21 октября 2009 г.
Паспорт- пирĕн патшалăх символĕ, Раççейри кашни гражданинăн тĕп докуменчĕ шутланать. 14 çул тултарнă Раççейри кашни гражданинăн паспорт пулмалла. Мĕн пĕлмелле паспорт илнĕ гражданинăн? Çак тата унпа çыхăннăытти ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм та ĕнтĕ эпĕ РФ имграци службин управленийĕн Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн территории пункчĕн ертÿçинчен, шалти ĕçсен службин майорĕнчен З.М.Сорокинаран.
- Паян- ыран паспорт илме вăхăт çитсе пыракансене çак ыйту хумхантарать пулĕ. Мĕнле документсем кирлĕ паспорт илме?
- Паспорт илме 1П формăпа паспорт пама ыйтса заявлении çырмалла тата çурални çинчен калакан свидетельство кирлĕ. Çавăн пекех35х45 мм калапăшлă сăн ÿкерчĕк илсе килмелле. Вăл шурă- хура пулсан та каять, тĕслĕ пулсан та юрать.
Çавăн пекех паспорт илме хатĕрленекенĕн Раççей гражданствине кĕнине кăтартакан документсем тата патшалăх пошлинине тÿлени çинчен калакан квитанции те кирлĕ пулать.
Асăннă документсене 3 кун хушшинче федераллă миграции службин Чăаш Республикинчи управленийĕн пирĕн районти территории подразделенине çитĕнтермелле. Унта вĕсене документсене йышăнни çинчен калакан справка параççĕ. Паспорта документсене йышăннă кунран пуçласа 10 кун хушшинче хатĕрлесе параççĕ. Ку вăл паспорта вăл пурăнакан вырăнта хатĕрлеççĕ пулсан.
Енчен те паспорта ăна илме хатĕрленекен хăй пурăннă çĕрте маар, урăх вырăнта хатĕрлеççĕ пулсан, çавăн пекех паспорта çухатнă хыççăн та ăна хатĕрлеме 2 уйăх кирлĕ пулать.
- Çын 20 е 45 çул тултарсан, паспорт улăштармалли йĕрке çинчен чарăнса тăрсан аванччĕ. Тен, хаçат вулакансенчен хăшě те пулин шăпах çак ÿсěме çитнě. Вěсемшěн асилтерÿ вырăнне пултǎ ирěн хуравăр.
- РФ гражданинě 20 е 45 çул тултарсан, 30 кун хушшинче паспорт улăштарма документсем хатěрлесе памалла. Çак вăхăт иртнě хыççăн РФ кодексěн 19.15 статйин 1-мěш пайěпе килěшÿллěн вăйра тăман паспортпа пурăннăшăн право йěркине административлă майпа пăснăшăн явап тыттараççě. Урăхла каласан, 1500 тенкěрен пуçласа 2500 тенкě таран штраф тÿлетереççě.
-Гражданин халиччен пурăннă вырăнтан урăх çěре кайма шутлать пулсан. Калăпăр, вăл е ку хулана вěренме кěрет çамрăк. Е тата урăх облаçа ěçе вырнаçать. Кун пек чухне мěн тумалла?
- Енчен те гражданин хăй пурăнакан вырăнтах урăх çěре куçас тет пулсан, малтан пурăннă вырăнтан хăй тěллěн регистрацинчен тухмасăр, пурăнма суйласа илнě çěн7ě вырăнти регистрацишěн яваплă пулса тăракан должноçри çынсем патне пымалла. Çакна валли пурăнмалли вырăнта регистрацие тăма ыйтса çырмалли 6-мěш номерлě формăллă заявленире пурăнакан вырăнтан регистрации учечěнчен кăларма ыйтса çырмалли татса илмелли заявлении вырăнě пур. Малтан пурăннă вырăнтан гражданина ăна çěнě вырăнта регистрацие илекен органăн сотрудникěсем çав вырăна запрос ярса регистрации учечěнчен кăлараççě. Çапла вара гражданинăн паспортěнче пěр вăхăтрах вăл малтан пурăннă вырăнтан регистрации учетěнчен тухни тата çěнě вырăнта адресне кăтартсах регистрацие тăни çинчен каланин оттискне лартаççě. Çěнě вырăна килсен 6 кун хушшинче малтан пурăннă вырăнтан учетран тухса, çěнě вырăнта регистрациленмелле.
- Енчен те урăх вырăна куçса кайиччен гражданин малтан пурăннă вырăнтан регистрации учетěнчен тухсах каять тет пулсан?
- Кун пек чухне унăн пурăнакан вырăнти регистрации учетне илессишěн яваплă çын патне пырса хăйěн тата 14 çул тултарнă çемье членěсен регистрации учетěнчен кăларма ыйтса ирěклě формăпа заявлении çырмалла. Заявленире хăйсем куçса каякан вырăнти адреса тата личноçа çирěплетекен документсене те кăтартмалла.
- Енчен те çěнě вырăнта çын тÿрех регистрации учетне тăма ěлкěреймерěпулсан?
- Раççей Федерацийěн право йěркине административлă майпа пăсни çинчен калакан Кодексěпе килěшÿллěн куçса килнě çěнě вырăнта регистрацие тăмасăр 7 кун ытларах пурăнсан тата пурăнмалли вырăн шутланман вырăнта 90 кун ытларах пурăнсан, 1500 тенкě таран штраф тÿлетереççě.
- Тавах, Зоя Михайловна, калаçушăн.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"