Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Республика Пуçлăхĕ çулталăка пĕтĕмлетрĕ

15 декабря 2012 г.

Номер издания: № 98-99 (декабрь 2012)

Çулталăка майĕпен вĕçлесе пыратпăр. Апла пулсан ку таранччен пурнăçланине тишкерме тата хаклама сăлтав пур. Çавна май декабрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци музейĕнче анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унăн ĕçне федераци тата республика шайĕнчи çирĕм пилĕк массăллă информаци хатĕрĕсен хĕрĕхе яхăн журналисчĕ хутшăнчĕ.

– Хисеплĕ журналистсем, эсир Раççей, республика шайĕнчи пĕтĕм ĕç-хĕле тĕрĕс хаклатăр, кирлĕ информацие туллин тата вăхăтра çынсем патне çитеретĕр – ку чи пĕлтерĕшли. Тĕрлĕ указ, хушу, çавăн пекех ытти хыпар кая юлни хăйĕн пахалăхне, пĕлтерĕшне çухатать. Çавăнпа та эсир патшалăх влаçĕпе, муниципалитет органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетĕр, тĕп пулăшуçăсем пулса тăратăр. Пысăк тав сире!

Пĕтĕмĕшле илсен вара Чăваш Республики иртсе пыракан çулталăка лăпкă лару-тăрури ÿсĕмлĕ кăтартупа вĕçлет. Çакăн тĕрĕслĕхне макроэкономика динамики те çирĕплетет, ăна массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах çутатнă.

Раççей Федерацийĕнче Чăваш Республики çирĕп вырăн йышăнать. Чылай сферăра пире тĕслĕхе лартаççĕ. Тĕрлĕ енĕпе пилотлă республика пулнă май, кунта çĕнĕлĕхсем пуçласа вăй илеççĕ. Палăртмалла, пĕтĕм условие пурнăçлани, ÿстерни – çынсен хăтлăхĕшĕн тата тăнăçлăхĕшĕн. Ку вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин пирĕн ума, çавăн пекех эпĕ сирĕн ума лартнă чи пысăк тĕллев. Пуш сăмах маррине çирĕплетекенни вара çак критери – Чăваш Енре пурăнакансен сывлăх шайĕ ÿсме тытăнни тата демографи лару-тăрăвĕ тăнăçланни. Республикăра юлашки 20 çул хушшинче пĕрремĕш хут халăх йышĕ ÿснине палăртрăмăр, çакна 1000 çын пуçне ÿсĕм Ç 0, 7 пулнипе ăнланмалла. Иртнĕ çул ку кăтарту -0, 7-пе танлашнăччĕ. Ку критерире эпĕ çирĕп позицин тĕп тĕшшине куратăп. Эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулнă май, демографири е пурнăç шайĕнчи çакăн пек лару-тăрăва малашне те сыхласа хăварасса шанатăп. Çак шайлашулăхри тĕп ене вара эпĕ социаллă çăмăллăхсенче – нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернинче, республикăн амăш капиталне уйăрнинче, çавăн пекех ытти хушма ĕçсем вăя кĕртнинче – куратăп. Республикăри хĕрарăмсен те, арçынсен те пурнăç тăршшĕн вăтам виçи Раççейри вăтам кăтартуран пысăк.

Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен республика пурнăçланă тĕрлĕ ĕçе хакланă май 150 миллион тенкĕ укçа уйăрнă, ку вăл эффективлăха кура хавхалантару шучĕпе. Апла пулсан Раççейре Чăваш Ен ĕçне чăннипех те кураççĕ тата хаклаççĕ. Республикăн пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕ вара çакăнтан та курăнать. Иртнĕ çул регионсен пĕтĕмĕшле ĕç эффективлăхне хакланă май Раççей шайĕнче Чăваш Ен малти пилĕк регион шутĕнче пулчĕ. Çавна май республика 84, 5 миллион тенкĕне тивĕçрĕ. Çакăнта шăпах регионсен ĕç-хĕлне социаллă ыйтусемпе те хакланă. Региона килнĕ хушма укçа-тенкĕне каллех çынсен пурнăç шайне ÿстерме, бюджет сферинче вăй хуракансемшĕн усă курнă. Республика тĕрлĕ машина-агрегат туса кăларассин центрĕ шутланать, çавна май вăл ытти регионсене хатĕр продукципе тивĕçтерет. Çакă – хушма ĕç вырăнĕсем, бюджета пыракан хушма укçа тата ытти те, – терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулталăкри ĕç-хĕле тишкернĕ май.

Çынсен интересĕсене хÿтĕлесси тĕп вырăнта пулнине шута илсе республикăра социаллă бюджет ĕçлет. Пĕтĕмĕшле тăкаксен 70 процентне яхăн социаллă ĕç тĕллевĕпе усă кураççĕ.

2010 çул вĕçĕ Чăваш Еншĕн уйрăмах йывăр пулчĕ е пĕтĕм ăнăçсăрлăх капланăвĕ. Республикăн патшалăх парăмĕ 10 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă. Ĕç укçи тÿлессипе ĕçлекен пĕр çын пуçне тивекен парăм 307, 4 тенкĕ пулнă. Чăваш Ен япăххисен шутĕнче пиллĕккĕмĕш вырăн йышăннă. Ĕç укçи тĕлĕшпе парăмсене пĕтерессипе прокуратура ĕçченĕсене те явăçтарма тивнĕ. Халĕ ку енĕпе шайлашуллă лару-тăру.

Ĕç укçи калăпăшĕпе малтанхи çулсенче Чăваш Ен Атăл çи федераллă округри 14 регион хушшинче 12 вырăнта тăратчĕ, ăнăçсăррисенчен пĕриччĕ. Халĕ пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи калăпăшĕ 16 пин те 618 тенкĕпе танлашать, ку кăтарту лайăххисенчен пĕри. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене хушма хавхалану кĕтет, декабрьти черетлĕ ÿсĕм те куç умĕнче. Иртсе пыракан çулталăкра кăна учительсен ĕç укçи 40 процент хăпарчĕ. Воспитательсен ĕç укçине 24 процент чухлĕ ÿстерме палăртнă. Çапла вара асăннă категорин ĕç укçи калăпăшĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан сферăри вăтам ĕç укçин 80 проценчĕпе танлашмалла. Çак ĕç валли республика бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕне яхăн уйăрма палăртнă. Çапах та ĕç укçин калăпăшне хăпартма пултарнине республика макроэкономикин ÿсĕмĕпе çыхăнтармалла.

– Эпĕ туятăп, çак тимлĕх ача сачĕсенче вăй хуракансене тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантармалла. Апла пулсан пирĕн кĕçĕн ăру татах та ытларах тимлĕх туймалла, вăл шутра тавра курăма аталантарассинче те, – терĕ Михаил Игнатьев.

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсемпе туллин тивĕçтерессинче татса паман ыйтусем сахал мар. Халĕ çĕннисене тăвас, киввисене реконструкцилес ĕç пырать. Юлашки 20 çул хушшинче пĕрремĕш хут ача сачĕсем тăвассипе тĕллевлĕ ĕçлеме тытăннă. Кăçал 1573 вырăнлăх çĕнĕ 6 ача сачĕ хута янă. Çулталăк вĕçлениччен 635 вырăнлăх татах 5 ача сачĕ ĕçе кĕртмелле. Иртсе пыракан çулта кашни виççĕмĕш шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ.

– Çак ĕçсем йăлтах 21 ĕмĕр ыйтăвне тивĕçтерессипе çыхăннă. Паянхи кун кивĕлле ĕçленипе пахалăха ÿстереймĕн, тупăша хăпартаймăн. Эпир хăтлă пурнăç тăвассишĕн тимлетпĕр, апла пулсан пирĕн çĕнĕлĕхе вăя кĕртмелле. Ача сачĕсем юсаса çĕнетессинче кăмăла хуçакан самантсем те тĕл пулчĕç. Подрядчиксен ултавлă ĕçĕсене пула хăш-пĕр ача сачĕ тăвасси чарăнса ларчĕ, – терĕ вăл ку енĕпе кăмăлсăрланнине палăртса.

