Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » УЭК - пурне те

30 декабря 2013 г.

   

 

2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа универсал электрон карттăна пĕтĕм граждана - УЭК илесси пирки е ăна хирĕçлесе ыйту çырманнисене - параççĕ. Çакăн пирки калакан улшăнусене федерацин "Патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене парассине йĕркелесси çинчен" саккунне РФ Патшалăх Думи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Аса илтеретпĕр: "Универсал электрон карттă" проект Чăваш Енре, çĕр-шывăн ытти кĕтесĕнчи пекех, 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕме пуçланă. Хальхи вăхăтра карттăна çын заявлени çырсан параççĕ.

УЭК Чăваш Ене федерацин икĕ хушăмĕпе - идентификаци /СНИЛС тата ОМС/ тата банк хушăмĕсемпе - килет. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен унта регион - транспорт - хушăмне автомат мелĕпе çыраççĕ. Унпа Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çеç мар, пĕтĕм республика территорийĕнче усă курма май килет. Çыннăн кăмăлĕ пур тăк УЭКа электрон мелпе алă пуснине кĕртеççĕ, унпа документсене алă пусма тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пулать /карт-ридер урлă/.

Хальхи вăхăтра республикăра карттăна паракан тата заявлени йышăнакан 13 пункт ĕçлет. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче тата Муркашпа Шупашкар районĕсенче вырнаçнă. Карттăна 5 çуллăха параççĕ. Ăна илес тĕллевпе заявлени çыраканăн хăйпе пĕрле паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви /СНИЛС/, обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ кирлĕ. Карттăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлесе параççĕ. Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 13,8 пин çын УЭК илмешкĕн заявлени çырнă, 2,4 пинĕшĕ унпа усă курать ĕнтĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика