕ пулăттăм. Çар ретне тăрассинчен тарса çÿрени уголовлă ĕç пуçарасси  патне илсе пыма пултарни пирки самантлăха манас марччĕ.

 

В.Андреев

Чăваш Республикин Çар

комиссариачĕн Муркашпа

Элĕк районĕнчи пай пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика