Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурне те савăнăç парнелерĕç

16 января 2010 г.

            Нискасси шкулĕнче елка ирттернĕ чухне Яковлевсен çемйи пухăннисене çавăнăслă юмах парнелерĕ. Çемье пуçĕ Александр, унăн мăшăрĕ Люба тата вĕсен вунă çулхи хĕрĕ Маша Çурçĕр Америка индеецĕсен тумĕсемпе тухса тăчĕç.

           Вĕсем тухни пухăннисемшĕн чăннипех палăрăмла самант пулчĕ. Пит-куçа сăрлассине те, утассин йăлисене те хăйсемех пăхса хунă. Вĕсен кĕпе-тумĕ кăна мĕне тăрать. Пурне те тыткăнлама пултарчĕç вĕсем: илĕртуллĕ, чăнлăхпа çыхăнса тăраççĕ. Кĕпе-тумăн кашни пайĕ çултен пуçласа аяла çитичченех чăнлăхпа çыхăнса тăрать.

             Çемье çак кĕпе-тумтире хатĕрлеме çулталăка яхăн вăхат ирттернĕ. Тĕррисем кăна мĕн чухлĕ! Ашшĕ-амăшĕсем ĕçлеççĕ, хĕрĕ вара «5» паллăсемпе вĕренет. Чăнах та ĕнте ялта пуша вăхăт сахалрах. Çапах та пĕр ĕмĕт-шухăшпа пĕрлешни, ыттисене савăнăç парнелессишĕн тăрăшни çулталăкĕпех вĕсене вăй-хал парса тăнă. Савăнăç вара чăннипех те пулчĕ.

            Кĕпе-тумтир вăл çур ĕç кăна. Яковлевсен çемйи хăйсен программипе пурне те асра юлмалла савăнтарма пултарчĕ. Чи авалхи варган (хомуза) музыка инструменчепе «Пенси Гавайтне» юрриан пер пайне юрласа пачĕç.

            Елкăра илемлĕ тумĕсемпе савăнтаракансем сахал мар пулчĕç. Ку вара ашшĕ-амăшĕсен пултаруллăхĕпе çыхăннă.

             Шкулта ачасен ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн членĕсен Вера Водяновапа Эльвира Иванова пуçарăвĕпе иртнĕ çул Çăварни уявне хаваслă лару-тăрура ирттернĕччĕ. Унта ашшĕ-амăшĕсем те активлă хутшăнчĕç. Катемпи  те пулчĕ.

             Эпир, шкулти педагогсемпе воспитательсем, пирĕн шкулта вĕренекенсен çакăн пек пултаруллă та хастар ашшĕ-амăшĕсем пулнăшăн чăннипех те савăнатпăр, ачасене савăнăç парнелекенсене тав сăмахĕ калатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика