Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Еткерсем тÿлеве тивĕçеççĕ

03 июля 2013 г.

 

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа вилнĕ çынсен хушăнакан пенсине вĕсен еткерĕсене республикипе 8, 9 миллион тенкĕ тÿленĕ. Ку вăл 2012 çулхи çав вăхăтринчен 3 хута яхăн нумайрах.

Тÿлевсем ÿсни – халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăрах туса пынин кăтартăвĕ. 2013 çулта хăйсен вилнĕ тăванĕсен пухăнакан пенси укçи-тенкине илесси пирки 35 заявлени йышăннă, республикипе 1, 1 пин ытла.

Вилнĕ çынсемшĕн ĕç паракан хăй вăхăтĕнче вĕсен пенсин пухăнакан пайĕ валли обязательнăй страховани взносĕсем тÿлесе тăнă пулсан, 1953 çулта çуралнă е çамрăкрах арçынсемшĕн тата 1957 çулта çуралнă е çамрăкрах хĕрарăмсемшĕн вĕсен еткерĕсем укçа-тенкĕ илме пултараççĕ. Кунпа пĕрлех вилнĕ çын патшалăх пенси виçисене хушса финанслассин программине хутшăннă пулсан та вăл миçе çулта пулнине пăхмасăрах пухăннă укçа-тенкĕне еткерĕсем тивĕçеççĕ.

Енчен те гражданин пурăннă чухне хăйĕн пухăнакан пенси виçине кама парасси пирки Пенси фондне заявлени çырса панă пулсан, ăна унта кăтартнисем илме тивĕç. Кун пек заявленисем республикипе 49, районта çук. Заявлени çук чухне укçа-тенкĕне вилнĕ çыннăн еткерĕсем тивĕçеççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕрремĕш черетри еткерсем шутне вилнĕ çыннăн ачисем, мăшăрĕ, ашшĕ-амăшĕ, иккĕмĕш черетри еткерсем шутне пиччĕш-шăллĕсемпе аппăш-йăмăкĕсем, аслашшĕсемпе асламăшĕсем, мăнукĕсем кĕреççĕ.

Вилнĕ çыннăн пенсин пухăнакан пайне илес тесен çын вилнĕренпе 6 уйăх иртиччен еткерĕсен РФ Пенси фончĕн кирек хăш управленине е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне (вилнĕ çыннăн укçи-тенки ку фондра пулсан) пырса заявлени çырса памалла. Енчен те асăннă срок иртсе кайнă пулсан ку ыйтăва суд урлă татса пама тивет.

О. АЛЕКСЕЕВА,

Пенси фончĕн районти

управленийĕн

пай пуçлăхĕ.

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика