18 февраля 2009 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Сергей Афанасьевич Афанасьев фронтран таврăннă хыççăн тăван хуçалăхра уй-хир бригадирĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Çăмăл пулман юхăннă хуçалăха ура çине тăратма. Анчах хăй пурнăçне çĕр ĕçĕнче куракан бригадир йывăрлăхсене ĕçлесен кăна çĕнтеме пулнине пĕрремĕш кунранах туйса илнĕ. Çакна ял çыннисем те, район пуçлăхĕсем те асăрхамасăр юлман. 1959 çулта С. Афанасьева вăтăрпинлисен шучĕпе «Сеятель» хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. 19 çул вăй хурать вăл çак колхозра. Хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе чылай ырă ята тивĕçет. Унăн ĕçне çĕр-шыв отечественнăй вăрçăн 2 степень, Ленин, икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе тата ытти наградăсемпе хакланă.
Хастар та ĕçчен тата пултаруллă ертуçĕ 1969 çулта Пĕтĕм Союзри колхозниксен 3-мĕш съезчĕн делегачĕ, РСФСРăн 8-мĕш созывĕн (1971-1975 çулсем), КПСС 28-мĕш съезчĕн (1990 ç.) депутачĕ пулнă. Çав вăхăтрах Сергей Афанасьевич 30 çул ытла район тата ял Совечĕсен депутачĕ пулса халăх интересĕсене хутĕленĕ, район экономикине малалла аталантарассишĕн ĕçленĕ. «Хăмăн пурнăçăма эпĕ Тăван çĕр-шывшăн турĕ кăмăлпа ĕçлесе ирттертĕм. Ĕç ĕмерĕнче пĕр кун та хамшăн ĕçлемен, çынсен малашлăхĕшĕн, общество пуласлăхĕшĕн тăрăшнă», - тет паян С.Афанасьев.
Сергей Афанасьевич ертсе пынă вăхăтра çирĕп ура çине тăнă «Сеятель» хуçалăх нумайăшĕшĕн тĕслĕх вырăнне пулнă. Хуçалăх çĕр-шыв ыйтнă чухлĕ продукции туса илме пултарнине, çирĕп утăмсемпе аталаннине палăртса тăнă. Çирĕп хуçалăх темелле пĕр сăмахпа. Эффективлă ĕçленине кура хуçалăх ĕçченĕсем ĕçшĕн натурăпа илессипе те, ĕç укçипе те, материалă пулашупа усă курассипе те тĕреклĕ пулнă. Çулсерен хуçалăх çĕнĕрен те çĕнĕ производство çурчĕсем çĕкленĕ, ĕçе механизацилесси вăй илнĕ.
- Çĕртен малтанхи вăхăтра нумай ыйтатчĕç, анчах ăна тăрантарасси пирки çителĕклĕ шутласа кайман. Çавăнпа та тухăçсем те начартарахчĕ. Çакна вăхăтра ăнланса илнĕ çĕршыв ĕртÿçисем ял хуçалăхĕ çине тимлĕх уйăрма пуçласан, хреçченсем минераллă удобренисемпе, пуса çаврăнăшне пăсмасăр ĕçлеме пуçласан, тыр-пул тухăçĕ куç умĕнчех малалла кайрĕ. Çакнашкал тимлĕх паян та кирлех, - терĕ район аталанăвне пысăк тупее хывнă ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Район 65 çул тултарнă вăхăтра Нискассисемпе Ярославкăсем, Чемейсем Сергей Афанасьевич Афанасьева ырăпа аса илеççĕ. Çакна вăл тивĕç те.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"