01 февраля 2014 г.
Çĕр участокĕсемпе куçман пурлăх объекчĕсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртни Чăваш Республикин инвестици туртăмне ÿстерессе шантарать. Чăваш Республикин инвестици туртăмĕ ÿссен çакă Муркаш аталанăвĕ çинче те палăрмасăр юлмастех.
Республика Пуçлăхĕ иртнĕ çулсенче «Чăваш Республикинче куçман пурлăха патшалăх учетне тата çĕр участокĕсем тĕлĕшпе патшалăх кадастр учетне илессине вĕçлемелли хушма мерăсем çинчен» Указ йышăннăччĕ. Çак ĕçсемпе пĕрле паянхи пурнăçа кадастр хаклавĕ ăнлану кĕчĕ.
Çĕнĕ Раççейри çĕр реформисем 1991 çулта пуçланчĕç. Вĕсем çĕр тĕлĕшпе патшалăх монополине пĕтерчĕç. Пулса тухнă лару-тăрура кашни гражданин çĕр участокĕ туянса вĕсен хуçи пулса тăчĕ. Çакăнпа пĕрлех çĕршĕн тÿлесси, çĕр рынокне йĕркелесси тата унăн инфраструктурине аталантарасси малалла утăмларĕ.
Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн усă куракан çĕршĕн тÿлесси çĕр налукĕ шутланать. Ăна харпăрлăхра çĕр тытакан граждансемпе предприяти-организацисем тÿлеççĕ. Çак ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлассишĕн тăрăшса юлашки çулсенче республикăра вăл е ку харпăрлăхри çĕрсен кадастр хаклавне палăртассипе анлă ĕçсем пычĕç.
2013 çулта республикăра çĕр кадастрĕн хаклавне 3 категорие пайларĕç: халăх пурăнакан вырăнти çĕрсем, промышленность предприятийĕсем вырнаçнă тата ятарлă пĕлтерĕшлĕ çĕрсем, уйрăмах сыхламалли территорисемпе объектсен çĕрĕсем. Хак панă çĕр участокĕсен хисепĕ 600 пине яхăн. Хакланă çĕрсен ытларах пайĕ - халăх пурăнакан вырăнсем. Çавăнпах вĕсем çынсен ытларах пайне пырса тивеççĕ.
Çÿлерех асăннă çĕрсем тĕлĕшпе ирттернĕ патшалăх кадастр хаклавĕн пĕтĕмлетĕвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсемпе çирĕплетнĕ. Вĕсем 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç. Çапла вара 2015 çулта çĕршĕн 2014 çулхи тÿлев виçине çĕнĕ кадастр хакĕпе тÿлеме тивĕ.
Çĕрсен кадастр хаклавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикинчи влаç органĕсен порталĕнче (wwwĕcapĕru) «Законодательство» уйрăмра паллашма пулать. Çавăн пекех хăвăра хумхантаракан çак ыйтусем çине эсир Чăваш Республикинчи Росреестр Управленийĕн сайтĕнче те (wwwĕto21ĕrosreestrĕru) хурав тупма пултаратăр.
Муркаш район территорийĕнче 2007 çулхипе танлаштарсан çĕр участокĕсен пур ушкăнĕсем тĕлĕшпе те кадастр хакĕ ÿсрĕ: сахал хутлă çуртсем (вăл шутра харпăр хăйĕн çурт-йĕрĕ те) валли - 4,1 хут* гаражсемпе автостоянкăсем валли - 3 хут* дачăсемпе садсем тата пахчасем тытма - 8 хут* магазинсемпе суту-илÿ павильонĕсем, кафесемпе йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен предприятисем тĕлĕшпе - 2,1 хут* коммерци фирмисен офисĕсем валли - 3,6 хут* промышленность объекчĕсемшĕн - 5 хут.
Нумайăшĕ шутламан та пулĕ, çĕрсен хаклавĕ коммерциллĕ предприятисене çеç мар, харпăрлăхра çĕр тытакан граждансене те пырса тивет.
Кадастр хаклавĕн кăтартăвне çĕнĕрен пăхса тухма çаксем пулмалла: çĕр участокĕ тĕлĕшпе тĕрĕсмарлăхсем пурри, çĕр участокĕ тĕлĕшпе хаклав ирттернĕ кун тĕлне рынок хакне çирĕплетни. Çĕрĕн рынок хакĕпе кадастр хакĕ нихăçан та пĕр килмĕç.
Паян вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн кадастр хаклавне тепĕр хут пăхса тухма та май пуррине палăртса хăвармалла. Çак ĕçе çĕрĕн хаклав кăтартăвĕсене куçман пурлăхăн патшалăх кадастрне кĕртни 6 уйăх çитиччен пурнăçлама ирĕк пур.
М. ИВАНОВА,
управлени ертÿçине пулăшаканĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"