22 октября 2009 г.
Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменěнче Çěр ěçченěсен çулталăкне халалласа Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш наци конгресĕ «Чĕре кĕввисем» ятпа кĕр мăнтăрĕн телетĕпелне ирттерчĕç. Унта республикăри ялсенчи чи хастар педагогсем пухăнчĕç.
…Шăнкăр! Шăнкăр! Урок пуçланчĕ. Чим-ха, чим. Мĕнле урок? Кунта шкул маар-çке. Капмар та хитре залра лăк тулли халăх. Ав телетĕпеле ертсе пыракан Владимир Тимофеев та сцена çинче йĕс шăнкăрав шăнкăртаттарса чупакан хĕр ача хыççăн: «Урок пуçланчĕ! Урок пуçланчĕ!» - тесе савăнăçлăн кăшкăрать.
Çавăн пек хаваслăн уçăлчĕ тĕл пулу. Республикипех пухăннă ялти вĕрентекенсен савăнăçлă каçне урок тесе калама та пулать. Мĕн чухлĕ тĕлĕнмеллине, пахине пĕлчĕç вĕсем кунта. Сцена çине хăпаракан кашни çын пирки, Муркаш районĕнчен килнĕ Елена Прокопьевна Расторгуева калашле, çĕнĕ кĕнеке вуланă пек туйăнчĕ.
Акă Тăвай районĕнчи Вера Васильевна Юркина Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухнех çĕр- шыври çерем çĕрсене уçас ĕçе хутшăннă. Хастар пикене ятарлă медальпе наградăланă. Халĕ унăн кăкăрĕ çинче «Ĕç ветеранĕ» медаль те ялкăшать. Районти чи лайăх учитель ăна пуçаруллă та хастар пулнăшăн тивĕçнĕ. Вера Васильевнăн амăшĕ Валентина Алексеевна кĕçĕн классене вĕрентнĕ, ашшĕ Василий Степанович- физкультура учителĕ. Çывăх тăванĕсен тата Юркинсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ- 500 çул! Кĕçĕн хĕрĕ Инесса та педагогсен династине малалла тăсать. Инесса Владимировна Ядранская- Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин тĕп специалистчĕ.
Телетĕпелте тĕлĕнмелли тупăсах пычĕ. Сăмахран, Елена Прокопьевна Растогуева, 40 çул Муркаш районĕнчи Чемей шкулĕнче ĕçленĕскер, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та ялан ачасен хушшинче. Вĕсен тăванĕсен шкулти ĕç стажĕ миçе тетĕр? 1003 çул! Елена Прокопьевна ертсе пыракан вĕрентÿпе сăнав лаптăкĕ республикăра çеç маар, çĕр- шывра та лайăххисенчен пĕри. Унта туса илнĕ пуян пахча - çимĕçе кăтартма Чемей ачисем темиçе хутчен те Мускаври чаплă выставкăсене хутшăннă.
«Çум курăксем тыр- пул тупăшне мĕнле сиен кÿреççĕ?», «Çирĕклĕ Шăхаль таврашĕнчи çăл куçсем»…Çук, диплом темисен ячĕсем маар кусем- Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕнчи Оля Иванова(9класс), Оля Карчикова(10 класс), Лариса Чернова(7 класс) вĕренекенĕсен наукăпа тĕпчев ĕçĕсем. Вĕсене пурне те республика, Раççей шайĕнче лайăх тесе палăртнă. Вĕренекенсен наукапа тĕпчев туртăмне, туйăмне хускатаканĕ- вĕсен учителĕ Надежда Антоновна Карчикова. Унăн урокĕсем ача шухăшлавне, тĕпчевне вăйлаттараççĕ, вĕрентекен пултарулăхне, талантне уçма пулăшаççĕ. Надежда Антоновнăн опычĕпе паллашма таçтан та килеççĕ, хăйне те хăнана чĕнеççĕ. Вăл нумаях пулмасть Мускавра ирттенĕ «Симĕс планета» Пĕтĕм тĕнчери форума та хутшăннă.
Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассинчи вăтам шкул директорĕ Василий Степанович Степанов- фронтовик ывăлĕ. Хăй вăхăтĕнче водитель те, строитель те, культура ěçченě те пулнă… Тăватă вěренÿ заведенийěнче пěлÿ пухнă. Ку çеç-и? Парашютпа кăна Василий Степанович 37 хут сикнě! Чун киленçне вара педагог ěçěнче çеç тупнă. Акă ěнте вăл 34 çул шкул директорě. «Ачасемпе пěрле пулни манна çěнě вăй парать», -терě вăл хăйěн кěске сăмахěнче. Унтан мăнукěпе тата ěçтешěсемпе пěрле залра ларакансене хăпартлантарса юрă шăрантарчě. Василий Степанович – 60 юрă авторě.
Куславкка районěнчи Елчěк вăтам шкулě Чăваш енре çеç маар, çěр- шывра та палăрма ěлкěрчě. Кунта вěренекенсемпе вěрентекенсем мěнле конкурссенче çěнтернине çырса та пěтерес çук. Директорě мěнле, коллективě те çапла ěнтě. Николай Иванович Чернов – ларма- тăма пěлмен çын.Вăл – Раççей Федерацийěн пěтěмěшле вěрентěвěн хисеплě ěçченě, философи наукисен кандидачě тата Раççейěн хисеплě донорě!
Тата мěн чухлěн вěсем, çакăн пек пуçаруллă педагогсемпе ертÿçěсем! Анлă тавра курăмлă, тарăн пěлÿллě, çав хушăрах питě сăпайлăскерсем хăйсем çинчен нумай каламарěç, анчах вěсен пултарулăхне ěçтешěсем, тусěсем палăртмасăр иртейметěç.Кашнин валли çав каç чи хитрее чечексем пулчěç, чи çепěç юрăсем шăранчěç.
Источник: "Тантăш"