10 января 2013 г.
Çĕнĕ çулăн тăватă кунĕнче Президентăн перинаталь центрĕнче çут тĕнчене 36 пепке килнĕ, вĕсенчен 5-шĕ - хăйсен çемйисенчи виççĕмĕш ачасем. Çав пилĕк тĕпренчĕке тата вĕсен амăшĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрĕ Лариса Игнатьева тата ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова саламланă.
Çамрăк хĕрарăмсемпе калаçнă май Лариса Юрьевна патшалăх нумай ачаллă çемьесене хÿтĕлес енĕпе пархатарлă нумай ĕç тунине, социаллă çав пулăшу çултан çул ÿссе пынине палăртнă. Федераци шайĕнчи амăшĕн капиталĕн суммине 2013 çулта 408960 тенке çитернĕ. Чăваш Енри çемьесем 2012 çултан виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратсан республикăри амăшĕн капиталне - 100 пин тенке - тивĕçеççĕ, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне çавăн пекех çĕр лаптăкĕ уйăрса параççĕ.
Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕпе 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çемьере çуралнă виççĕмĕш е ун хыççăнхи пепкесемшĕн уйăхсерен ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ пособи тÿлеççĕ. Кăçалхи кăрлачра унăн сумми 5504 тенкĕпе танлашать.
Уяв кунĕсенче Светлана Ткаченко виççĕмĕш тĕпренчĕкне пурнăç парнеленĕ. Пĕчĕк Егор çемьене 500 пин ытла тенкĕлĕх капитал илсе килнĕ. «Унсăр пуçне ачашăн уйăхсерен пособи парса пулăшнине те пĕлнĕ-ха эпĕ, - тет телейлĕ хĕрарăм. - Паллах, чун тĕпренчĕкĕсене укçашăн çуратман. Апла пулин те çакнашкал пулăшу йышлă чылай çемьешĕн питĕ вырăнлă».
Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрĕ Лариса Игнатьева çамрăк амăшĕн шухăшне ырласа: «Ачасем юратура çуралаççĕ. Чи пĕлтерĕшли - çемьесем телейлĕ пулччăр, ывăл-хĕр сывă çитĕнтĕр», - тенĕ.
Алла Самойлова министр, Президентăн перинаталь центрĕн тин çуралнисен интенсивлă терапийĕн тата реанимаци уйрăмĕн ертÿçи Ирина Виноградова хăнасене сиплев учрежденийĕн ĕç-хĕлĕпе, сывлăх сыхлавĕн модернизаци программи тăрăх туяннă кăткăс оборудованин мелĕсемпе паллаштарнă.
Лариса Юрьевна медицина ĕçченĕсен тăрăшулăхне тивĕçлипе хакласа çак ырлăх- пурлăх пĕтĕмпех ачасем валли пулнине çирĕплетнĕ.
Источник: "Хыпар"