2013 çул хыçа юлчĕ. Çĕнĕ 2014 çул вара Раççей Федерацийĕнче пурăнакансемшĕн Культура çулталăкĕ пулать. Ку çул районшăн тата тепĕр пысăк паллă событипе палăрса тăрать: кăçал Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитет. Мĕн кĕтет Культура çулталăкĕнче районта пурăнакансене; Çак тата унпа çыхăннă ытти ыйту тавра калаçрăмăр та ĕнтĕ эпир район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçипе Е. Черновăпа.
- Елена Геннадьевна, чи малтанах иртнĕ 2013 çул çинче кĕскен чарăнни вырăнлă пулĕ. Мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç культура сферинче; Мĕнпе асра юлчĕ вăл районта пурăнакансемшĕн?
- Кирек епле отрасльти пекех культура сферинче иртнĕ çул чылай улшăну пулса иртрĕ. Чи асра юлмалли самант вара Мăн Сĕнтĕрте çĕнĕ информаципе культура центрĕ хута кайни пулчĕ. Юлашки çулсенче республикăра çĕнĕ Культура çурчĕ хута кайни урăх ниçта та пулман.
Тепĕр палăрăмлă самант та асăннă информаципе культура центрĕпех çыхăнчĕ. Мăн Сĕнтĕрсем Раççей Федерацийĕн Культура министерстви ирттернĕ «Ял тăрăхĕсен территорийĕнче вырнаçнă чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕсен тата вĕсен ĕçченĕсен» конкурсĕнче «Чи лайăх кану центрĕ» номинацинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç: 100 пин тенкĕ грант çĕнсе илчĕç. Асăннă суммăна çĕнĕ информаципе культура центрĕ валли çутăпа илемлетмелли оборудовани илнĕ çĕре ячĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерстви çавăн пекех икĕ сасăллă професси çыннисем усă курмалли çÿллĕ шайри баян парнелерĕ. Юлашки çулсенче кун пек çĕнĕ музыка инструменчĕсем района килни пулманччĕ-ха.
Культура вучахĕ вăл чăннипех те культура вучахĕ пулмалла. Ял çыннисен унта пырсан чун уçăлтăр, вĕсен унта чун турттăр. Шел пулин те, пирĕн районти пур культура учрежденийĕ те культура учрежденийĕсен шайне лараççĕ тесе калас килмест. Иртнĕ çул районти культура учрежденийĕсен юлашки 5 çулти ĕçĕн эффективлăхне тишкерме районта ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр. Унта депутатсен районти Пухăвĕн тата ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем, район администрацийĕн капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управленийĕн, БТИ, РФ Шалти ĕçсен министерствин пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн, пушар хуралĕн, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн специалисчĕсем кĕчĕç. Вĕсем вырăна тухса клубсене тишкернĕ хыççăн оптимизаци планне кĕртнĕ 15 культура çуртĕнчен 10-шĕ кĕчĕ. Вĕсен йышĕнче: Чурикассинчи, Кăпасри, Чăршăри, Платкассинчи, Якаткассинчи, Кÿстерекри, Панклири, Тушкассинчи, Мăн Хураçкари, Чураккассинчи клубсем.
Çакна та каласа хăварас килет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем культура учрежденийĕсене оптимизацилес ыйту çине пысăк ответлăхпа пăхрĕç. Çавăнпа та вĕсенчен хăшĕсем ялти клубсем чăннипех те культура вучахĕ пулччăр, вĕсене çапла майпа сыхласа хăварас тесе вĕсене юсаса çĕнетрĕç. Ку енĕпе уйрăмах манăн Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхне А. Волкова ырăпа асăнса хăварас килет. Кунта вăл тăрăшнипе, информаципе культура центрĕн директорĕ çине тăнипе Мулкачкассинчи клуба юсарĕç. Вырăнти укçа-тенкĕпе, халăхпа пĕрле туса ирттерчĕç çак ĕçе. Мулкачкассинче пултарулăх коллективĕ те тăрăшса ĕçлет, ял çыннисем йышлă çÿреççĕ унта.
Çавăн пекех Ярославка ял тăрăхĕнчи Чемейри клуб валли те котельнăй туса лартрĕç.
Культура учрежденийĕсем 2012 çулта уйрăм юридически лицосем пулса тăчĕç. Çавăнпа та информаципе культура центрĕн ертÿçисем вырăнти укçа-тенкĕпе май килнипе юсав ĕçĕсем тăвас тесе тăрăшрĕç. Ку енĕпе Ильинкăри информаципе культура центрне, Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăна ырăпа асăнса хăварас килет.
Ярапайкассинчи, Шурчари информаципе культура центрĕсене юсарĕç. Шурчара ку ĕçе ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă майпа аталантармалли программăна кĕртсе пурнăçларĕç. Çавăн пекех Москакасси ял тăрăхĕн администрацийĕ кунти информаципе культура центрне юсама укçа-тенкĕ уйăрса пачĕ, юсав ĕçĕ туса ирттерчĕç кунта та. Районта пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе ытти ĕçсем те туса ирттертĕмĕр.
Кашни çын ĕçре тивĕçлĕ ĕç укçи илесшĕн. Кунта вара ĕçе пысăк пахалăхлă тăвасси тĕп вырăнта пулмалла. Иртнĕ çул çулталăк тăршшĕпех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи Указĕсене пурнăçлас тесе тăрăшрăмăр. Тапхăрăн-тапхăрăн культура ĕçченĕсен ĕç укçине хăпартрăмăр. Çапла майпа вăл районти вăтам ĕç укçин 60 процентне çити хăпарчĕ. Кăçал ку кăтарту 67,1 процентпа танлашмалла. 2018 çул тĕлне вара районти вăтам ĕç укçин шайне çитмелле.
Культура учрежденийĕсем иртнĕ çул тÿлевлĕ пулăшу парас енĕпе те сахал мар ĕçлерĕç. Пурĕ 605 пин тенкĕлĕх тумалла пулсан ку ĕçе, 678 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă.
Пĕтĕмĕшле вара культура учрежденийĕсенче çынсен пушă вăхăтне усăллă ирттерессипе мĕн палăртнине пурнăçласа пыраççĕ.
- Культура çулталăкĕ пуçланчĕ ĕнтĕ. Мĕнлерех иртĕ вăл?
- Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев та çулталăк пуçламăшĕнчех чи малтан культура ĕçченĕсемпе тĕл пулса Культура çулталăкĕнче мĕн туса ирттермеллине палăртрĕ. Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче тата ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра унти коллективсемпе тĕл пулчĕ. Мĕн тумаллине сÿтсе явнă май Культура çуртне реконструкцилес ыйтăва та хускатрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку енĕпе çĕнĕ культура учрежденийĕ тума çĕнĕ проект туни вырăнлăрах пулнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен паянхи Культура çурчĕ те кивĕ, ăна пысăклатма та вырăн сахал. Районта сахалтан та 300 вырăнлăх культура учрежденийĕ кирлĕ. Ку ыйтăва депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсемпе çитес вăхăтрах сÿтсе явмалла. Ростислав Николаевич çавăн пекех кăçал художество пултарулăх коллективĕсен сцена çине тухмалли тумтирне улăштармаллине те палăртрĕ.
Районта Культура çулталăкне ирттерме ятарлă ĕç планне хатĕрленĕ, ĕç ушкăнне йĕркеленĕ. Унта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе туса ирттермелли ĕçсене, чи лайăх культура учрежденине суйласа илессипе конкурс ирттерессине те кĕртнĕ.
Культура çулталăкĕнче çавăн пекех культура ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерессипе малалла тимлĕпĕр. Чи пултаруллисене тĕрлĕ шайри наградăсем кĕтеççĕ. «Чи лайăх культура ĕçченĕ», «Чи лайăх культура учрежденийĕ», чи лайăх театр пĕрлешĕвне суйласа илме «Театр тумли - 2014», тĕрлĕрен сувенир продукцийĕ хатĕрлессипе конкурссем ирттерме палăртнă. Ÿнер искусствине тата декоративлă прикладной искусствăна аталантарас тĕллевпе «Тăван ен кĕввисем», тĕрлĕрен сувенир хатĕрĕсен «Ÿс, çĕклен, Муркашăмăр» конкурссене ирттерĕпĕр. Ырă йăлапа художество пултарулăх коллективĕсен «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен» фестивалĕ те искусствăна юратакансене культура учрежденийĕсене йыхравлĕ. Тĕрлĕрен ыр кăмăллăх акцийĕсем те пулаççĕ.
Çавăн пекех культура ĕçченĕсем халăх хушшинче туса ирттерекен ĕçсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче те паллаштарсах тăрăпăр.
Çавăн пекех планра культурăна, ырă йăласене сыхласа хăварса малалла аталантарассипе наукăпа практика конференцийĕсем, çавра сĕтел хушшинче калаçусем, пултарулăх каçĕсем иртмелле, тĕрлĕрен фестивальсем пулмалла. Вĕсен шутĕнче – «Культура пире пĕрлештерет» наци культурин фестивалĕ, ачасен пултарулăхĕн «Талантсен салючĕ» фестивалĕ, «Профи - 2014» професси конкурсĕ, эстрада юррисен «Хаваслă сасăсем» конкурсĕ, «Пултарулăх бульварĕ», «Музейри каç», «Библиокаç», «Ташлакан ял» фестивальсем те питĕ интереслĕ иртмелле. Тата ытти конкурс та нумай пулĕ кăçал. Районти «Акатуй» уяв та Культура çулталăкĕнче анлă та интереслĕ пулĕ. Тĕрлĕрен паллă çынсемпе пултарулăх каçĕсем те сахал мар пулĕç кăçал.
Культура çулталăкне вара хаваслă лару-тăрура январĕн 31-мĕшĕнче уçатпăр.
- Кăçал пирĕн Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитет. Ăна халалланă мероприятисем районта пуçланнă ĕнтĕ. Тата мĕнлерех самантсемпе асра юлĕ район юбилейĕ районта пурăнакансемшĕн?
- Районăн 70 çулхи юбилейне хатĕрленсе ирттерме ятарлă йĕркелÿ комитетне туса хунă. Ĕç планне те çирĕплетнĕ. Тĕрлĕрен конкурссем, фестивальсем, тематикăллă каçсем нумай кĕртнĕ плана. Унпа килĕшÿллĕн район 70 çул тултарнине халалланă мероприятсем районта пуçланнă ĕнтĕ. Юбилей çулталăкĕнче тĕрлĕрен професси çыннисен уявне, ытти мероприятие анлă ирттермелле. Вĕсенче çав сферăсенче ĕмĕрĕпех ĕçленĕ, халь тăрăшса ĕçлекенсене халăхпа пĕрле чысламалла.
Çулталăк тăршшĕпех тăван яла, района илемлетес тесе аллейăсемпе парксем чĕртессипе те ĕçлемелле.
Юбилей çулталăкĕнче Муркаш районĕ, унăн ĕçчен çыннисем çинчен каласа паракан кĕнеке кăларма материалсем пуçтарассипе ĕçлĕпĕр.
Ĕç планĕнче конкурссем, фестивальсем ирттерме палăртнă. Вĕсене ватти-вĕтти йăлтах хутшăнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче патриотизма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Пирĕн Муркаш районĕ паллă çынсемпе тата вырăнсемпе пуян. Эпир чи ватă юман хамăр район территорийĕнче пулнипе, Ильинка ял тăрăхĕнчех шыв сикки пуррипе савăнатпăр. «Гузовский культури» çут çанталăк палăкĕ те çак ял тăрăхĕнчех. Çуткÿл, Ильинка ял тăрăхĕнче авалхи металлурги горнĕ, арçынсен Александро-Невски мăнастирĕ, Исетерккĕре Т.Н. Николаевăна халалласа лартнă тата Йÿçкассинчи Амăшĕн палăкĕсем, Н.В. Никольский паркĕ, Шурчари халăх пăлхавĕнче инкек тÿснисене халалласа лартнă палăк - çаксем йăлтах пирĕн района пуянлатаççĕ, чыс кÿреççĕ. Пирĕн вĕсем çинчен çитĕнекен ăрăва, килекен хăнасене каласа памалла. Çавăнпа та кăçалтан пуçласа районта туризма аталантарма тĕллев лартнă. Ку ĕçе культурăпа архив ĕçĕсен пайĕ йĕркелесе пырĕ.
РФ Президенчĕ В.В. Путин Федераллă Пухăва, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев та хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсенче нравственность, халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварса ăна аталантарассине, çав никĕс çинче çитĕнекен ăрăва воспитани парассине палăртсах калаççĕ. Халăх хушшинчи туслă çыхăнусене çирĕплетмелли çинче чарăнаççĕ. Культура çулталăкĕнче ирттерекен мероприятисене, каларăм ĕнтĕ, эпир ачасемпе çамрăксене анлăн явăçтарма шутлатпăр. Çÿлерех асăннă конкурссем йăлтах çакăн çинчен калаççĕ.
Пирĕн район ĕлĕкренпех юнашарти Мари Эл Республикинчи Горномарийски районĕпе туслă çыхăнура пулнă. Кăçал Культура çулталăкĕнче асăннă отрасльте пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, туслă çыхăнăва татах та çирĕплетес тĕллевпе килĕшÿ тума шутлатпăр.
Кăçал эпир художество пултарулăх коллективĕсене республика тулашне тухса çÿреме тивĕçлĕ условисем туса парассипе тимлеме палăртатпăр.
Муркаш районĕ тури чăвашсен районĕ шутланать. Пирĕн районти тури чăвашсен музейĕ те республикăри тури чăвашсен историйĕпе культури çинчен каласа паракан пĕртен-пĕр музей. Çавăнпа та кăçал хамăрăн тури чăвашсен историне тĕпчессипе, унăн культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварассипе, малалла аталантарассипе анлăн ĕçлĕпĕр.
Культура вăл культура учрежденийĕсенчен мар, чи малтанах пирĕн хамăрăн чун-чĕререн пуçланать. Çавăнпа та пирĕн чун-чĕрепе илемлĕ пулмалла. Кулленхи ĕçре культура ĕçченĕсем вара шăпах ку енĕпе çынсен чун тĕнчине çутăрах та анлăрах тăвассипе тимлеççĕ. Çавăнпа та Владимир Владимирович Путин хăйĕн Çырăвĕнче каланă пек, халăхăн тавра курăмне анлăлатассипе, чун-чĕре пуянлăхне ÿстерессипе ĕçлемелле. Республика Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев та хăйĕн Çырăвĕнче Чăваш Республикин хальхи вăхăтри культура политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл – çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, хăйĕн ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса парасси çинчен калать. Культура вучахĕсем шăпах çавăн пек шкулсем пулса тăраççĕ те. Çавăнпа та культура ĕçченĕсен халăх чун-чĕрине сиплессипе, ăна пуянлатассипе паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлемелле.
- Тавах, Елена Геннадьевна, калаçушăн.