16 апреля 2010 г.
Пулĕмре радиоприемникран юрă тÿлеккĕн шăранать, шухаша ярать. «Ах ,ытла та чуна çывăх-çке»,-кăмалĕнчи ырă пăлхавне пытараймасть Марье кинемей.Кун пек чухне хăй те сисместь, юрăри сăмахсен хавхалантару вăйĕпе çывăх çыннисем патне шухăшпа самантрах çитет. Тăванĕсем унăн йышлă: хĕрĕпе кĕрушĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, хурăнташĕсем.
88 çула кайнă Мария Тимофеева халĕ Муркаш районĕнчи Нискасси ялĕнче хĕрĕ Раиса патĕнче пурăнать. Çурчĕ хăтлă, икĕ хутлă. Кирпĕчрен купаланăскер капмар та илемлĕ. Тинтерех лартнăскер йалтăртатать кăна. «Маларх Муркаш салинче Николай ывăлам çемйинче пурăнтăм. Хваттерĕнчен больница инçех мар та- çуреме меллĕччĕ. Сывлăх лайăхчĕ те- хĕрĕм патĕнче те хăналанас килет- çке», тет Марье кинемей.
М.Т.Тимофеева Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Марьесĕр пуçне çемьере тата 3 шăллĕ – Николай, Герман, Иосиф- çитĕннĕ. Çамрăклахĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче иртнĕрен вăл хура-шур нумай тÿснĕ.
-Атте вăрçă тухас умĕн çĕре кĕчĕ. Анне час-часах чирлетчĕ. Шăллăмсем пĕчĕккĕ. Асли пулнăран çемьери пĕтĕм ĕç ман çине тиенчĕ. Хутаç çăкри те, салтак çăкри те тутанса куртăм, хам ĕçлесе илнине те çирĕм, - аса илет йывăррăн асап чăтса ирттернĕ кунсене Мария Тимофеевна.
Вăл вăрçăра пулман. Анчах салтак пурнăçне аван пĕлет. Ăна 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне çар ĕçне хăнахма чĕнсе илеççĕ. Фронт валли связиста хатĕрлеме район çар комиссариачĕ Шупашкара вĕренме янă. Çав вăхăтра амăшне операции тăваççĕ. Шăллĕсене пăхакан çук тесе документсем тăратнă хыссăн Марьене киле яраççĕ. Ял Канашĕнче секретарьте вăй хума пуçлать вăл.
-Ăçтан вăй-хал çитернĕ –ши ун чухне? Ах, мĕн тĕрлĕ ĕç туман-ши ? Фронтран Шупашкар урлă килекен хыпарсене çырса илсе халăха пĕлтереттĕм. Килсем тăрăх миçе повестка салатман-ши тата? Ял Канашĕн пуçлăхĕ час-часах выранта пулмастчĕ – е районта, е çар комиссариатĕнче – унăн тивĕçне хамах пурнăçлаттăм. Халах тĕрлĕ ыйтупа пыратчĕ- кашнин хăйĕн нуши –хуйхи.
Хĕл кунĕсенче окоп чавса кунĕ –кунĕпе шăннă çĕре лумпа мĕн чухлĕ тÿплеттермен-ши? Шартлама сивĕре вăрмантан йывăç кăларнă чухне еплерех тертленеттĕмĕр. Паянхи çамрăк ăнна ĕненес те çук. Чăтнă вĕт çакна эпир,- куçĕсем шывланăççĕ Марье кинемейĕн.
Хăй вара йывăр вăхăтра та малалла вĕренесси çинчен шухăшлама пăрахман.1943 çулта ялĕнчен 3 çухрăмри Мăн Выла шкулĕнче 10-мĕш класс пĕтерет, алла аттестат илет. Вĕреннĕ çын хисепре ĕнте. Ăна районти суда секретаре илеççĕ. «Анчах нумаях ĕçлеймерĕм. Тăхăма çи-пуç çукчĕ. Вăтаннипе пăрахса кайрăм. Ара, урара- çăпата, çире- сăхман, тутăр вырăнне- салтак обмоткиччĕ. Пĕррехинче хама вĕрентнĕ учительницăна тĕл пултăм. Унăн аппашĕ районта ĕçлетчĕ. Вăл мана Шупашкара «Сĕт-çу трестне» вĕренме ячĕ, çи-пуç пачĕ».