Иртсе пыракан çулталăкри паллă событисенчен пĕри вăл Раççей Федерацийĕн Президентне В. Путина суйлани пулчĕ. Вăл хăй тивĕçĕсене пурнăçлама пуçласанах 11 Указ кăларчĕ. Вĕсем йăлтах çын пурнăçĕн пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă. Çавна май республикăра та ку тĕлĕшпе чылай ĕç вăя кĕчĕ. Республика Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан çамрăк учительсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн ипотека кредичĕн пĕрремĕш тÿлев пайне патшалăх субсидилет тата кредит проценчĕн çулталăка палăртса хунин 4 проценчĕ чухлĕ тÿлевĕн пĕр пайне саплаштарать.

«Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçлеме пуçланăранпа ялсенчи больницăсенче 131 çамрăк врач ĕçлеме тытăннă. Çавăнпа пĕрлех вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма 131 миллион тенкĕ Раççей бюджетĕнчен уйăрнă. Маларах шутланă тăрăх 100 врача явăçтарма палăртнă, В. Путинпа калаçнă хыççăн майсем ÿснĕ. Çитес çулта та ку енĕпе ĕçлеме пăхаççĕ. Ку вăл пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассипе тата медицина ĕçченĕсем çитменнине пĕтерессипе çыхăннă. Республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх вĕсен ĕç укçи 30 процент ытла ÿснине палăртнă.

Çĕнĕ Указсем, хушусем, саккунсем. Вĕсене йышăнасси вара пирĕн политика партийĕсенчен чылай килет. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, саккунсем йышăнассинче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» витĕмĕ питĕ пысăк.

Кулленхи ыйтусем

Сăмах май палăртса хăвармалла, кирек епле сферăри ыйтăва та туллин татса панă теме çук, йывăрлăх вăл кирек хăçан та пулнă.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, тавар хакĕ куллен ÿссе пырать. Вĕсен вылявне вара эпир аван туятпăр, мĕншĕн тесен кашниех потребитель шутне кĕрет. Çакă чи малтан пурнăç шайне пысăк витĕм кÿрет. Чăваш Республикинче Атăл çи федераллă округри регионсем хушшинче чи пĕчĕк хаксем пулнине палăртмалла.

Кашни яллă района физкультурăпа спорт комплексĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Çакă уйрăмах çамрăксене сывă пурнăç йĕркине ăша хывса ÿсме, кирлĕ пек аталанма пулăшмалла. Аслă ăрурисем те асăннă комплекссемпе туллин усă кураççĕ.

Иртсе пыракан çулталăкри уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ событисен шутне Раççей Федерацийĕ ВТОна кĕнине палăртмалла. Пирĕн тĕллев – пысăк рынокра çирĕп вырăн йышăнасси. Çĕнĕ технологипе ĕçлесен лайăх аталаннă отрасльсем тата регионсем пĕтĕмĕшле конкуренцие çăмăлрах чăтса ирттереççĕ. Ку пысăк ыйту ял хуçалăх ĕçне тÿрремĕнех пырса тивет. Пирĕн тĕллев – пысăк пахалăхлă продукци хатĕрлесе хамăр конкурентлăха кăтартасси.

Пресс-конференцире тĕрлĕ отрасле пырса тивекен 35 ыйту хускалчĕ.

– Республикăра пурăнакан хисеплĕ çыннăмăрсем! Çулталăкра тунă çитĕнÿсем – пĕрлехи ĕç. Кунта кашнин тÿпи пысăк: заводра-и е уй-хирте, сывлăх сыхлавĕнче-и е культурăра тăрăшать – пурте Чăваш Ен, Раççей хăтлăхĕшĕн, пĕрлехи тăнăçлăхшăн тимлет. Апла пулсан тÿрĕ чунпа тимлекен кашни çын тав сăмахне тивĕç. Ку таранччен сахал мар пурнăçланă, умра вара татах та пысăк тĕллевсем, – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав туса тата çитсе килекен уявсем ячĕпе саламласа.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика