07 февраля 2009 г.
Муркаш районĕнчи учительсем юлашки çулсенче информаципе коммуникации технологиĕсене алла илессипе тата вĕрентÿ программинче вĕсемпе усă курассипе тăтăшах ĕслеççĕ компьютерсемпе усă курса проектсем, тĕрлĕ мониторингсемпе методикăсем хатĕрлессипе тăрăшаççĕ.
2008 çулта районти вĕрентÿ пайĕ «Вĕрентÿ тытăмĕн информатизацийĕ» федераллă проекта хутшăнчĕ. Çавăнпа та пур вăтам тата тĕп шкулсенче ятарлă командăсем йĕркеленчĕç. Вĕсем кашниех информатизацилемелли программăсем çырса хатерленĕ, çирĕплетнĕ. Калайкассинчи вăтам шкул команди хăйĕн программипе районта мала тухрĕ, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин грантне (50 пин тенкĕ) те çĕнсе илчĕ. Шетмĕпуçĕнчи шкулăн программи районти конкурсра тĕп шкулсем хушшинче çĕнтерме пултарчĕ.
Информаципе коммуникации технологийĕсене усă курса учительсем сахал мар урок ирттереççĕ. Районта иртнĕ «ИКТ усă курса ирттернĕ чи лайăх урок» конкурса учительсем пурĕ 22 ĕç тăратнăччĕ. Нискассинчи вăтам шкулта пуçламĕш классене вĕрентекен Полина Петровна Кожевникова, Муркашри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине ертсе пыракан Елена Николаевна Ефатова тата Москакасси шкулĕнчи социаллă педагог Елена Владисовна Поркина тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿсĕсен ятне тивĕсрĕç.
Районти вĕрентÿ учреждениĕсенче пурĕ 37 сайт йĕркеленĕ. Уйрăм учительсен сайчесемпе те кăмăл пурисем паллашма пултараççĕ. Учительсен сайчĕсем хальлĕхе 95. Пĕлтĕр Муркашри вăтам шкулан сайчĕ районта кăна мар, республикăра та чи лайăххи пулчĕ. Муркашсем алла кубок та илчĕç. Хурачкари тĕп шкул вара «21 ĕмĕрти библиотека: медиатакăна мĕнле йĕркелемелле?» проектпа ЧР Вĕрентÿ министерствин грантне çĕнсе илчĕ.
Шкулта çĕнĕлле ĕçлесси, апла пулсан тарăнрах пĕлÿ парасси те информаципе коммуникации технологиесене Алла илнинчен нумай килет. Çакна шута хурса Вĕтентÿ министерстви пĕрлехи çул шкулсене аппаратпа программăллă компьютер комплексĕсемпе тивĕстерчĕ. Пирĕн районта та 1201545 тĕнкĕлĕх 20 компьютер комплекчĕ çитрĕ. Вĕсемпе усă курса малашне тата лайăхрах ĕçлесчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"