26 ноября 2008 г.
«Çак часовня малалла кунта килекен çынсемшěн тăвăр пултăр.Çапла чиркÿ тăвассине те хăвăртлатма пулать»,- тесе вěçлерěç сăваплă аттесем Чемей ялěнче хута кайнă часовньăна çутатас ěçе. Вěсемпе халăх та килешрě.Нумаййăн пуçтарăннă кунта çынсем-Турай енчен те,Нискасси енчен те…
Ĕлек ку вырăнта чиркÿ ěçленě.Анчах унăн пурнаçě совет саманинчи ытти нумай чиркÿсен пекех пулса тухнă.Чемей таврашěнчи çынсем вара ку таранччен Шупашкарти,Турайěнчи,Етěрне районěнчи Чурашри чиркÿсене çуренě.
Часовньăран инçе мар пурăнакан Александр Николаевичпа Анфиса Ивановна пенсионерсенчен 18 ěмер пуçламěшěнче кунти чиркÿ старости вěсен йăхенчен пулнине пěлтěм. Поп Иванě тенĕ ăна. «Вăл чиркÿре венчет тăратнă, Етěрнери престола Чемейĕнче пухăннă уксана тăтăшах леçме çуренĕ. Уйрăмах Микулнă чух çынсем нумай пулнă Чемей чиркĕвĕнче.Çĕр каçмалах килнĕ…Çавăнпа çак сăваплă вырăнта часовня уçăлнăшăн питĕ савăнатпăр»,- каласа параççĕ ватăсем.
Икĕ çул каялла кăна-ха кунта нимĕн те пулман. Кивĕ чиркÿ çурчĕ çеç курăк –йывǎç айĕнче ларнă. Шăпах çав вăхǎтра часовня тăвасси пирки çынсемпе пуçтарăнса калаçнă та Ярославка ял пуçлăхĕ Г.Пайгусов тата çак ĕçе пуçарса яракансем: Юрий Евтихеевич Романов, Феофан Феофанович Попов, Константин Владимирович Романов.
Виçĕ тăван çак тăрăхрах çуралса ÿснĕ. Халĕ Шупашкарта кашнин хăйĕн ĕçĕ.Çапах та тăван енĕшĕн пысăк пархатарлă ĕç тума пултарнă. Варнава митрополитран та иртнĕ эрнере вĕсем грамотăсем илме тивĕçрĕç. Юрий Евтихеевичăн амăшĕ-таврара ырăпа палăрса тăракан Анфиса Ивановна тĕрлĕ сĕну-канашсемпе пулăшсах тăнă пуçаруçăсене. Çемйисенче те весем арăмесемпе ачисем енчен турех ăнланупа хавхалану тупнă.
Ал ăстисемсĕр те çак часовня çĕкленмĕччĕ. Владимир тата Сергей Ермолаевсем, Валерий Петров, Станислав Ефремов - çаксем тăрашнă та часовня çурчĕ илемĕпе хăчĕшен. Ял халăхĕ вара таврана тирпей-илем кĕртессипе тимленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, никам та айккинче юлман.
Çыннăн чунĕ темĕнле мултан та хаклăрах, çавăншăн пурăнмалла текенсем чылайăн пулчĕç кунта. Ку тăрăхрисем, уйрăмах ватă сынсем, пĕрмаях кĕлĕсем вулама килессе шантарчĕç. Инçетри ялсене çÿресе ывǎнмалла та пулмĕ вĕсен. Апла часовня алакĕ çинче çара çакǎнса тăмě.
Çак часовня вара пěр çынна çеç тěрěс çул çине тăма пулăшать пулсан та, унăн усси пысăк пулě. Тен тепěр темиçе çултанах чирку туса лартма та майсем тупăнěç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"