29 декабря 2012 г.
Раççейре универсаллă электронлă карттăсене тÿлевсĕр майпа граждансене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пама пуçлаççĕ. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ иккĕмĕш вулавпа ытларах сасăпа «Универсаллă электронлă картта çинчен» Саккун проектне йышăннăччĕ. Вăл республика территорийĕнче УЭК туса хатĕрлессин, парассин тата пăхса тăрассин ĕçне-хĕлне йĕркелет. Республика Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Медицина информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденийĕн уполномоченнăй организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх 2013 çулта универсаллă электронлă карттăсене 1 пин ытла штук кăларма палăртаççĕ.
Çемьере иккĕмĕш тата хыççăнхи ача çуралсан паракан ача амăшĕн капиталĕн виçи 408961 тенкĕпе танлашĕ. Унăн сумми 2012 çулхипе танлаштарсан 21 пин ытла тенкĕ ÿсет. Аса илтеретпĕр: 2007 çулта ача амăшĕн капиталĕн сумми 250 пин тенкĕ пулнăччĕ.
Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн штрафĕсем самай ÿсеççĕ. Уйрăмах çакна ÿсĕрле руль умне ларакан водительсем тĕлĕшпе палăртмалла. Акă унччен ÿсĕрле руль умне ларнăшăн водитель удостоверенийĕсĕр тăрса юлнă çын татах руль умне ларчĕ пулсан е медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмесен ăна 50 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ тата административлă майпа арестлеççĕ е 100 сехетрен тытăнса 200 сехет таран обязательнăй ĕçсене явăçтараççĕ. Ÿсĕрле руль умне лартăн пулсан 50 пин тенкĕ штраф тÿлеме тата 3 çуллăх водитель удостоверенийĕсĕр тăрса юлма тивĕ (халĕ 2 çул таран удостоверенисĕр хăвараççĕ). Ÿсĕр çынна руль шанса панăшăн 50 пин тенкĕ штрафлĕç е 3 çуллăх удостоверенисĕр хăварĕç. Ÿсĕр пулнине палăртма медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшменшĕн 50 пин тенкĕ штраф парĕç е 5 çул таран удостоверенисĕр хăварĕç (халĕ 1, 5 – 2 çуллăх удостоверение туртса илеççĕ).
Предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕн уйрăм тĕсĕсемпе çыхăннисем валли налук тÿлемелли патент системи вăя кĕрет.
Раççейре пурăнакансен чи пĕчĕк ĕç укçи шайĕ 600 тенкĕ ÿсет, январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5200 тенкĕпе танлашать. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк минимум виçи вара халĕ 6900 тенкĕпе танлашать. 1 млн. та 300 пин çыннăн ĕç укçи пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк минимумран сахалрах.
Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2011 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче йышăннă 402-ФЗ " «Бухгалтери учечĕ çинчен» Федераллă саккун вăя кĕрет. Унти пысăк çĕнĕлĕхсенчен пĕри – налук хумалли ансатлатнă системăпа усă куракан организацисем те малашне бухгалтери учетне туса пыма тивĕç пулни.
Суд приставĕсем сĕннипе РФ Патшалăх Думин депутачĕсем административлă кодекса тата «Исполнительнăй наказани çинчен» Саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса штрафсене тÿлеменшĕн парăмçăна обязательнăй обществăлла ĕçсене хутшăнтарма пултараççĕ.
Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей поликлиникисемпе больницисем саккунлă йĕркепе тÿлевлĕ медицина услугисемпе тивĕçтерме пултараççĕ. Кун пирки саккун йышăннă пулин те, асăннă ыйту тавра дискуссисем вĕçленмеççĕ-ха. Çынсем тăрук хаксем ÿссе каясран, тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕн тĕсĕсем вара чакасран шикленеççĕ.
Уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕсен (ЕДВ) виçине 5, 5 процент ÿстерме пăхнă. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăл ветерансен 2500 тенкĕпе, инвалидсен 2000 тенкĕпе танлашĕ.
Республикăра 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çемье членĕ пуçне тупăш виçи пурăнма кирлĕ минимумран сахалрах тивекен çемьесене çемьере виççĕмĕш тата хыççăнхи ача çуралсан уйăхсерен укçа тÿлеме тытăнаççĕ. Хальхи вăхăтра пĕр çын пуçне минимум виçи 5276 тенкĕпе танлашать. Ăна ача виçĕ çул тултариччен тÿлесе тăрĕç. Унăн виçи ачасен пурăнма кирлĕ минимумĕпе танлашĕ. Сăмахран, республикăра халĕ вăл пĕр ача пуçне 5202 тенкĕпе танлашать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"