Эрех ĕçессипе Раççей кăтартăвĕ тĕнчере чи пысăккисен шутĕнче. Пĕр çын çулталăкра вăтамран 15, 8 литр эрех ĕçет. Çак хисепе шутланă чухне кунта тин кăна çуралнă ачасене те кĕртеççĕ, апла пулсан тĕрĕс хисеп тата пысăкрах. Çакăн чухлĕ эрех ĕçни уйрăм çыннăн сывлăхне хавшатать кăна мар, халăха пĕтĕмĕшле пĕтерет. Ача çуратмалли ÿсĕме çитнĕ хĕрарăмсем эрех ĕçнин кăтартăвĕ те пысăк. Шел пулин те, эрех ĕçни чĕре айĕнчи ачан сывлăхĕ çине питĕ япăх витĕм кÿни пирки хĕрарăмсем питĕ сахал пĕлеççĕ. Çавăнпа пулĕ çие юлнине пăхмасăрах эрех ĕçеççĕ. Раççейре ятарлă тĕпчев ирттернĕ. Тĕпчеве хутшăннă хĕрарăмсен 54 проценчĕ ача кĕтекен хĕрарăма кăштах эрех ĕçни нимех те тумасть текен шухăша илтнĕ, 32, 5 проценчĕ вара ку чăнах та çапла тенине çирĕппĕн ĕненеççĕ иккен. Çавăнпа та пулас амăшĕшĕн эрех ĕçни мĕн тери сиенлĕ пулни çинчен паян тĕплĕнрех каласа парас килет.
Пулас амăшĕ эрех ĕçнине пула ачан психика тата ÿт-пÿ аталанăвĕнче çитменлĕхсем пулаççĕ (диагнозĕ – фетальный алкогольный синдром). Вĕсем ача çураличченех тĕвеленеççĕ, анчах ача çут тĕнчене килнĕ хыççăн палăрма тытăнаççĕ те сиплеме май çукран пурнăç тăршшĕпех пыраççĕ.
Хăйсене йĕркеллĕ тытман, эрехпе ашкăнакан хĕрарăмсене – пулас амăшĕсене – асăннă диагноз пуласси иккĕлентермест. Тахçанта пĕрре, уявсенче эрех ĕçекен пулас амăшĕсенне вара çакна палăртма йывăр. Çавăнпа та ача кĕтекен хĕрарăмсен эрех ĕçме юрамасть тени тĕрĕс, «100 грамшăн нимĕн те пулмасть» тени мар. Аталанакан ача организмне миçе грамм эрех мĕнле витĕм кÿнине палăртни çук-ха.
Паянхи куна этанол эмбрионшăн питĕ наркăмăшлине, вăл мутацие çул панине тĕпчесе çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çие юлнă хыççăн малтанхи 4 эрнере эрех-сăра ĕçни уйрăмах сиенлĕ – аталанма пуçланă ача вилме пултарать, унăн организмĕн аталанăвĕнче, уйрăмах мимепе çыхăннă пысăк çитменлĕхсем пулаççĕ. Кайранхи тапхăрта эрех ĕçни те питĕ сиенлĕ: шалти органсем йĕркеллĕ ĕçлеменнинче, ачан йывăрăшĕпе кĕлетке тăршшĕ çителĕксĕр пулнинче те эрехĕн айăпĕ пур. Каярах вара çак ачасем час-часх чирлеççĕ, аталану енĕпе те ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Амăшĕ эрех ĕçнĕ ачан пит-куçĕ те хăйне майлă, çавăнпах ăсчахсем «лицо малыша с алкогольным синдромом» ăнлава ĕçе кĕртнĕ те.
Хĕрарăм ача кĕтет пулсан е çак ĕçе планлать кăна пулсан та, унăн эрех-сăра пирки пачах та манмалла.
Ĕçекен хĕрарăм хăйĕн йăнăшне вăхăтра ăнланса ĕçме пăрахнă пулсан унăн сывлăхлă ача çуралма пултарать.
Д. Овчинникова,
акушер-гинеколог врач.