Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

26 октября 2013 г.

 

Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă

Хальхи вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕн куллен вуншар ыйту татса пама тивет. Ростислав Тимофеев октябрĕн 24-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн ыйтăвĕсем пирки сăмах пынă, районти промышленноç, ял хуçалăх аталанăвĕн, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин, çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесе çитерессин ыйтăвĕсем çинче чарăннă.

Канашлу – вырăна тухса

Муркашра лицей пулнă çуртран ача сачĕ тăвас ĕçсем малалла пыраççĕ, анчах та «Мера» чикĕллĕ яваплăхлă общество пурнăçлакан реконструкци ĕçĕсем вăраха тăсăлаççĕ. Ĕç графикпа палăртнинчен кая юлса пырать. Паянхи куна кунта çурт тулашĕнчи ĕçсем вĕçленнĕ, тепĕр подрядчик çурт таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе тимлет.

Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе иртнĕ юн кун Муркашра ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Н. Димитриева пулнă. Вырăна тухса ирттернĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, район администрацийĕн управленипе пай ертÿçисем В. Никитинпа З. Дипломатова хутшăннă. Реконструкципе «Мера» е урăх общество ĕçлесси çивĕч калаçу çуратнă.

Хăрушсăрлăх пĕлтерĕшлĕ

Çак эрнере районта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен комиссин чертелĕ анлă ларăвĕ иртнĕ. Районти ертÿçĕсене, шкул директорĕсемпе ача сачĕсен ертÿçисене, муниципалитет заказĕпе пассажирсем турттаракан предприяти ертÿçисене явăçтарнă ларăва Чăваш Республикин ГИБДД управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ О. Федоров та хутшăннă. Ларура çул-йĕр хăрушсăрлăхне асăрхаттарассишĕн яваплă пулса тăракан тĕрлĕ субъектсен ĕçне тишкернĕ.

Республикăн тĕллевлĕ программине улшăнусем кĕртнине пула ГИБДД управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ О. Федоров районăн «2013–2020 çулсенче Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстересси» муниципалитетăн тĕллевлĕ программине тепĕр хут пăхса тухма кирлине пĕлтернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев асăннă программа мĕнле пурнăçланнине уйăх вĕçлениччен тишкерме тата çитменлĕхсене пĕтерме ыйтнă.

Аса илÿ каçĕнче

Ермак ялĕнче çуралса ÿснĕ Георгий Мешаков композитор 60 çул тултарнине халалласа Ярапайкасси ял тăрăхĕнче аса илÿ каçĕ иртнĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Романов композиторăн ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне халалласа кĕнеке кăларнă. Уяв каçĕнче çак кĕнекен презентацийĕ те пулнă.

Уява ял-йышпа пĕрле районти, республикăри паллă композиторсем чылаййăн хутшăннă. Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Павлов уява йĕркелекенсене тата ял-йыша тав туса кун пек мероприятисем халăха кирлине тата пĕлтерĕшлине палăртнă.

Пĕрисен – кĕпер, теприсен – хапха

Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкасси ялĕн тĕп урамне Екремеккипе çыхăнтаракан тахçанах япăхма пуçланă кĕпере юсама халăх йышлăн тухнă. Кĕпере юсассинче ял старости В. Калинин пуçаруллă пулнă. Ĕç докуменчĕсене хатĕрлесе, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А. Волковпа пĕр чĕлхе тупса лава вырăнтан тапратнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çак ĕçе пурнăçлама 25 пин тенкĕ уйăрма пултарнă. Мулкачкассисем халĕ çĕнĕ кĕперпе мухтанма та пултараççĕ.

Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Кĕртекассисем вара ял хапхи çĕрĕшнĕрен ăна юсаса çĕнетес ыйтупа ял тăрăхĕн администрацине тухнă. Администраци кирлĕ хатĕрсем туянса панă, ĕçе пурнăçлакана та тупнă. П. Константинов çĕнĕ хапхана часах туса пĕтернĕ, сăрласа хăт кĕртнĕ.

Ачасен сывлăхĕ – тĕп вырăнта

Районти тĕп больницăра вăй хуракан сывлăх хуралçисен канашлăвĕ иртнĕ. Унта участок терапевчĕсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен врачĕсем, уйрăм специалистсем, фельдшерпа акушер пункчĕсен фельдшерĕсем, медицинăн вăтам персоналĕ хутшăннă. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем канашлура пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри – кăкăр ачисем тата пĕчĕк ачасем вилессине чакарасси. Кун пек кашни тĕслĕх тĕлĕшпе анлă тишкерÿ ирттернĕ. Кунпа пĕрлех диспансеризаци ирттерессин ыйтăвĕсем пирки те сăмах пынă.

Н. Николаева, В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ. 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика