26 ноября 2008 г.
Районта кам 50 тĕрлĕ ытла гладиолус, 40 тĕрлĕ ытла тюльпан çитĕнтерет? Чăрша ялĕнче пур ун пек чечек ăсти, тейĕ вулакан. Вăлах Нискасси шкулĕнчи çемçе теттесен фабрикин ертÿçи пулса тăрăшать тесен вара пирĕнтен кашниех пĕр иккĕленмесĕрех çапла хуравлĕ:
- Ку вăл М.Н.Пушкарева.Маргарита Николаевна ертсе пыракан «Хěвел çаврăнăш» айěнче çитеннě çемçе упасемпе тилěсем, мулкачсемпе йытасем районти кирек мěнле мероприятие те илем куреççě. Кирек епле конкурсра та парнеллě вырăнсене çěнсе илеççě.
Çак кунсенче Маргарита Николаевнан «Хěвел çаврăнăш» студийěнче ăсталанă чěр чунсем алăпа çěленě теттесен регионсен хушшинчи 3-мěш курав-конкурсěнче хăйсен илемěпе тěлěнтерчěç.Чăваш Республикин Экономика аталанăвěпе суту-илÿ министерстви «TV-Транс» чикěллě яваплăхлă обществăпа пěрле регионсем хушшинчи çыхăнăва çирěплетес тěллевпе йеркелерě ăнна. Хамăр республикăри районсемпе пěрле Саратов, Чěмпěр, Хусан тата Чăнлă хулисенчен хутшăнчěç унта.Конкурсра хутшǎнакансем 250-ăн пулчěç, 600 ěç тăратрěç вěсем унта.Нискасси шкулěнче вěренекен «Хěвел çаврăнăш» студине çÿрекен
М.Григорьеван (10 кл.) «Патша хěре-акăшě», «Ланка-упăти», Е.Антонован(8 кл.) «Тимěр шапи», «Тилли»,6 класра вěренекенсем ăсталанă «Фермер хуçалăхě» курава килнисене тěлентермеллипех тěлěнтерчěç.Çемсе теттесем куравран çěнтерÿçě дипломěпе тата 4 пин тенкě укçан парнене тивěçни çинчен калакан сертефикатпа таврăнчěç.Палăртса хăвармалла, ку конкурса М.Н.Пушкарева ертсе пыракан «Хěвел çаврăнăш» ачисем пěрремěш хут хутшанмаççě. Алăпа тунă теттесен регионсем хушшинчи 1-мĕш конкурсĕнчен 2 вырăнпа таврăннăччĕ, иртнĕ çул вара 2-мĕш конкурсран-1 вырǎнпа тата 1 пин тенкĕ укçан-парнепе. Çĕнсе илнĕ чикĕрен чакмаççĕ çав Нискассисем.
Ăçта кǎна пулмарĕç пулĕ Нискасси шкулĕнче Маргарита Николаевна юратǎвĕпе çуралнǎ çемçе теттесем-Мускавра, Килгино, Козьмодемьянск,Шупашкарпа Çĕн Шупашкар,Етĕрне,Хĕрлĕ Чутай районĕнчи,хамǎр районти шкулсенче. Заказсем те йышǎнаççĕ хĕвелçаврǎнǎшçǎсем. Сывлǎха сыхлас ĕç тата социаллǎ аталану министерстви ыйтнипе Улатǎр районĕнчи ача-пǎча санаторийĕ валли мĕн чухлĕ илемлĕ чĕр чунсем çĕлемерĕç пулĕ.
Студире çемçе теттесем çĕленипе пĕрлех искусствǎн ытти тĕсĕсене те алла илеççĕ ачасем.
Тавǎрла чустаран та ǎсталаçĕ чĕр чунсене, хутпа картонран та тǎваççĕ вĕсене.
Куравран вара Маргарита Николаевна хǎй те çунатлансах таврǎнчĕ.
-Нумай çĕнĕ технологи çинчен пĕлтĕм эпĕ унта.Ăшăнсан пукланакан ятарлă сăрăсем, тĕрлемелли ятарлă сăрăсем пур иккен.Пусмана çунтарса тĕрлĕ кĕлеткесем касса кăларма пуçларăмар.Халĕ ку меслетпе тата та лайăхрах ăнланса килтĕм, çĕне шухăшсем çуралчĕç куравра.Пурнăçа кĕртмелли çеç юлать вĕсене,-тет хăпартланса ачасемпе çемçе теттесен юратнă аслă тусĕ.
-Укçан парнепе мĕн тума шутлатăр?-ыйтатап унран.
-Çемçе теттесем çĕлеме материалсем туянатпăр.Ĕмĕтсем пысăк: тăварлă чустапа ĕçлеме тата хутран аппликации тума вĕрентекен кĕнекесем туянтăм,-хаваспах пĕлтерет Маргарита Николаевна.
РФ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн»паллăна тивĕçнĕ М.Н.Пушкарева ертсе пыракан «Хĕвел çаврăнăш» çемйи апла пулсан кĕçех çĕнĕ çемçе пакшасемпе,чустаран ăсталанă кушаксемпе,хутран тунă акăш-кавакарчăнсемпе пуянлăнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"