09 июля 2016 г.
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕнче савăнăçлă лару-тăрура Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Тĕл пулăва пурнăç çулĕнче телей тупса нумай çул алла-аллăн утакан, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан мăшăрсем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е. Иванова ертсе пычĕ.
- Районпа республика тата Раççей пуласлăхĕ çемьере никĕсленет. Çемье мĕн чуль çирĕпрех - çĕршыв çапла вăйлăрах. Тавах сире таса юратушăн, тарăн ăс-хакăлшăн, ырă ĕмĕтĕрсемшĕн. Сирĕн çемйĕрсенче малашне те килĕшÿ хуçалантăр, килĕрсенчен ача-пăча кулли ан татăлтăр, - терĕ уява уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă аталанупа ĕçлекен çумĕ - йĕркелÿпе кадр, правопа тивĕçтерес тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Л. Тарасова.
- Эпир пурсăмăр та пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Кунта вара юратупа шанчăклăх тĕп вырăнта. Эсир çакăнта çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăратăр, - саламларĕ туслă мăшăрсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Мидуков. Хăй сăмахĕнче вăл та, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Б. Андреевпа ентешлĕх ертÿçи А. Федотов та çĕршыв çемьесем çине тимлĕх уйăрни пирки каларĕç.
Уявра туслă, нумай çул шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьесем пысăк чыса тивĕçрĕç. Виçĕ мăшăра - Хорнуй ял тăрăхĕнчи Елена Михайловнăпа Алексей Павлович Павловсене, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Зоя Ильиничнăпа Петр Иванович Грачевсене, Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Альбина Петровнăпа Василий Николаевич Николаевсене - савăнăçлă лару-тăрура "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысларĕç.
Тепĕр виçĕ мăшăр - Муркаш ял тăрăхĕнчи Валентина Марковнăпа Алексей Алексеевич Авдеевсем, Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Валерия Николаевнăпа Александр Герасимович Шишкинсем, Ярославка ял тăрăхĕнчи Тамара Петровнăпа Валерий Александрович Сорокинсем - ылтăн туй хуçисен альбомне алă пусрĕç.
- Пĕр-пĕрне юратсан, вăхăтра пулăшсан, каçарма пĕлсен тата туслăха упрасан 100 çул та пурăнма пулать, - йăл кулса калаçрĕ Тамара Петровна.
- Хамăрăн пурнăçра эпир çемьене яланах малти вырăнта тытнă. Ачасене те çавнах вĕрентнĕ. Çулсем иртнĕ май çемье ĕмĕчĕсем пурнăçланнишĕн савăнатпăр, ыттисене те çавнах сунатпăр, - терĕç хăйсене сăмах парсан Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Купăрляра 50-мĕш çул пĕрле пурăнакан Альбина Петровнăпа Василий Николаевич Николаевсем.
Çамрăкрах, анчах ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесем те чыссăр юлмарĕç. Л. Тарасова вĕсене район администрацийĕн Тав çырăвĕпе саламларĕ.
Муркашри Владимирски Турă Амăш иконин чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте тĕл пулăва хутшăннă кашни çемьене ырă сунса Турă Амăш иконине парнелерĕ.
А. БЕЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"