21 марта 2009 г.
Марина Виссарионова Данилова 18 çул Нискасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. 1988 çулта институт пĕтернĕ хыççăн тăван района ĕçлеме таврăнать. Муркаш шкулĕнче виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн хăй вĕреннĕ Нискасси шкулне ĕçлеме куçать.
Марина Виссарионовна хайĕн илемлĕ таса калаçăвĕпе, çепĕç сассипе тыткăна илет. Уроксене тĕрлĕ мельсемпе ирттерни ачасене уйрăмах килĕшет. Грамматика вăййисемпе, тестсемпе уса курса диспутсем, пултаруллăх урокĕсем ирттерсе ачасен пĕлĕвне тĕрĕслет, калаçупа çырăва аталантарать.
Пурнăç улшăннă май вĕренту тытамĕ те учителе çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Аслă категорилле учитель çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курать. Воспитанипе вĕрентÿ ĕçне «Информаципе коммуникаци технологийесемпе уса курнин витĕмĕ» методикăна пăхăнса пурнăçлать.
Марина Виссарионовна хăйĕн ĕç опычĕпе учительсене район тата республика шайĕнче паллаштарать, уçă уроксем, мастер- классем ирттерет. Çулсерен иртерекен патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче те унăн вĕренекенĕсем лайăх пĕлу кăтартаççĕ. 2005 çулта К.Леонтьев, 2007 çулта А.Яндушкина çав экзаменсенче 100 балл пухма пултарчĕç.
Вырăс чĕлхине тарăнрах вĕренес текенсемпе уйрăммăн ĕçлет тăрăшуллă вĕрентекен, вĕсене шырав- тĕпчев ĕçĕсене явăçтарать. Район тата республика шайĕнчи олимпиадăсенече вара малти вырăнсене сахал мар йышăннă унăн вĕренекенĕсем. 2005 çулта «Чи лайах учитель» тата 2007 çулхи «Чи лайах класс ертÿçи» конкурсра 2- мĕш вырăн çĕнсе илнĕскер, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне çĕнсе илес конкурсра та хутшанмасăр тăмарĕ.
Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене лайăх пĕлу панисер пуçне вĕсен чунне илем кÿресси, ырă кăмăл парнелесси. «Кашни ача хăйне тивĕçлĕ тытма пĕлтĕр, калас шухашне уçăмлăн та кĕскен палăртма пултартăр», - тет вăл. Марина Виссарионовна хавхалантарса пыни ачасене çĕнĕ вăй хушать, малалла анталма хистет. Вăл ертсе пыракан класс ачисем пултаруллă. Ырă кăмăллă, лара- тăра пĕлмен тăрри пек ĕçчен класс ертÿçи- ачасемшен чи лайăх вĕрентекен. Хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе ырă ят çĕнсе илнĕ пирĕн ĕçтешĕмĕр. Ăна мĕншĕн юратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шкул ачишĕн учитель хăйсемпе пĕрле йĕлтĕр сырса вăрмана çул тытни, ватă çынсене пĕрле пулăшма кайни, хулана экскурсисене çурени, паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркеленни питех те пĕлтерĕшлĕ. Чи пахи вара – учитель хăйĕн ĕçне чунтан юратни, вĕренекенсемшĕн тăван пепкисем пекех тăрăшни. Çавăншăнах ăна мĕн пур ача- пача, ашшĕ- амăшĕ, пĕрле ĕçлекенсем юратаççĕ.
Анлă тавра курăмлă педагоган алли витĕр тухнă В.И.Бычков халĕ педагогика наукин кандидачĕ, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пуçламăш классен кафедринче вăй хурать. Мал ĕметлĕ хĕр - упраçпа яш- кĕрĕм юратать ыра кăмăллă вĕрентекене. Шкултан тахçанах вĕренсе тухнă пулсан та манмаççĕ хăйсен иккĕмĕш амăшне, пĕр вĕсем шкула кĕрсе тухаççĕ, уявсемпе саламлаççĕ, тăтăш шăнкăравласа пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ. «Салам! Сывлăхăрсем мĕнле? Эсир ирттернĕ уроксем паян та куç умĕнче…», - теççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"