Курсра вĕренсе килнĕ хыççăн Элĕкри сет-çу заводĕнче мастер пулăшусине вырнаçать, кунĕн- çĕрĕн ĕçре тăрмашать.
… 1948 çул. Тăванĕсем патне Мăн Выла каччи хăнана килсе çÿрени хĕр-упраç куçĕ тĕлне те пулкаланă-ха. Анчах унпа сăмах хускатман. Семен фронтовик чипер те сапайлă, ĕçчен Марьене пĕрре курсах килĕштернĕ. Ахальтен такăрлатман ялсене çыхăнтаракан сукмака. Анчах хĕрпе куçа- куçăн тăрса калаçма именнĕ.
«Пĕррехинче пирĕн пата палламан çынсем пырса кĕчĕç. Евчĕсем пулнă –мĕн. Килĕшрĕм вара»,- тет кун-çулĕнчи чи ырă саманта аса илнĕ май. «Кин тени кил çынни пултăр»,- тенĕ халăхра. Шăпах çавăн пек кĕçен çын лекет те Семеновсен çемйине: ĕçчен, хастар, сатур.
Семен Яковлев танкист пулнă, фронтра икĕ ури те суранланнă пулин те мирлĕ пурнăçра колхоза çĕклессишĕн вăй- халне шеллемен. Ут кÿлсе терлĕ ĕçре тăрăшнă.
Мария Тимофеевнана та районти завод хăйсен ялĕнчех сĕт йышăнса тирпейлемелли пункт уçса парать. Анчах штат çук пирки Вера Барановăпа иккĕшех тертленнĕ. Хуçалăхсенчен кунсерен 5-6 тонна сет килсе тăнă. Ǎна тирпейлес ĕç йывăр, халтан ярать. Сĕте бидонсене тултарса хуранти вĕри шывра ăшăтмалла, кайран сепараторăн çулти савăтне хăпартса тултармалла, унтан алăпа çавăрса хăймине уйăрмалла. Вара тин 18 çухрăмри район центăрĕнчи завода лашапа леçмелле.Пунктра нимĕнле механизации те пулман. Сарай евĕр хуралтăна хутса ăшăтман. « Хĕл кунĕсенче шыв сирпĕннипе тумтир пăрланатчĕ»,- тертленнине паян кун та манмасть Мария Тимофеевна.
Ěçре шăнса пăсăлнăран ачи чирлĕ çуралать, 3 эрнеренех çут тĕнчепе сыв пуллашать. Хăйне те тăнне çухатнăскерне больницăна илсе каяççĕ. Йывăр ĕç хĕне янă, сипленме тивнĕ. Хавшак сывлăхлă пулин те чылай вăхăт иртсен икĕ ывăлпа хĕр çуратать. Ачисем халĕ çитĕннĕ ĕнте, хастар ĕçпе халăхра ят –сума тивĕçнĕ. Аслă пĕлу илнĕ. Николай Семенович районти ветстанцие ертсе пырать. Мăшăрĕ Ирина Николаевна –ветврач. Ывăлĕсем Сергейпе Николай, кинĕсем, хĕрĕ Оля университет пĕтернĕ. Экономист, юрист профессийĕсене алла илнĕ.
Кĕçĕн ывăлĕ Валерий Семенович çемйипе тăван ялта тĕпленнĕ. Хĕрĕ Раиса Семеновна мăшăрĕпе Нискассинче пурăнать. Вăл- повар- кондитер, мăнуклă та. Дима ывăлĕн пĕчĕк Карина- Марье кинемейĕн чун йăпатмăшĕ.
«Тавах патшалăха пире вăрçă çулĕснче терт- нуша курнисене, манса кайманшăн. Пенси çулсерен хушăнать, районти собесран килсе мана «Тăвн çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул» медаль те пачĕç. Тылра хастар ĕçленĕшен тав турĕç, ăшă сăмахсем каларĕç», - тет Мария Тимофеевна савăк кăмăлпа.
Эпир ĕçчен те сăпайлă Марье кинемее мартăн 8- мĕшĕ ячĕпе чун- чĕререн саламлатпăр, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх сунатпăр. Источник: "Хыпар"