02 октября 2013 г.
Район хаçачĕн редакцине Катькас ял тăрăхне кĕрекен Шомик ялĕнче пурăнакансенчен çыру килнĕччĕ. Çыру айне алă пусакансем федерацин М–7 автомобиль çулĕ çинче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ чухне проектантсем тем сăлтавпа Шомик ялнелле пăрăнмалли çул юппи тĕлĕнче автобус чарăнмалли вырăн пăхса хуманни, çавна май Шомик ялĕнче пурăнакансен халĕ яла кайнă чухне автобусран тухсан 2 километр çул хĕррипе утма тивни, çул урлă каçмалли вырăн çук пирки тепĕр енчи масар çине каяс пулсан та çаврăм тума лекни, кунпа пĕрлех ялта ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе çитменлĕхсем пурри пирки хыпарлаççĕ.
Шомик ялĕнче пурăнакансене шывпа тивĕçтересси пирки район администрацийĕнчен хурав илтĕмĕр:
«Ялта пурăнакансене шывпа тивĕçтерессин ыйтăвне хальхи вăхăтра час-часах сÿтсе яваççĕ. Халĕ вăйра тăракан законодательствăпа палăртнă тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен потребительсене услугăсемпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ харпăрлăх формипе ĕçлекен предприятисемпе килĕшÿ тума полномочи пур. Анчах та ялти условисенче потребительсене услугăсемпе тивĕçтерессипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тĕрлĕ харпăрлăх формипе ĕçлекен предприятисемпе тата уйрăм предпринимательсемпе килĕшÿсем тăвассин практики сарăлман. Шывпа тивĕçтерсе тăмалли системăна пăхса тăрассине уйрăм предпринимательсемпе предприятисене шанса панă чухне ку проблема татах ÿсет. Енчен те вĕсемпе аренда, концесси, управлени килĕшĕвĕ тăвас пулсан та лайăх еннелле улшăнусем пуласса кĕтме йывăр. Кунпа пĕрлех федерацин 131 № «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунĕн 14-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çынсене пахалăхлă услугăсемпе тивĕçтерессишĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем яваплă пулса тăраççĕ. Вырăнсенчи бюджет пĕчĕкки тата укçа-тенкĕ тупмалли ытти çăл куçсем çукки, ку тĕлĕшпе законодательство та тивĕçтерменни ял территорийĕсене хăт кĕртессипе ура хурать. Çавăнпа та мĕн пур шайри влаç органĕсен, политика партийĕсемпе обществăлла юхăмсен, массăллă информаци хатĕрĕсен тата çынсен пурин те территорисене хăт кĕртессипе çине тăрса вăй хумалла. Ялсенче политика ĕçченĕсемпе обществăлла юхăмсен участникĕсем территорисене тирпей-илем тата хăт кĕртессипе субботниксем тата ытти мероприятисем йĕркелени питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Патшалăх çине кăна шаннипе тата пур ĕçе пурнăçлама хут çине çырса ыйтнипе нимĕн те пулас çук. Ыйтусене татса парассипе конкретлă сĕнÿсем пулмалла, пур шайри бюджетсен майĕсене те шута илес пулать.
Пĕтĕмĕшле илсен пур ял тăрăхĕн проблемисем те пĕр йышши:
– çирĕп тата комплекслă экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ валли муниципалитет йĕркеленĕвĕсен экономика тытăмĕ çителĕклĕ пулманни;
– вырăнти бюджетсен хăйсен тупăш шайĕ пĕчĕк пулни;
– муниципалитет управленине йĕркелесе пыма квалификациллĕ кадрсем çитменни;
– территорисен экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн стратегиллĕ тĕп тĕллевĕсем пулманни;
– демографи проблемисем: ача çураласси, ялсенче пурăнакан çынсен шучĕ чакса пыни, ялсенче пурăнасси тата ĕçлесси çамрăксемшĕн малашлăхлă пулманни.
Ял тăрăхĕсенчи экономикăпа социаллă пурнăçа тивĕçлипе комплекслă аталантарса пыма май паман проблемăсем шутнех çаксене те кĕртмелле:
– экономикăпа социаллă пурнăçăн комплекслă аталанăвне тивĕçтерме право тата методологи тытăмĕ çителĕклĕ пулманни, муниципалитет программисене йышăнассипе тата пурнăçа кĕртессипе пĕрлехи методологи майĕсем пулманни;
– налук бази хавшакки тата ял тăрăхĕсен ăна аталантарма хавхалану çукки;
– муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи территорисен экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн прогнозĕсене туса хатĕрлеме информаципе тивĕçтересси тивĕçлĕ шайра пулманни, вăл шутра муниципалитет йĕркеленĕвĕн бюджетне пухăннă укçа-тенкĕне шута илессипе те, кунсăр пуçне муниципалитет йĕркеленĕвĕн территорийĕнче пухăнакан пĕтĕм тупăш пирки те;
– муниципалитет управленине йĕркелессипе опыт пулманни, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен экономикăпа социаллă пурнăçĕн комплекслă аталанăвĕн планĕсемпе программисене туса хатĕрленĕ тата пурнăçа кĕртнĕ чухне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсемпе тата граждансен обществăлла пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлеменни;
– ял тăрăхĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен муниципаллă йĕркеленÿсен экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарассишĕн интересленекен хуçалăх субъекчĕсемпе çыхăнса ĕçлессипе çителĕклĕ опыт пулманни тата çак çыхăнусене йĕркелессипе право хутшăнăвĕсем тивĕçлĕ шайра пулманни.
Катькас ял тăрăхĕн вара ял тăрăхĕнчи шыв уçламалли башньăсене хуçасăр тесе пĕлтерсен тĕрĕсрех пулать. Кайран вĕсене харпăрлăха çирĕплетме кирлĕ мерăсем йышăнмалла, асăннă объектсене пăхса тăма килĕшекенсене палăртма торг ирттермелле. Хальхи вăхăтра Шомик ялĕнче пурăнакансен пĕрлехи пухăвне ирттерсен тĕрĕсрех. Унта шыв уçламалли башньăсене пăхса тăрасси тата шывпа усă курнăшăн тÿлесси пирки ыйтăва татса памалла. Шывпа усă курнăшăн тÿлемелли тарифа палăртнă чухне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнчи 370 № «Об утверждении нормативов потребления коммунальных услуг по холодному и горячему водоснабжению, водоотведению и об особенностях расчета размера платы за коммунальную услугу по отоплению на территории Чувашской Республики» йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ нормативсене пăхăнма сĕнетпĕр.
Федерацин М–7 трасси тата Шомик тĕлĕнче автобус чарăнăвне тăвасси тĕлĕшпе проектантсен йăнăш çук. Çула проектпа килĕшÿллĕ тунă, вăл экспертиза витĕр тухнă. Федерацин «Федерацин çул-йĕр агентствин Чул хула – Уфа автомобиль магистралĕн управленийĕ» хысна учрежденийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ку участокра автобус чарăнăвне туманни выльăхсен масарĕ çывăхра пулнипе те çыхăннă. Район администрацийĕ ыйтăва уçăмлатма Шомик ялĕнче пурăнакансен çырăвне федерацин «Федерацин çул-йĕр агентствин Чул хула – Уфа автомобиль магистралĕн управленийĕ» хысна учрежденине ярса панă».
Сăмах май каласан Шомик ялĕнче пурăнакансем асăннă ыйтăва пĕрремĕш хут çĕклемеççĕ. Ку хутĕнче федерацин «Федерацин çул-йĕр агентствин Чул хула – Уфа автомобиль магистралĕн управленийĕ» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн çумĕ С. Мартынов Шомиксен ыйтăвĕ çине çакăн пек хурав пачĕ:
«Волга» М–7 автомобиль çулĕ çинче Шомик ялĕ çывăхĕнче çуран çÿрекен çынсем валли çул урлă каçмалли ятарлă вырăн тата автобус павильонĕ туса парасси пирки ыйтни тĕлĕшпе çавна пĕлтеретпĕр. Асăннă вырăнта автобус чарăнмалли вырăн тăвасси норматив докуменчĕсен требованийĕсене хирĕçлет. «Автомобильные дороги» 2.05.02-85 СниП-ăн 10.9 пункчĕпе килĕшÿллĕн I–III категорисене кĕрекен çулсем çинче автобус чарăнмалли вырăнсен хушши 3 çухрăмран кая мар пулмалла. Кунпа пĕрлех вĕсем çул юпленнĕ вырăнтан 250 метртан кая мар инçĕшĕнче вырнаçмалла. Автобус чарăнмалли çывăхри ятарлă вырăнсем тата çуран çÿрекенсем валли çул урлă каçмалли вырăнсем 629+700 километрта (Станъяль) тата 626Ç900 километрта (Мăн Сĕнтĕр) пур. Автобус чарăнмалли вырăнсем патне çуран çÿрекенсем валли тротуарсем туса панă.
Кунсăр пуçне çавна пĕлтеретпĕр. 2008 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çула (623+500 километр – 631+767 километр) хута янă хыççăн Шупашкар районĕнчи Вăрманкас-Çĕктер ял тăрăхĕн администрацине 2009 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче (02/167 №), 2009 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче (03/1319 №), Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин министерствине 2010 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче (02/3602 №), Муркаш районĕнчи Катькас ял тăрăхĕн администрацине 2011 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче (02/2868 №) ăнлантарусем ярса панă. Катькас ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Лебедев ыйтнипе (2011 çулхи майăн 18-мĕшĕ, 28 №) вырăна тухса федерацин «Федерацин çул-йĕр агентствин Чул хула – Уфа автомобиль магистралĕн управленийĕ» хысна учрежденийĕн представителĕсемпе пĕрле канашлу та ирттернĕ. Лару-тăрăва тишкернĕ май асăннă участокра автобус чарăнмалли вырăн тата çуран çÿрекенсем валли çул урлă каçмалли вырăн туни çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерменнине палăртнă».
Кунта хушса урăх нимех те калама май çук пулĕ. Шомик тĕлĕнче каçă тата автобус чарăнмалли вырăн туни çынсене хăрушлăх кÿме пултарать, норматив требованийĕсене хирĕçлет пулсан, ыйтăва татса пама пулаймĕ. Саккуна хирĕç каяймăн. Çынсен пурнăçĕ чи хакли шутланать. Çавна манар мар.
В. ШАПОШНИКОВ.