Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Çитсе курăр Муркаш тăрăхне

18 марта 2016 г.

Тен, кам та пулин çапла шухăшлама та пултарĕ: «Мур­каш сали — хула мар, ку тăрăхра аваллăхпа çыхăннă, туристсене кăсăклантарма пултаракан вырăнсем çукрах». Унашкаллисем питĕ йăнăшаççĕ: «Муркаш хутлăхĕ — тĕлĕнмелле вырăн. Курăксемпе чечексен ытарайми шăрши, пăр пек сивĕ çăлкуçран шăнкăртатса юхакан шывĕ, чăрăшсемпе хурăнсен пăшăлтатăвĕ хăй мĕне тăрать. Çыннисем тата! Вĕсен пуян историйĕ, паттăрлăхĕпе чăтăмлăхĕ, харсăрлăхĕпе ĕçченлĕхĕ — çакăн çинчен пĕлтермеллех! Муркашсем çапла тума тăрăшаççĕ те. Сăмахран, «2010 çулхи инвестици тĕлĕшĕнчен чи лайăх проект» республика конкурсне хутшăнса «Муниципалитетăн чи лайăх прокчĕ» номинацире «Муркаш районĕнче ял туризмĕн инфратытăмне аталантарасси» проектпа пĕрремĕш вырăна тухнă. Апла тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха ку енĕпе пурнăçланă ĕçсем пирки.

 

Ильинка-Сĕнтĕр хутлăхĕ

Вăл районăн çурçĕр пайĕнче — Атăлăн сылтăм енчи çÿллĕ çыранĕнче — вырнаçнă. Кунти çут çанталăк, вăрманпа, шывпа пуянскер, çăтмаха аса илтерет. Ахальтен-и çумăр хыççăнхи кăмпа пек «шăтса тухнă» турист, спорт базисем, санаторисем... унта. Вĕсенче канакансемпе сипленекенсем пушă вăхăтра чаплă вăрманçă Б.И.Гузовский лартса çитĕнтернĕ туя, юман, ытти йывăç аллейинче уçăлса çÿреме пултараççĕ. Çав лаптăк «Гузовский культури» çут çанталăк палăкĕ шутланать. Кунтах — республикăри чи ватă — 370 çулти — юман. Унăн диаметрĕ — 170 сантиметр.

Район хăйĕн шыв сиккийĕпе те мăнаçланать, мĕншĕн тесен унашкалли республикăра урăх çук. Шашкарвăрри çывăхĕнче вăл. Унта пулса курнисем каланă тăрăх — çак тарăн çырма Крым каньонĕсем пекех-мĕн.

Ильинка-Сĕнтĕр тăрăхĕнчи паллă ытти вырăн: Каршлăхри арçынсен мăнастирĕ, ун çывăхĕнчи çветтуй çăлкуçсем, Мăн Сĕнтĕрти Çветтуй Троица чиркĕвĕ.

 

Илья Афанасьевăн «Илемĕ»

Пире ăшшăн йышăнчĕç унта. Сăмахăм Муркашри искусствăсен шкулĕн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕнчи Илья Афанасьев вĕрентекен пирки. Çичĕ çул каялла вăл «Илем» галерея уçнă. Ăçта тетĕр-и? Çук, ÿнер шкулĕнче мар, хăйĕн вăйĕпе, укçи-тенкипе çĕклесе лартнă икĕ хутлă кирпĕч çуртра. «Картинисене сутса тунă пулĕ», — тейĕ тепри. Тен, сутнă та-и? Хăй каланă тăрăх — укçа ĕçлесе илессишĕн çеç ÿкермест картинисене. Галерейăна çуллахи каникул вăхăтĕнче Мускаври стройкăсенче вăй хунипе пуçтарăннă укçа-тенкĕпе туса лартнă.

Шкул ачисемпе юнашарти ача садĕнчи шăпăрлансем, вырăнти предприяти-организацире вăй хуракансем, ял çыннисем куравпа паллашаççĕ. Искусствăсен шкулĕн вĕренекенĕсем валли те ăсталăх класĕсене çакăнтах ирттерет педагог.

Юлашки çулсенче «Илеме» Мускавра пурăнакан Лев Анисов писатель куç хывнă. Çыравçăн аслашшĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн пачăшки пулнă. Тĕне ĕненни ăна тем тĕрлĕ инкек кÿнĕ: Çĕпĕрте темиçе çул, тĕрмере 10 çул ирттернĕ. Лев Анисов аслашшĕ çинчен ăнсăртран тупса вуланă хыççăн /тĕрĕссипе, хăйĕн ĕмĕрĕн тăршшĕпех шыранă ăна/ Шупашкарта, Мăн Сĕнтĕрте темиçе те пулнă. Мăн Сĕнтĕрсен тăванĕ искусствăпа та питĕ çывăх. Раççей патшисен кун-çулĕ çинчен кĕнекесем çырать. Вĕсенчен пĕрне — «Семья государя» ятлине — Илья Петровича парнеленĕ. Хăйне те пушă алăпа яман — Мăн Сĕнтĕр пейзажĕллĕ картинăсемпе ăсатнă.

Илья Афанасьев хăй пурăнакан хутлăхăн илемĕпе мăнаçланать, ăна хăйĕн ĕçĕсене куçарать. Чунне мĕн канăçсăрлантарать? Çут çанталăк илемне çÿп-çаппа варалани.

 

«Тури чăвашсен музейĕ»

Çапла ятпа çÿреме пуçланă 2011 çулта районти историпе таврапĕлÿ музейĕ. Сăмах май, аваллăх управçи хăй те истори пĕлтерĕшлĕ çуртра вырнаçнă: ăна 1905 çулта шкул валли хăпартнă.

Музей астăвăм залĕпе уçăлать. Унпа паллашнă май Муркаш çыннисемшĕн савăнатăп: пур енĕпе те маттур вĕсем. Акă музей директорĕ Татьяна Ермолаева Орининти Ксения Григорьева çинчен каласа кăтартрĕ. «Красное Сормово» колхоз доярки вăрçă çулĕсенче патшалăха 12 пин тенкĕ тата 23 пăт тырă панă. Çав нухратпа çар техники тума усă курнă. Сăмах май, Ксения Григорьева — республикăра вăрçăччен Хисеп орденне тивĕçнĕ пĕрремĕш хĕрарăм.

Исетерккĕри Татьяна Николаева шăпи те чуна пырса тивет. Сакăр ывăлне вăрçа ăсатнă, тăваттăшне кĕтсе илеймен. Таврăннисенчен те иккĕшĕ сурансене пула часах çĕре кĕнĕ. Паттăр салтаксен амăшĕсен сăнарĕ пирĕн чĕрере упранĕ. Татьяна Николаевна ячĕпе тăван ялĕнче Анне-палăк çĕкленнĕ.

Этнографи залĕнчи чи «ватă» экспонат — чăваш хĕрарăмĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнче çĕленĕ кĕпи. Ăсчахсем палăртнă тăрăх — кĕпе çинчи тĕрĕсене илемшĕн, эрешшĕн кăна вырнаçтарман, вĕсем ача амăшне усал вăйсенчен сыхласа тăнă. Сурпансем, масмаксем йăх талисманĕсем шутланнă. Сурпан çинчи руна çырулăхĕпе кĕвĕ калама та пулать-мĕн. Пĕр масмак çинчи тĕрре теприн çинче тупаймăн. Унта — пĕр йăх çинчен çеç «çырса» кăтартнă. Ыттисен — хăйсен шăпи, хăйсен тĕрри.

Тури чăвашсен пурнăçне туллинрех уçса пама вырăнти халăхăн авалхи хатĕрĕсем, Петр Мазуркин алă ăстин йывăçран касса кăларнă кĕлеткисемпе савăт-сапи, Чăваш наци музейĕн «Чăваш аваллăхĕ» куçса çÿрекен куравĕ пулăшаççĕ.

 

Сурăм çăлтăрĕ

Çапла калассăм килет чăвашсен пĕрремĕш «Шывармань» оперин авторĕ Федор Васильев пирки. Муркашсем хăйсен ентешне манмаççĕ. Унăн музейĕ пилĕк çул каялла Вăрманкассинчи пуçламăш шкул çуртĕнче уçăлнă. Ăна хута яма 2010 çулта ЧР Президенчĕн грантне тивĕçни пулăшнă.

Палăртса хăвармалла: музей фондĕнчи 1290 экспонатăн пысăк пайĕ чăвашсен паллă ÿнерçи Николай Яковлев Панклире йĕркеленĕ историпе таврапĕлÿ музейĕнчен. Унти çурт кивелсе юрăхсăра тухнипе Вăрманкассине куçарма тивнĕ.

Музей ертÿçине Надежда Яковлевăна пĕр вĕсен çеç пур экспонат пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр. Ун пеккисем темиçе те кунта: Федор Васильев композиторсăр пуçне Хурăнкассинчи Юрий Скворцов çыравçăпа, Кивĕ Матекре кун çути курнă, Тюмень облаçĕнче Социализм Ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ Поликарп Прокопьевпа, Вăрманкасси шăпчăкĕпе Виталий Гордеев юрăçпа çыхăннă документсем. Надежда Николаевна пире фашист пульлине те кăтартрĕ. Тури Панклири Иван Гавриловăн кĕлеткинче пулнă вăл. Çапăçура йывăр аманнăскер госпитальте нумай выртнă, малалла сипленме ăна тăван килне янă. Шăпах çĕрме пуçланă суранран тухса ÿкнĕ те çакскер. Салтак çав-çавах ура çине тăнă, фронта тепĕр хут тухса кайнă, анчах текех Панклие таврăнайман. Хĕрĕ Елизавета Ивановна упраса хăварнă та тăшман пульлине. Халĕ вăл та çук ĕнтĕ, анчах ашшĕне инкек кăтартнă экспонат упранĕ. Кун пек инкек пирĕнпе урăх нихăçан та ан пултăрччĕ тесе аса илтерсе тăрĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика