28 марта 2009 г.
2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пулассине пĕлетпĕр ĕнте. Хатĕрленÿ ĕçĕсем иртнĕ çулхи 2-мĕш кварталтах пуçланнă Мĕн туса ирттернĕ ку таранчен? Иртнĕ ытлари кун переписе хатĕрленсе иртерессипе ĕçлекен комиссии ларăвĕнче (район администрациĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.К.Ананьев ертсе пычĕ) чи малтанах граждансем килнĕ тата пурăнакан вырăнта регистрацине тамалли тата регистрацинчен тухмалли правилăсене епле пурнăçланине пăхса тухрĕç. РФ федераллă миграции службин управленийĕн Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи территори пункчĕн ертÿçи З.М.Сорокина каланă тăрăх, граждансем килни тата тухса кайни çинчен калакан адреслă листсене Çатракасси, Шетмепуç, Москакасси ял тăрăхесем халь çеç асăннă территори пунктне вăхăтра тăратаççĕ.
--Оринин, Уйкас Янасал, Муркаш, Хорнуй ял тăрăхĕсем те ку ĕçе çаплах тăвасса шанас килет, -- терĕ Зоя Михайловна.
Районти ЗАГС пайĕ те çуралнă тата пурнăçран уйрăлнă граждансем çинчен сведенисене тăтăш парсах тăрать.
Халăх переписĕччен адреслă хуçалăха йĕркелесе çитермелле. Ларура Юнкă, Ярославка тата Ярабайкасси ял тăрăхĕсенче ку ĕç епле пулса пынине тишкерчĕç. Ярославка ял тăрăхĕн пуçлахĕ Г.В.Пайгусов палăртнă тăрăх, пур ялсемпе те, урамсемпе те адреслă хуçалăха инвентаризацилесе тухнă. 758 хуçалăхран 596 çуртăн номерĕсене çакнă. Çак ĕçе тума культура ĕçченĕсем пулашнă. Урам ячĕсене кунта ялан икĕ вĕçĕнче вырнастараççĕ. Вĕсене тата 14 хатĕрлемелле. Ку енĕпе пĕтĕм ĕçе майан 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме палартнă. Çакна валли 10 пин тенкĕ тăкаклама тивет.
Ярапайкассине вара адреслă хуçалăха иĕркене кĕртме 20 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Пурĕ 381 çурт валли номерсем, 69 урамăн ячĕсене хатĕрлемелле вĕсен. Çаксене йăлтах июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме тĕллев лартнă.
Юнкăсен 236 çурт номĕрне çĕнетмелле. 8 урам валли вĕсен ячĕсене çырса çакмалла. Çак ĕçе пурнăçлама районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 5 çынна вăхăтлăха ĕçе илеççе. Майăн 31-мĕшĕччен палăртнине пурнăçлама шутлаççĕ.
Ларура граждансемпе должносри çынсен граждансем килнĕ тата пурăнакан вырăнта регистрацине тăмалли тата регистрацинчен тухмалли правилăсене епле пурнăçлани çинчен кашни уйăхăн 5-мĕшĕчен кая юлмасăр пĕлтермеллине палăртрĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене урамсен ячĕсене кăтартассипе, çуртсен номĕрĕсене вырнаçтарассипе ĕçе малалла тăсма, туса çитерейменнине кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме сĕнчĕç. Тунă ĕç çинчен кашни уйахĕн 4-мĕшĕчен кая юлмасăр Чăвашстатан статистика уйрамне пĕлтермелле.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"